Чун та выçать

28 Пуш, 2015
ТИПШĔМ Сашук, юрăç

Эпĕ хама Чăваш Енри чи пĕрремĕш оптимист тесе шухăшлатăп. Паянхи куна илсен мана çак пурнăçра пĕтĕмпех тивĕçтерет. Выçсан çиме сĕтел çинче çăкăр, ывăнсан выртса çывăрма кĕтес пур - тата урăх мĕн кирлĕ? Ытлашши нăйăлтатас килмест манăн. Пурăнатпăр-ха.

Тем тусан та, тем тесен те тăватă çулти ывăлăма вĕрентсе кăлармасăр, авлантармасăр парăнмастăп, пуçа усмастăпах. Юрлама май пур чухне - юрлатăп-ха. Кирек ăçта та. Ентешĕмрен эпĕ те нимĕнпе те кая мар. "Укçа тÿлесен био-туалет тăрринче те юрлама хатĕр", - тет вăл. Чарсассăн, "Çăварна хуп, Сашук" тесессĕн те аптрамастăп, Мускава шапаша тухса вĕçтеретĕп. Автобуссем кирек хăш вăхăтра та лартса каяççĕ. Вокзалран аякра та пурăнмастăп. И-и, мĕн кулянмалли, чăваш валли таçта та ĕç тупăнать. Урам шăласран та, вăрман касасран та хăрамастпăр эпир. Пире, чăвашсене, Турри шеллет, упрать. Выçă вĕлерместех.

Чĕрене ыраттаракан ыйту кашни çыннăнах пур. Манăн та сахал мар. Çĕнĕ çул хыççăн тăван халăх кăмăлĕ улшăннăн туйăнать. Куракансем концертсене çÿресшĕнех мар. Пурте апат-çимĕç хакĕ ÿсни пирки пăшăрханаççĕ. Çак йывăр тапхăрта ял çыннине кашни пус шухăшлаттарать. Чăваш хура çĕр çинче темĕн чухлĕ тар тăксан та укçи-тенкине кĕреплепе хырса илеес çук. Пире ун чухлĕ кирлĕ те мар. Çапах та йывăр кунсем вăхăтлăх çеç пулнине шанас килет. Кризис текенни иртсе кайĕ-ха. Мĕншĕн тесен Рим императорĕ те халăха çăкăрпа хавхалану яланах кирлĕ тенĕ. Чун та выçса çитет, хырăм кăна мар.

Ют регионсене гастрольсене кайсан, уйрăмах Пушкăртстанра, концертсенче хама ваттисен çуртĕнче юрланă пекех туятăп. Залра пĕр çамрăк та çук, 70-80 çулсенчи карчăксемпе стариксем çеç лараççĕ. Тепĕр 10-15 çултан апла унта ура та ярса пусаймăпăр. Мĕн аякка каймалли пур, хамăр патра та çавнашкаллине курма пулать. Чăваш юрăçисенчен пĕри: "Пирĕн ачасем те тăван чĕлхене пĕлмеççĕ те, чăваш чĕлхи мĕнле, ăçтан ан пĕттĕр-ха?" - тесе хучĕ. Çакăн хыççăн шухăша кайрăм. Мĕнех, хамăн ача та чăвашла лайăх пĕлет, ăнланать пулсан та калаçасшăн мар. Цивилизаци аталаннă, çĕнĕ технологисем вăй илсе пынă май чăваш чĕлхи уй-хир, вăрман чĕлхи кăна пулса ан тăтăрччĕ, фольклор шайĕнче кăна та ан юлтăрччĕ. Ку пирĕнтен нумай килет. Ачапа урамра та, троллейбусра та чăвашла калаçма тытăнмаллах. Паянах, ырана хăвармасăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.