Театр илеме туйма вĕрентет

29 Янв, 2018

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 1918 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хусанта çуралнă. Малтанах çак ушкăн — «Чăваш драми», унтан «Чăваш совет куçса çÿрекен театрĕ» ятлă пулнă. Ăна Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарса янă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче театр Шупашкара куçнă. Репертуара Александр Островскин, Лев Толстойăн, Николай Гоголĕн, Денис Фонвизинăн, Фридрих Шиллерăн, Жан Мольерăн... чăвашла куçарнă ĕçĕсене кĕртнĕ. Каярах чăваш драматургĕсен Федор Павловăн, Иоаким Максимов-Кошкинскин, Николай Айзманăн, Марфа Трубинан, Леонид Агаковăн, Аркадий Ĕçхĕлĕн, Александр Кăлканăн, Ухсай Яккăвĕн, Василий Алакерĕн, Леонид Родионовăн, Владимир Ухлин, Николай Терентьевăн... пьесисем тăрăх спектакльсем хатĕрленĕ. 1947 çулта А.В.Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институчĕн /ГИТИС/ наци студийĕнче пĕлÿ илнĕ артистсем, СССР халăх артисчĕн Михаил Тархановăн студенчĕсем театрта ĕçлеме пуçланă. 1961 çулта — ГИТИСран, 1972 çулта — Ленинградри театр, музыка, кинематографи институтĕнчен, 1983, 1993, 2002 çулсенче — Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театрăн аслă училищинчен, 2011 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчен вĕренсе тухнисемпе труппăна пысăклатнă.

Театрта тĕрлĕ вăхăтра Иоаким Максимов-Кошкинский, Петр Осипов, Константин Иванов, Леонид Родионов тĕп режиссерта вăй хунă. 1979 çултанпа СССР халăх артисчĕ, ЧР тата РФ Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев çак ĕçе пурнăçлать.

Драма театрĕ тата унăн артисчĕсем — республикăри, халăхсен хушшинчи тĕрлĕ фестиваль, конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсем.

Юбилей çулталăкĕнче артистсем Мускава гастроле кайса килни çинчен хаçатра каласа кăтар-тнăччĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче сцена ăстисем Санкт-Петербурга тухса каясшăн. «Кăшт мухтанас та килет — паян наци кăна мар, вырăс театрĕсем те ют хуласене гастроле сайра тухса çÿреççĕ.

1918 çулта Хусанта купса пухăвĕн çуртĕнче чăваш театрне пуçарса янă. Халĕ çакăнта Çам-рăксен театрĕ ĕçлет. Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусана тав сăмахĕ калама каймашкăн палăртрăмăр. Унта «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» спектакль илсе кайăпăр. Çавăн чухнех Асăну хăми уçасшăн.

Юбилей тĕлне документ кадрĕсем, спектакль сыпăкĕсем кĕртсе темиçе пайлă кино ÿкертĕмĕр. Каярах ăна театрта та, телевизорпа та кăтартăпăр. Унта пĕлтерĕшлĕ самантсене, пулăмсене палăртса хăварма тăрăшрăмăр. Чăваш артисчĕсем çинчен кĕнеке кăларма палăртнăччĕ. Çулталăк вĕçлениччен ĕмĕте пурнăçа кĕртĕпĕр», — тет Валерий Николаевич.

Чаршав леш енче юлмĕç

Юбилее паян, чăваш театрĕ çуралнă кун, тата çитес эрнере ытлари кун театрта сумлă уявлама палăртнă. «Театр ĕçченĕсем уявра та чаршав леш енче юлаççĕ. Çакна шута илсе кăрлачăн 27-мĕшĕнче ятарласах хамăр çынсем, вĕсен тăванĕсем, ветерансем, çавнашкалах массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем валли уяв йĕркелетпĕр. Тĕрлĕ тытăмра вăй ху-ракансем театр ĕçченĕсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чыслаççĕ. Эпир хамăр вăйпа концерт программи хатĕрлерĕмĕр. Çавнашкалах филармони, ытти театр артисчĕсем хăйсен пулта-рулăхне кăтартĕç.

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, сумлă ытти хăнана кĕтетпĕр. Пушкăрт, Тутар, Мари Республикисенчен артистсем пысăк йышпа килсе саламламашкăн кăмăл турĕç. Хамăр тăрăхри ĕçтешĕмĕрсем те сцена çине тухĕç. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.