Патшалăх пулăшăвĕпе ăратлăх лайăхланать

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе республикăри ăратлăх енĕпе ĕçлекен "Чувашское" АУОра патшалăх ветслужба специалисчĕсен, зоотехник-селекционерсен канашлăвĕ иртнĕ.

Голштин ăратлă вăкăрпа чуптарнă ĕнен продуктивлăхĕ ÿсни, патшалăх пулăшăвĕ тĕллеве пурнăçлама пысăк витĕм кÿни çинчен калаçнă. "Чувашское" специалисчĕсен шухăшĕпе — республикăри ĕне кĕтĕвне йăлтах ăратлă вăкăрăн вăрлăхĕпе пĕтĕлентерсе çĕнетсен 2020 çул тĕлне хуçалăхсенче çулталăкри сăвăм кашни ĕне пуçне вăтамран — 7500 килограма, çупа белок хисепĕ 4 тата 3,2 процента çитмелле.

— Ăратлăха лайăхлатса продуктивлăха ÿстересси выльăх ĕрчетекенсен тĕп тĕллевĕ шутланать. Унсăрăн сĕт тата аш-какай туса илессипе кăтартусене лайăхлатаймăпăр, — тенĕ министр.

Республикăри выльăх кĕтĕвĕн 27,8 проценчĕ — ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенче. Вĕсем мĕнпур сĕтĕн 35,5 процентне туса илеççĕ. Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсене ăратлă 192 выльăх сутнă.

Инвестици проекчĕсене пур-нăçлакансене — сĕт паракан выльăх валли объектсем тăвакансене патшалăх чи малтан пулăшать. Юлашки 5 çулта ăна пула сĕт суса илесси 17,9% ÿснĕ /2010 çулта кашни ĕнерен вăтамран — 4158, 2015 çулта 4905 килограмм сĕт сунă/. Паян республика хăйне вырăнта туса илнĕ сĕтпе йăлтах тивĕçтерет.

Субсидие пула ăратлă выльăх йышĕ кĕтÿре 23-рен /2010 ç./ 27,8% /2015ç./ çити хушăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.