Архив - Янв 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ
январь 29th
Мария УХСАЙ: «Мăшăрăм ĕçĕмшĕн çуннине туятăп»
Упăшкана та саватăп, ашшĕне те
Икĕ вут хушшинче эпĕ. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Малашнехи пурнăçăм паллă марри те асаплантарать. Тÿрех хирĕçленĕ тĕк паян хама çăмăлрах туйăттăм. Уçăмсăр лару-тăру вăраха пырас çуккине пĕлсех кашни каçа шикленсе-хумханса кĕтетĕп. Маншăн вăл — телей те, чун асапĕ те, ÿт пăлханăвĕ те, юратнă çыннăм умĕнчи каçарайми намăсăм та… Упăшкашăн эпĕ — юратнă арăм, ашшĕшĕн — çамрăк еркĕн.
Театр илеме туйма вĕрентет
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 1918 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хусанта çуралнă. Малтанах çак ушкăн — «Чăваш драми», унтан «Чăваш совет куçса çÿрекен театрĕ» ятлă пулнă. Ăна Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарса янă.
Ача çуратма усал шыçă та чараймасть
«Маммолог онкопатрулĕ» ялтан-яла, хуларан-хулана çитнине халăх хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Республикăри онкологи диспансерĕ пуçарнă проект 2015 çултанпа пурнăçланать. Рентген куçса çÿрекен хальхи йышши комплексĕ кăкăрти усал шыççа май пур таран маларах тупса палăртма пулăшать. <...>
«Хура кунсен» чатăрне сирсе
74 çул каялла блокадăран хăтăлнă Ленинградăн ирĕклĕхĕ мĕн хака ларнă? Миçе çын пурнăçне тĕп тунă, шăпине авнă-хуçнă хăрушă вăрçă? Тĕнчери чи илемлĕ кĕтессенчен пĕри, Раççейĕн çурçĕрти тĕп хулин ятне тивĕçнĕскер, тахçан чăн-чăн тамăк хуранне аса илтерни пуçа шăнăçмасть.
январь 22nd
Раççейре Чăваш ятлă ял нумай, е Йăхташăмăрсем Çурçĕрте те çухалса кайманни çинчен
Татăлнă «юмах»
— Тусăм! Итлетĕп те сана, юмахри пек пурăнатăн эсĕ. Санăнни пек чаплă каччă тĕлне пулаймарăм та — мĕн каласси... — çывăх юлташĕ Оля хăйне кĕвĕçнине хальччен те туйнă-ха Света, анчах хальхинче вăл пушшех вăйлă палăрчĕ.
Халăх юррин янравĕ
Кăмăл иксĕлмесен — вăхăт тупăнĕ
<...> Республикăра, çĕршывăмăрта кашни çулталăках мĕнле те пулин уйрăм темăна халалласси йăлана кĕчĕ. Раççей Президенчĕ 2017 çулăн юлашки уйăхĕн пуçламăшĕнчех — раштавăн 6-мĕшĕнче — 2018-мĕшне Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе çирĕплетни çинчен Указ алă пусни çитес 12 уйăх чăннипех ырă пуласси пирки шанăç çуратрĕ. Тĕнчере тÿлевпе çыхăннă ĕç-пуçсăр пуçне ырă кăмăл çинче кăна никĕсленекен пуçарусем хăйсен витĕмĕ-вырăнне çухатманнине ĕненме хистерĕ.