- Чăвашла верси
- Русская версия
«Капкăна» ăнсăртран çакланнă та...
Халăх юратакан "Капкăн" кулăш журналĕ тухма пуçланăранпа кăçал 90 çул çитрĕ. Иван Мучи пуçарса янăскер ĕлĕк халăхра анлă сарăлнăччĕ. Çак кăларăм халĕ те хăйĕн пархатарлă ĕçне туллин туса пырать. Паян хамăр кĕрекене унăн шеф-редакторне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Петрова чĕнтĕмĕр. Ăна вулакансем Ишентей хушма ятпа аван пĕлеççĕ. Паллă çыравçă виçĕ хутчен - 2003, 2006, 2010 çулсенче - "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки" конкурсра мала тухнă. Литературăри ÿсĕмсемшĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие те тивĕçнĕ вăл. Николай Петрович хăйĕн вулаканĕсене çирĕм ытла кĕнеке парнеленĕ. Вĕсен ячĕсемех епле илĕртÿллĕ: "Чĕвĕлпи", "Çĕр пин чечек çĕршывĕнче", "Çавра кÿлĕ хĕрринче", "Хÿреллĕ дневник", "Пакша кучченеçĕ", "Ташлакан купăс", "Чарусăр мечĕк", "Хаваслă кăлтăрмач", "Кĕрешÿпе юрату", "Пĕчĕк салтак", "Планетăпа чĕре"...
Николай Петрович Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырмара çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче тăван совхозра инженер-механикра ĕçленĕ, каярахпа шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Ачаранпах литературăпа кăсăкланнăскерĕн пирвайхи сăввисем шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçатĕнче кун çути курнă.
- Николай Петрович, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьеле командировкăра эпĕ темиçе те пулнă. Вăл тăрăхри çынсем сире аван пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Сирĕн пирки çапла каланине илтме тÿр килнĕччĕ: "Кирлĕ ĕçпе ун-кун çÿренĕ чухне Николай Петрович тăп чарăнса тăратчĕ те хут çине темĕн çырса хуратчĕ. Сăвă шăрçалатчĕ-ши?.." Чăнах та çапла пулнă-и?
- Кунашкал çылăх пур. Вăхăтра çырса хуман шухăш манăçа тухать. Эпĕ кĕсьере яланах блокнотпа кăранташ чиксе çÿретĕп. Çакна ял-йыш тĕрĕсех асăрханă.
- Чечен вăрçинче вилнĕ ывăлĕ пирки статья çырма кайсан Патăрьел каччин Александр Сергеевăн амăшĕпе курса калаçнăччĕ. Эсир те çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă салтака Сашăна халалласа поэма çырнă иккен. Каярахпа "Тăван Атăл" журналта ăна хам та вуланăччĕ. Калăр-ха, хальхи вăхăтра мĕн вăл - паттăрлăх?
- Паттăрсем хамăр хушăрах çÿреççĕ. Манăн шухăшпа, паян тÿрĕ кăмăллă çын пулса пурăнасси хăех - паттăрлăх. Пур çылăха йышăнма та, уншăн каçару ыйтма пултарнинче те паттăрлăх сĕмĕ пур. Кашни çыннăнах мĕн чухлĕ те пулин çылăх пур. Варта тĕвĕленнĕ пепке çеç ним айăпсăр. Çуралнă ача та амăшĕн кăкăрне çыртса çылăха кĕрет теççĕ те. Эппин, çылăха сахалрах кĕмелле пирĕн. Таса пурăннине нимĕн те çитмест. Çапах та Тăван çĕршыва юратаканăн, уншăн чи хаклине - пурнăçа - панисен паттăрлăхĕ темрен те пахарах.
- 1995 çулта "Ялав" журналта сирĕн "Çуралман ача сасси" поэма пичетленнĕ. Геннадий Волков ăсчах "гениллĕ поэма" тенĕ ун пирки. Çапах та çивĕч çак ыйту арçынна мар, хĕрарăма çывăхрах пек туйăнать.
