Сивĕ сăмах калас вырăнне кĕлĕ вуламалла
Ырă хыпар кунĕнче Тихвин Православи Турă амăшĕн хĕрарăмсен мăнастирне халăх çав тери нумай килнĕ. Чиркÿре малалла иртме те çук, çынсем алăк патĕнчех тăраççĕ. Шупашкарта тĕпленнисем, тĕслĕхрен, 6,5 сехетрех çула тухнă, кĕлĕ пуçланиччен Çĕрпĕве çитнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ пĕр хĕрарăмпа паллашма май килчĕ.