Турăран та хăраман

Вăрă Елчĕкри чиркĕве кĕнĕ. Ăна тупса палăртма видеосăнав камери пулăшнă.

Преступлени иртнĕ шăматкун çĕрле пулнă. Ыркăмăллăх шучĕпе çынсенчен укçа пухма лартнă ещĕк çухални çинчен Елчĕк районĕн полицине чиркÿ настоятелĕ пĕлтернĕ. Каçхине вăл чиркÿ алăкне çăрапах питĕрсе хăварнă. Анчах вăрра çакă та чарайман — шала вăл кантăк ватса кĕнĕ.

Ĕç-пуçа тĕпченĕ май полици райцентрти талăкĕпех ĕçлекен лавккари видеосăнав камерине пăхнă. Таваршăн вак укçапа кăна тÿлекен çамрăк çынна асăрхаса сисчĕвленнĕ. Уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕпе участковăй ăна часах тытса чарнă. Ку тăрăхра лайăх паллаканскерех — маларах та судпа айăпланнă 29 çулти çамрăк. Вăл айăпне йышăннă. Килĕнче ухтару ирттернĕ май укçа та тупăннă — ăна тăкакласа пĕтереймен.

Турăран шикленменскерĕн халь судран хăрамалла ĕнтĕ — УК 158 статйипе явап тытма тивет.

Н.СТЕПАНОВ.

 

Н.СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.