- Пĕррехинче, ялти шкулта ĕçленĕ вăхăтра, мана çыравçăсен пухăвне чĕннĕччĕ. Пуху пуçланиччен ман пата Раиса Сарпи поэт пычĕ те: "Сана пула лайăх мар лару-тăрăва çаклантăм", - терĕ. "Мĕн сиксе тухрĕ?" - тетĕп. "Университета лекци вулама кайсан студентсем сырса илчĕç те "Çуралман ача сасси" поэмăна мĕншĕн эсир мар, арçын çырнă теме пуçларĕç. Ним калама та пĕлмерĕм", - тет сумлă поэтесса. Чухлатăп-ха, Раиса Васильевна шÿтлет. Çивĕч чĕлхеллĕскер хуравне тупнах-тăр. Çапах çакăнта чăнлăх та пур. Хам та çак ыйту тавра нумай шухăшланă. Вулакансемпе тĕл пулнă самантсенче кунашкал ыйтăва час-часах илтме тиветчĕ. Калаçу хĕрнĕçемĕн çынсем, уйрăмах хĕрарăмсем, хăйсен чунне уçма пуçлаççĕ. Пысăк мар зала пуçтарăнсан - пушшех те. Хырăм пăрахни çинчен те уççăнах калаççĕ. Çылăх каçарттараççĕ тейĕн. Малтан çакă мана тĕлĕнтеретчĕ. Кайран хам ăнланнă пек пĕтĕмлетÿ турăм: вĕсем çуралман ача умĕнче чун уçса калаçаççĕ. Поэма геройне çветтуй вырăнне хураççĕ пулинех. Çапла майпа хăйсен чунне лăплантарасшăн ĕнтĕ. Çырнă чухне, паллах, ун пирки шухăшлама та пултарайман.
Тепрехинче тата интереслĕрех лару-тăрăва çаклантăм. Ялта пурăнаканскер хулана, "Ялав" журнал редакцине, килнĕччĕ. "Сана шыраççĕ", - тет Юрий Сементер редактор мана курсан. Шупашкарти педколлеждăн вĕрентекенĕсене кирлĕ пулнă иккен эпĕ. Вĕсем манпа тĕлпулу йĕркелеме шухăш тытнă.
Палăртнă кун педколледжа кĕрсе тăтăм. Коридорти стена талккăшĕпех ÿкерчĕксем вырнаçтарнă. Пăхатăп - вĕсем пурте "Çуралман ача сасси" поэмăна сăнарлаççĕ. Мана кĕтсе, ай, тĕплĕн хатĕрленнĕ кунта. Вĕрентекен каласа пани тата кăсăклăрах пулчĕ. "Мана пĕр хĕр ÿкерчĕк тыттарчĕ. Йĕрет хăй. "Мĕншĕн макăратăн", - ыйтăрăм унран. "Телей кăвапине касакан хачча кăтартаймарăм, алă çĕкленмерĕ", - хуравларĕ вăл". Асăннă хайлав çынсен чунне еплерех витернине çапла тĕслĕхпе кăтартса пачĕç. Поэзи хăвачĕ сăнар тăваслăхран килнине хам та тепĕр хут курса ĕнентĕм вара.
- Техника инженерĕнчен чун инженерне куçни пирки калаçар-ха. Ĕç укçи пысăкланчĕ-и?
- Пурнăç хакĕ ÿснине туятăп. Сăмах кунта ĕç укçи пирки пымасть. "Çуралман ача сасси" поэмăшăн эпĕ гонорар илмен. Ун чухне журнал редакцийĕ пурлăх тĕлĕшĕнчен пысăк йывăрлăхраччĕ. Анчах çакă мана нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармарĕ. Вулакансем мана хăнана чĕнме пуçларĕç. Çын хисепне укçапа виçмеççĕ. Вулакансен хаклавĕ, ахăртнех, чи пысăк сум.
- Иртнĕ çул культура тата вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем йĕркеленипе, Интернет пулăшнипе чăвашла вулакансен конкурсне ирттернĕччĕ. Екатерина Викторова сирĕн "Кукамай кĕпи" сăвва тĕлĕнмелле ăста вуларĕ. Çак хайлав епле çуралнине аса илĕр-ха. Чăвашлăх ыйтăвне çĕклеме сире мĕн хистерĕ?
- "Кукамай кĕпи" вăл - "Ÿкерчĕклĕ çыру" поэмăн пĕр сыпăкĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, чăваш суверенитечĕ çĕкленме пуçланă, наци юхăмĕ капланса, капашсăр пысăк хавхаланупа вăй илнĕ тапхăрта çырăннăскер. Юлашки вăхăтра ку хавхалану палăрмалла сĕвĕрĕлчĕ. Çавăнпа хайлав геройĕсем те - урăххисем. Халĕ урăх саманара пурăнатпăр.
- Эсир ача-пăча валли çырса виçĕ хутчен "Çулталăк кĕнеки" конкурсра çĕнтернĕ. Пĕчĕккисен кăмăлне тупма тата йывăртарах ахăр.
- Пĕчĕккисен чунĕ çине куллен сиплĕх тумламĕ тумласах тăрсан этем обществи нихăçан та пăскăнчăк енне сулăнас çук. Илемлĕ литературăри пархатарлă сăнарсем тата çитĕннисен ырă тĕслĕхĕ шăпах асамлă çав тумлампа танлашать те. Таса та илемлĕ тĕнчере пурăнас тесен ача-пăча валли ытларах лайăх кĕнекесем кăларасчĕ. Çынлăх шайне çĕклекеннисене. Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет. Ача-пăча валли çырнă чухне хамăн чун тасалса пырать те ĕçлеме кăмăллă. Вулакансем вара манăн кĕнекесене йышăнни нимрен хаклă.
