Ĕç мар, кĕвĕçÿ пĕтерет

4 Апр, 2015

Пурнăç паян пĕртте япăх мар. Тепĕр чухне пирĕн халăх ытлашши нăйкăшнă пек туйăнать. Çынна нихăçан та нимĕн те çитмест, ăна нумайрах, ытларах, чаплăрах кирлĕ. Ялтисем кÿршĕрен тăрса юласшăн мар. Пĕр енчен çакă лайăх та, çавна пулах кермен евĕр çуртсем çĕкленеççĕ. Эпир пĕчĕк чухне пирĕн урамра икĕ çемьере кăна килти телефон пурччĕ. Машинăсене вара пÿрнепе шутласа кăларма та пулатчĕ. Халĕ кашни çыннăн аллинчех - мобильник. Пĕрре кăна та мар. Чылай килте икшер-виçшер машина. Ялтисем автобуспа çÿреме те пăрахрĕç, хулана такси тытса вĕçтереççĕ. Халăх куллен кăлпасси, канфет çисен те кăмăлсăр. Тем çитмест ăна ялан. Лайăх пурнăç иртĕхтерет тесе ахальтен каламан пуль çав.

Ĕç çук тенипе те килĕшес килмест. Пĕр фермера лайăх пĕлетĕп. Ачи аван, çĕр ĕçне юратать. Мăян айĕнче ларакан анасем чунне ыраттарнăранах унта тырпул, пахча çимĕç çитĕнтерме пуçларĕ. Çыннисене укçине те лайăх тÿлет, апатне те çитерет. Ан ÿркен кăна. Анчах та ун патне ĕçлеме çÿрекен çук. Кĕвĕçнипе, вăл лайăхрах пурăнса каясран хăранипе. Кутамкка çакса темиçе уйăхлăха пĕлмен хуçа патне шапаша каяççĕ, анчах та пĕр ял çынни патĕнче тар тăкма килĕшмеççĕ. Кунтах юлсан укçи те килет, çемйи те çумра пулать. Çук вĕт, фермер пуйса каясси хăратать.

Çынна хыткукарлăх пĕтерет. Çавна пула вăл хăй таврарисене те, тăванĕсене те, кÿршисене те асăрхами пулать. Укçа ĕçлесе илес - шухăшпа кăна пурăнакан çын - кичем. Ăна пурнăçра çав хутсăр пуçне урăх нимĕн те кăсăклантармасть. Шел те, халăх чунсăрланса пырать. Шупашкар районĕнчи пысăк пĕр ялта пулнăччĕ. Çурчĕсем тĕлĕнмелле чаплă, çыннисем лайăх пурăнаççĕ. Анчах çак ялта та, ун çывăхĕнче те клуб çук. Ишĕлсе анайман пĕр йывăç çурт ларатчĕ, вăл та пулин хупă. Культура çурчĕ те, шкул та пулмасан ял пĕтет. Майĕпен пурте хулана тараççĕ.

Ачасене те ытлашши ачашлама пуçларăмăр. Паян вĕсене вăрçма та, ĕçлеттерме те юрамасть-мĕн. Эпир шкул вăхăтĕнче çĕрулми ани çинче упаленнĕ кăна. Никама та нимĕн те пулман, пĕри те аманман.

Йăлтах хура сăрăпа витес мар-ха. Хула ачисем, 16-18 çулсенчи çамрăксем, чăвашла юрăсем итлени савăнтарать мана. Шкулта чăвашла вĕрентнин витĕмĕ те пур кунта. Ан тив, ан калаçчăр вĕсем, чи кирли - ăнланаççĕ. Ку чĕлхе апла вĕсене çывăх. Апла пĕтместпĕр эпир нихăçан та.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.