Архив - 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

март 28th

28 Мар, 2015

«Капкăна» ăнсăртран çакланнă та...

Халăх юратакан "Капкăн" кулăш журналĕ тухма пуçланăранпа кăçал 90 çул çитрĕ. Иван Мучи пуçарса янăскер ĕлĕк халăхра анлă сарăлнăччĕ. Çак кăларăм халĕ те хăйĕн пархатарлă ĕçне туллин туса пырать. Паян хамăр кĕрекене унăн шеф-редакторне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Петрова чĕнтĕмĕр.

28 Мар, 2015

Хĕвелсĕр

"Ĕçкĕпеле эрехех çынна ăсран кăларать", - çырнă К.Иванов хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче. Мĕнпур усал та тискер ĕç ытларах "симĕс çĕлен" пирки пулса иртнине пурте пĕлетпĕр. Арçын ĕçни хитре мар, хĕрарăм çав усал шĕвекпе иртĕнни пушшех те илемсĕр. Ăна ку чиртен сыватма та çук тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Шел те, пĕр черккешĕн чунне сутма хатĕррисем этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хушшинче те сахал мар. "Эпĕ хамăн арăма пурнăçра пĕртен-пĕрре хытă ятланă. Анчах та унăн пĕр айăпĕ те çукчĕ. Ĕçрен таврăннă май чарăнура вил ÿсĕр выртакан çамрăк хĕрарăма куртăм.

28 Мар, 2015

Мускав курма - пасара...

Ĕçлессишĕн пурăнмастпăр, пурăнассишĕн ĕçлетпĕр... Çак сăмахсене мĕнле ăслă çын калани манăçнă ĕнтĕ. Анчах та темшĕн чун тĕпнех вырнаçса юлнă вăл. Чăваш хĕрарăмĕн пачах та тÿнтерле пулса тухмасть-и-ха? Нумай чухне шăпах пурăнассишĕн ĕçленĕ пек мар, ĕçлессишĕн пурăннă пек туйăнать. Ир тăрать те хĕрарăм йăшăлтатать-йăшăлтатать... Ялтисен уйрăмах кăткăс пек туйăнатчĕ маларах. Çуркуннерен пуçласа çĕр пичĕ кăпăшка шурă юрпа витĕничченех лăш курмасть мăнтарăн. “Юрать хăть каç пулать, çĕрĕпех ĕçлемелле мар.

28 Мар, 2015

Çамрăксем хаçат киоскĕн тĕлне пĕлмеççĕ

Чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала, паллах, ытларах ял çынни вулать. Çамрăксем кăларăмсене электрон майпа тишкерме кăмăллаççĕ.

Юратнă кăларăма киосксенче çырăнакан-туянакан та пур. Шăпах вĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе «Чăваш пичечĕн» киоскĕсене çитсе килтĕмĕр.

28 Мар, 2015

Тăван сăмах чуна çывăхрах

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов çак кунсенче “Хыпар” ИÇ коллективĕпе тĕл пулчĕ.

28 Мар, 2015

«Кил вучахне сÿнтерместĕп»

Тÿскелте пурăнакан 101 çулти Анна аппа эпĕ килнĕ чухне чÿрече умĕнче хаçат вуласа ларатчĕ. Пÿрт алăкне урлă хунăран халиччен килсе курман çын патне уçса кĕме хăю çитереймерĕм. Часах хирĕç пурăнакан кÿрши чупса каçрĕ. «Аида ирхине килсе кайрĕ-ха.

28 Мар, 2015

«Вăрман - сиплĕхне, шыв - вăйне пачĕç пуль»

- Вăрман тăрри тип-тикĕс, ман пурнăç хăçан тикĕсленĕ-ши? - çÿллĕ йывăçсем çине пăхса çапла юрлатчĕ те анне, кайран татăлсах йĕретчĕ, - каласа кăтартать Роза аппа. Унăн амăшĕ,106 çулти Евлампия Ивановна /юратса ăна ялта Ялампи аппа тесе чĕннĕ/, пурнăçра хура-шурне нумай курнă.

28 Мар, 2015

Кĕтме пĕлекенсем - телейлĕ

Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тенине Маруç хăй пурнăçĕнче пĕрре мар илтнĕ. Тĕрĕссипе, ку сăмахсене халĕ ун тĕлĕшĕпе те пĕлĕшĕсем час-часах калаççĕ. Ара, чăннипех те çаплах пулса тухрĕ те...

Ялта тăхăр çул вĕренсен вăтам шкула кÿршĕ яла çÿреме тытăнчĕç Турикассем. Çавăн чухне асăрхарĕ-кăмăлларĕ те Маруç Çырмакасри Павăла. Пике йĕкĕте куç хĕррипе те пулин курассишĕн кашни тăхтавра тенĕ пекех сăлтав тупса коридора тухатчĕ. Пĕр çул аслăрахскер вара хĕре курмастчĕ те тейĕн.

март 23rd

23 Мар, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 10 /880/ 21.03.2015

Паттăрлăх урокĕ. Çак эрнере Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем сумлă хăнасемпе тĕл пулчĕç.

Ĕçлекен халăх пурăнать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла.

Вăйă вăхăтĕнче миллионера çаврăнатпăр. "Шупашкарта аттракционсем ĕçлеççĕ-и? Ачана уяв туса парас килет", - шăнкăравлать ялта тĕпленнĕ юлташ. "Укçуна ытларах хатĕрле. Таçта та ачан кăмăлне тупма пулать", - терĕм ăна.

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

Калафати тата унăн хĕрарăмĕсем, е 104 çулта та чиперуксен кăмăлне тупма пĕлекен арçын çинчен.

Ылтăн пике. Александра Деверинская çак кунсенче хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Командировка. /Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

 

Страницы