Кĕтме пĕлекенсем - телейлĕ

28 Пуш, 2015

Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тенине Маруç хăй пурнăçĕнче пĕрре мар илтнĕ. Тĕрĕссипе, ку сăмахсене халĕ ун тĕлĕшĕпе те пĕлĕшĕсем час-часах калаççĕ. Ара, чăннипех те çаплах пулса тухрĕ те...

Ялта тăхăр çул вĕренсен вăтам шкула кÿршĕ яла çÿреме тытăнчĕç Турикассем. Çавăн чухне асăрхарĕ-кăмăлларĕ те Маруç Çырмакасри Павăла. Пике йĕкĕте куç хĕррипе те пулин курассишĕн кашни тăхтавра тенĕ пекех сăлтав тупса коридора тухатчĕ. Пĕр çул аслăрахскер вара хĕре курмастчĕ те тейĕн.

Çĕнĕ çул ячĕпе йĕркеленĕ уявчченех çапла пурăнчĕç çамрăксем: пĕри - вăрттăн юратрĕ, тепри - нимĕн те асăрхамарĕ. Шăпах çав каç пĕр конкурсра иккĕн ташлама тиврĕ вĕсен. Маруçăн вĕçсе кайманни çеç юлнăччĕ. Каччăн та уявра чĕри йăк! турĕ. Халĕччен асăрхаман илеме, чиперлĕхе курчĕ вăл, ăна кăмăлларĕ. Маруçа паянччен те асăрхаманшăн хăйĕнчен тĕлĕнчĕ те.

Çапла хутшăнусем майĕпен аталанса, вăй илсе пычĕç. Паллашса-туслашса çитнĕ тĕле çуркунне те çывхарчĕ. Часах Павăлăн экзаменсем тытма вăхăт çитрĕ. Каникул пуçланнине хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм сисмерĕ те.

Çăва тухсан кил-йышĕ Маруçа аслă аппăшĕ патне Мускав облаçне ĕçлеме ямашкăн йышăнчĕ. Çапла вуннăмĕш класс хыççăн хĕр çăвĕпех теплицăра тăрăшрĕ. Шкула кайма вăхăт çитсен çеç таврăнчĕ вăл. Павăл аттестат илсен Ленинграда кайнине те парта хушшине ларсан çеç пĕлчĕ. Ку хыпара Çырмакассенчен вăрттăн тĕпчерĕ. Çапла икĕ çамрăк пĕр-пĕринчен аякра пурăнма тытăнчĕ.

Кун хыççăн кун иртрĕ, эрне хыççăн - эрне. Маруç Павăл пирки нимĕн те пĕлмерĕ пулин те чĕринче ăна кĕтрĕ, вăрттăн саврĕ. Тĕлĕксенче те ăна тĕлленсех çулталăк иртрĕ. Аллине аттестат илсен хулана вĕренме кайрĕ вăл. Часах Павăла институтранах салтака илсе кайнине пĕлчĕ хĕр. Ку хыпара Çырмакаса Павăлсен тăванне качча кайнă тусĕ пĕлтерчĕ.

Йĕкĕтрен çыру та кĕтрĕ Маруç, анчах усси пулмарĕ. Хăй пуçласа çырма та хăймарĕ. Темле йышăнĕ-ха кăна каччă. Тен, ăна вăл тахçанах маннă? Сăпайсăр тесе шухăшласан пуçа ăçта чикмелле тата?

Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Çак вăхăтра Маруçа арăм тăвас текенсем темĕн чухлех тĕл пулчĕç, хыçран чупакансене шутласа та кăлараймăн. Анчах пĕринпе те хутшăнмарĕ пике, нихăшĕн патне те чунĕ туртмарĕ. Юратакан чĕре Павăлах кĕтрĕ. Шел те, миçе çулта пĕрре те пулин тĕл пулма та май килмерĕ. Яла кайсан тусĕпе курнăçма тĕл килсен ыйткаласа пĕлчĕ-ха пике савнийĕ пирки, савăнтаракан хыпар пурпĕр пулмарĕ.

Çапла салтакран таврăнсан малаллах вĕреннине, диплом илсен Павăл çурçĕрти хулара тĕпленнине пĕлчĕ Маруç. Ăна малаллах кĕтни, ахăртнех, усăсăр пулнине чухларĕ. «Хальччен савни тупнă-тăр», - терĕ Павăл тăванĕ те. Çемьеленнĕ текен сас-хура тухманччĕ-ха, çапах çак таранччен хăйĕн пирки Маруçа нимĕн те пĕлтерменскер хĕре качча илесси пирки ĕмĕтленмест пулинех. Унсăрăн пĕр сăмах та пулин систерĕччĕ. Çак шухăшпа çырлахса Маруç та хăйĕн туйăмне пуçтарса çăраларĕ. Çулсем иртеççĕ-çке. Кашни йĕкĕте тиркесен çемьесĕр тăрса юлма та пулать. Тантăшĕсем те тахçанах ача-пăчаллă ĕнтĕ.

Хăйне килĕштерекеннисенчен ĕçченрех, маттуртарах туйăнакан Микулапа пĕрлешрĕ вăл. Мăшăрĕ чăннипех те лайăх пулчĕ. Ăшă кăмăллă, ачаш та йăвашчĕ. Пурнăçа та алăра тытма, йĕркелеме пултаратчĕ. Эрех-сăра ĕçсен çеç хаярланатчĕ кăштах. Тавах, уявсенче çеç сыпатчĕ. Пурнăç ăнăçнă пекчĕ, анчах ăнсăртран пĕвене кĕрсе ÿкнĕ пысăк тиевлĕ машина кабининчен тухаймарĕ вăл. Çапла Маруç икĕ хĕрĕпе тăрса юлчĕ. Пĕччен йывăр килнĕрен амăшĕ патне яла пурăнма куçрĕ вăл. Кун пек çăмăлрах тесе шухăшларĕ. Пушшех те, ялĕ те хуларан инçех марччĕ.

Чăн та, кукамăшĕ мăнукĕсене савса пăхрĕ. Амăшĕ вара куллен ĕçе çÿрерĕ. Вăхăт малаллах шурĕ.

Пĕр хушă çурçĕрте пурăннă хыççăн Павăл та тăван тăрăхне таврăнчĕ. Ашшĕпе амăшĕн килне юсаса çĕнетрĕ. Кермен туса лартрĕ темелле. Кÿршĕ ялта пурăнакан ĕлĕкхи савнисем, паллах, темиçе çултан та пулин тĕл пулчĕçех.

- Хальччен те авланмарăм. Тĕрĕссипе, яла та эсĕ кунта тĕпленнишĕнех таврăнтăм. Мĕн шкул пĕтернĕренпех савса пурăнатăп сана. Ниепле те манаймарăм. Çыхăну тытманшăн та хамах айăплă паллах. Малтан вăтантăм, унтан эсĕ мана кĕтместĕн пулĕ терĕм. Каярах эсĕ мăшăрланнине илтрĕм. Халĕ акă çулсем пĕрлешессе шанатăп, - терĕ арçын хăйне ĕмĕрĕпе кĕтнĕ Маруçа.

Çапла вĕсем пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Тĕрĕссипе, малтанах ял халăхĕнчен вăрттăн курнăçрĕç-ха. Вăхăт иртнĕ май чăнахах та пĕр-пĕриншĕн çуралнине ăнланчĕç те çын сăмахĕнчен хăрами пулчĕç. Маруç хĕрĕсене те хăйĕн ачи пекех йышăнчĕ арçын.

/Ятсене улăштарнă/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.