- "Шăнкăрав хыççăнхи уроксем" повеç сыпăкне вуланăччĕ. Вăл хăçан туллин çапăнса тухĕ-ши?
- Турă пулăшсан - кăçалах. Повеçри тĕп геройсем - хамăн вĕренекенсемех. Çав сăнарсемех "Хаваслă кăлтăрмач" кĕнекере те пур. Ун чухне вĕсем - 4-мĕш класс ачисемччĕ. Халĕ çитĕннĕ, вуннăмăшне çитнĕ.
Сăнарĕ ансат, вĕрентÿ программинчи пекех. Графитран алмаз тума май пур пулсан ашкăнчăк ачасене те лайăххисен йышне кĕртме май пурах-тăр. Акă епле майпа сюжет йĕркеленсе пырать.
- Хăвăрăн мăнуксене воспитани парас тĕлĕшпе мĕн тăватăр? Сирĕн кĕнекесенче вĕсен пурнăçĕ те сăнланать-и?
- Вĕсем мана хăйсем вĕрентеççĕ. Тĕслĕхрен, компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарчĕç. Пĕрле чăвашла, вырăсла кĕнекесем вулатпăр. "Пĕчĕк салтак" кĕнекери сăнарсем - хамăн мăнуксемех.
- "Хĕрарăм - çăлăнăç утравĕ,
Хĕрарăмрах - тĕнче управĕ", - тетĕр эсир пĕр сăвăра...
- Хĕрарăмсăр пурнăç пĕтсе ларать. Арçынĕ те кирлĕ пуль-ха та, çапах ачасене пурнăç сĕткенне параканни - амăшĕ. Хăть те мĕн каласан та хĕрарăм пепкишĕн вăй-халне те, вăхăтне те шеллемест.
- 2010 çултанпа "Капкăн" журнал кăларса тăратăр. Мĕн хистенĕ ку ĕçе кÿлĕнме?
- "Капкăна" ăнсăртран çакланнă тесен те юрать. Тилĕ е мулкач капкăна лекнĕ пек. Ача йышĕ чакнăран эпĕ ĕçлекен шкул хупăнчĕ. Пичет çуртне килсен "Капкăн" журналта ĕçлеме çын кирли çинчен пĕлтĕм.
- Ĕç майне тупма çăмăл пулчĕ-и?
- Çăмăл темех çук. Кулăш - йывăр жанр. Шухăша сахал сăмахпах уçса памалла. Юрать-ха журналăн автор нумай. Çакă ĕçре питĕ пулăшать.
- Красноармейски районĕнче журналăн юбилейне купăс каласа, питлĕх çапса паллă туни çынсем кулăш журналне çав тери юратнине пĕлтерет-тĕр. Ку самант вулакансен асĕнче юласси иккĕлентермест.
- "Капкăн" журналăн вырăнти авторĕсем çакнашкал уяв йĕркелесе тĕлĕнтерчĕç. Пирĕншĕн, Шупашкар хăнисемшĕн, йăлтах кĕтменлĕх пулчĕ. Çав тăрăхран пирĕнпе çыхăну тытакан нумай. Темиçе хушамата асăнса хăварас килет: Георгий Ефимов /Тусли/, Николай Ершов /Янгер/, Иван Прокопьев /Чураль/. Томскра пурăнакан Николай Карай та - Красноармейски тăрăхĕнченех. Çыру та яраççĕ, хăйсем те килсе çÿреççĕ.
- Халĕ мĕнле ĕмĕтпе çунатланатăр?
- Чăваш литературинче патриотизм теми вăйсăртарах. Ача чухне вăрçă, паттăр пионерсем çинчен çырнипе каçса кайса паллашнă. Библиотекăра вуламан кĕнеке юлманпа пĕрех. Паян çакă темшĕн иккĕмĕш плана куçса пырать.
Эпĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çут тĕнчене килнĕ çын. Ун чухне атте-аннен ачисемпе чăрманса ларма вăхăт пулман. Аслисен колхозра ĕç кунĕ тумаллаччĕ. Эпир, ачасем, хамăр тĕллĕнех ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ. Кивĕ йĕтĕм вырăнĕнче ача-пăча вăйĕпех стадион турăмăр. Унта футболла выляттăмăр. Çак вăхăт чун тĕпĕнче варăнса юлнă та спорт, патриотизм ыйтăвĕсем кĕнекене куçма пуçларĕç.
- Тавах чуна уçнăшăн.
Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă.
Комментари хушас