Архив - 3 Июн, 2016 - Хыпар
Тĕрекленĕç, сывлăха çирĕплетĕç
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта регионсен пуçлăхĕсем тата Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕсен ертÿçисем çул çитменнисен кăçалхи çуллахи канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Волгоградри “Химпром” пире кирлĕ-и?
Автотранспорт валли - компрессор станцийĕсем
ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов ертсе пынипе газпа ĕçлекен автотранспорт валли компрессор станцийĕсем тăвас ыйтăва пăхса тухнă. Канашлăва «Газпром газомоторное топливо» общество /Хусан/ филиалĕн директорĕн заместителĕ А.Карпов, Шупашкарти транспорт организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
— Автотранспорта çут çанталăк газĕпе йышлăрах ĕçлеттерессипе çыхăннă федераци программине республика хастар хутшăнать. Вăл — автомобиль транспортне аталантарма пулăшакан чи малтан пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри, — тенĕ В.Доброхотов.
Нумай ачаллисене - пулăшу
Патшалăх пулăшăвĕпе ăратлăх лайăхланать
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе республикăри ăратлăх енĕпе ĕçлекен "Чувашское" АУОра патшалăх ветслужба специалисчĕсен, зоотехник-селекционерсен канашлăвĕ иртнĕ.
Голштин ăратлă вăкăрпа чуптарнă ĕнен продуктивлăхĕ ÿсни, патшалăх пулăшăвĕ тĕллеве пурнăçлама пысăк витĕм кÿни çинчен калаçнă. "Чувашское" специалисчĕсен шухăшĕпе — республикăри ĕне кĕтĕвне йăлтах ăратлă вăкăрăн вăрлăхĕпе пĕтĕлентерсе çĕнетсен 2020 çул тĕлне хуçалăхсенче çулталăкри сăвăм кашни ĕне пуçне вăтамран — 7500 килограма, çупа белок хисепĕ 4 тата 3,2 процента çитмелле.
Хамăра тăрантарма пултаратпăр
Хăрушлăх пысăк
Ăмăртура - адвокатсем кăна
Çĕрĕн хуçи пур-и?
Чăваш Республикин Правительствин Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне йĕркелесе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă черетлĕ канашлăвĕнче çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн хутлăхри муниципалитет районĕсем тата хула округĕсем епле кĕтсе илессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Комисси членĕсене çакăн пирки Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова тата ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕç.
Тĕрлĕ тытăм кăтартăвĕ — хăйне май