Упăтене калаçма вĕрентеççĕ

4 Апр, 2015

Сухан ÿстерессипе республикăра ытларах Патăрьел районĕ палăрать. Ку ĕç çăмăл маррине кашниех аван чухлатпăр. Çумлама, кăларма, тасатма вăй та, вăхăт та нумай илет вăл. Ĕçĕ, чăн та, тупăш кÿрет. Шел, ĕçĕн пур тапхăрне те механизацилеме çук. Мĕн тумалла апла тăк?

Патăрьел тăрăхĕнчи пĕр хуçалăх ертÿçи нумай шухăшласа тăман: алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕç валли... упăтесем илсе килнĕ. Африкăра тытнăскерсене Чăваш Ене çитериччен пирĕн климата хăнăхтарма ятарлă лабораторире усранă. Вăл ăçта вырнаçни вăрттăнлăх. Çавăнпах ăшă çĕршыври чĕрчунсене сивве хăш хулара вĕрентнине никам та пĕлмест.

Илсе килнĕ икĕ упăте аçапа ама иккен. Нумаях пулмасть аçи амине ытти чухнехинчен ытларах ачашлама, тимлĕх уйăрма тăрăшнине шута илсе пĕтĕ мар-ши теççĕ. Анчах çакна хальлĕхе никам та çирĕп калаймасть. Ара, ятарлă специалист килсе çитеймен-ха. Ĕне пăрулаттарса сысна çăвăрлаттарнинчен ытла пĕлмен-туман выльăх тухтăрĕсем те нимĕн те калаймаççĕ. Ара, ял çыннишĕн упăте çапах та пĕлмен чĕрчун-çке.

Шанчăклă çăлкуç систернĕ тăрăх, хайхи упăтесем сайра тĕл пулакансем иккен. Çĕр питĕнчен тахçанах çухалнă тесе шухăшлакан примат мар-ши тесе иккĕленеççĕ вĕсем пирки. Дарвин теорийĕпе килĕшÿллĕн çын упăтерен пулнă вĕт. Томиноид тенĕ вĕсене. Анчах çав тĕс пин-пин çул иртнĕ май çухалнă. Упăтесен пĕр тĕсĕ - çын, тепри чĕрчунах пулса юлнă-çке. Теори çапла çирĕплетет. Климат, кĕлетки улшăннине пула паянхи упăтерен çын пулаймасть.

Патăрьелне илсе килнисем вара ĕçлесен-ĕçлесен, вĕрентсен-вĕрентсен шăпах çынна çаврăнма пултараççĕ. Чăн та, çакна хальлĕхе никам та çирĕплетеймест, анчах çĕршыв шайĕнче эксперимент пырать. Çак тĕллевпех вĕсене тĕрлĕ ĕçе хăнăхтараççĕ. Шăпах çакăнпа усă курса тавçăруллă Патăрьел бизнесменĕ хăй тĕллевĕпе усă курма шут тытнă та.

Халĕ упăтесене сухан кăларса-тасатма вĕрентеççĕ. Ĕçĕн çак тапхăрне шăпах автоматизацилемен-çке, пĕтĕмпех çын алли пурнăçлать. Шалу тÿлесе тăкакланасран сыхланса пуçаруллă ертÿçĕ ку ĕçе пĕтĕмпех упăтесене хăнăхтарасшăн. Палăртнине пурнăçлама пуçланă ĕнтĕ.

Упăтесене усрама тăкаклă пулĕ тесе шухăшлакансене çакна каламалла: вĕсене пахчаçимĕçпе тивĕçтерме нухрат çĕршыв шайĕнченех уйăраççĕ. Пушшех те - юлашки вăхăтра чĕрчунсем кăнтăр çимĕçне мар, чăваш çĕрулмине кăмăллама тытăннă иккен. Кун пек вĕсене усрама пушшех çăмăл.

Упăтесем çын калаçăвне ăнланнине, хушнине те аван пурнăçланине палăртаççĕ вĕсене хăйсен куçĕпе курнисем. Анчах хальлĕхе вĕсемпе вырăсла калаçаççĕ-ха. Маттур Патăрьелсем аптрамаççĕ-ха, чĕрчунсене чăвашла вĕрентесшĕн. «Пар» тата «укçа» тесе калама хăнăхнă та ĕнтĕ приматсем. Нумаях пулмасть вăрттăн объекта ялти пĕр ÿсĕр кĕнĕ тет. «Эрех» теме вĕрентесшĕн пулнă. Анчах хĕрарăмсем ăна тÿрех асăрханă та кăларса ывăтнă. Çĕнĕрен аталанакан этемлĕхе ку мурпа арăмсем туслаштарасшăн мар пулинех.

Ĕçлеме хăнăхтарнă май чăвашла та лайăх калаçакан çынсем тăвасчĕ упăтесенчен. Вĕсем аталанма тытăнсан чăваш халăхĕ пĕтес хăрушлăх та текех хăратмĕ ун чухне.

Упăтесене хăй курнă çынпа

Татьяна НИКОЛАЕВА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.