Халăх юррин янравĕ

22 Янв, 2018

Шупашкарти Чăваш ÿнер театрĕнче республикăри художниксен союзĕн членĕн, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн Инна Лялинăн «Халăх юррин янравĕ» куравĕ иртрĕ. Çав ĕçсенче — йăх-несĕлĕн шăпи, пурнăçĕ, уяв саманчĕсем. Акă, тĕслĕхрен, «Ниме» картинăра хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса япала çăваççĕ. Вĕсене çак тĕнчерен уйрăлса кайнă тăванĕсем сăнаççĕ. «Иртнĕ ĕмĕр юрри» ĕç те хăйне евĕрлĕ пулса тухнă. Кунта тĕп вырăнта — автор хăй. «Ĕлĕк кашни ялтах çамрăксем вăйă картине тăнă. Авă лаша утланнă каччăсем хĕрсем патне васкаççĕ. Хальхи хĕрарăм çак самантсене куç умне кăларать», — ăнлантарать Инна Васильевна. Тепĕр ĕçре çамрăка салтака ăсатаççĕ. Вăл тутăр вĕçтерсех юрă шăрантарать. Кăшарние сăнлакан картина та пур. Çветкесем акăш-макăш ташлаççĕ. Вĕсем çĕр çинче кăна мар, тÿпере те выляса савăнаççĕ.

Пĕлтĕр художниксем Анатолий Миттов çуралнă тăрăхра Канаш районĕнчи Сиккассинче плэнер йĕркеленĕ. Унтан Инна Лялина «Сăпка юрри» картинăпа таврăннă. Ку ĕçре ял илемне, халăхăн пурнăçне кăтартнă вăл. Пĕр çемьере ача çуралнă. Телейлĕ амăшĕ юрла-юрла сăпка сиктерет. Савăнăçлă хыпар илтнĕ ял-йыш вĕсен килĕ умне пуçтарăннă. Пирĕштисем тÿпере кĕвĕ калаççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.