Автотранспорт валли - компрессор станцийĕсем

3 Июн, 2016

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов ертсе пынипе газпа ĕçлекен автотранспорт валли компрессор станцийĕсем тăвас ыйтăва пăхса тухнă. Канашлăва «Газпром газомоторное топливо» общество /Хусан/ филиалĕн директорĕн заместителĕ А.Карпов, Шупашкарти транспорт организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

— Автотранспорта çут çанталăк газĕпе йышлăрах ĕçлеттерессипе çыхăннă федераци программине республика хастар хутшăнать. Вăл — автомобиль транспортне аталантарма пулăшакан чи малтан пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри, — тенĕ В.Доброхотов.

Тĕрлĕ шайри бюджетсем уйăрнă кĕмĕлпе 2013-2015 çулсенче 42 автобус туяннă. Пурте çут çанталăк газĕпе ĕçлеççĕ. Кăçал çавнашкал техника туянма республика хыснинче 21,5 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл «Чăвашавтотранс» ХУП валли 8 автобус илме çитет. Анчах автопарка пысăклатма компрессор станцийĕсем çукки ура хурать. Хальлĕхе тĕп хулара çеç пĕртен-пĕрре. Чăваш Ен «Газпром газомоторное топливо» ОООпа 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ план-графикпе килĕшÿллĕн 2016 çулта 6 станци хута яма палăртнă.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 330278 автотранспорта шута илнĕ. 29,5 пин тиев машининчен 11 пинĕшĕ /37,2%/ бензин вырăнне углеводорода кăмăллать. 211 автомобиль /0,6%/ метанпа усă курать. 7,2 пин автобусран 154-шĕ /2,14%/ — углеводородпа, 42-шĕ /0,6%/ метанпа ĕçлеççĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.