Хамăра тăрантарма пултаратпăр
Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — экономика аталанăвĕн министрĕпе Владимир Аврелькинпа тата Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тĕп хуламăрти суту-илÿ предприятийĕсене çитсе курнă.
Малтанах вĕсем "Николаевский" суту-илÿ комплексĕнче пулнă. Курттăммăн пахчаçимĕç туянас-сутасси 10-11 сехетчен хĕрÿ иртет. М.Игнатьев тавар ассортименчĕ пуян пулнине, продукци республикăри тĕрлĕ районтан, çавăн пекех Раççей регионĕсенчен, Беларуçпа Азербайджанран, Таджикистанпа Узбекистанран, Арменирен, ытти çĕртен те килнине пĕлнĕ. Хаксемпе паллашнă. Çĕрулми килограмĕ 8-10 тенкĕ тăрать, хăяр 40 тенке çывăх.
Вăрмар районĕнчи Валерий Васильев кашни çуркуннех Краснодар крайĕнчен пахчаçимĕç илсе килсе кунта 20 çул тупăшлă вырнаçтарать. Çулла-кĕркунне хăйĕн пахчинчине сутать. Унашкал усламçă республикăра сахал мар. ЧР Пуçлăхĕ пасарта республикăра туса илекен тавар чылай пулнине асăрханă. Туянакан куллен йышлă. Ытларах килсе çÿрĕччĕç — автобус маршрутне уçманни ура хурать. М.Игнатьев ыйтăва хула влаçне пăхса тухма хушнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ унтан Тĕп суту-илÿ комплексне /Гагарин урамĕ/ çитнĕ. Ял халăхĕ кунта кил хуçалăхĕнчи ытлашши продукцие — сĕт тата унран хатĕрленĕ юр-вар, аш-пăш, пахчаçимĕç ытти те — илсе пырать. Шупашкар районĕнчи Валерий Тихонов мăшăрĕпе тата ачисемпе теплицăра пахчаçимĕç калчи тата тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет, тупăш самаях илет. "Ку чухне лавккасен сечĕ вăйлă аталаннă пулин те пасарта суту-илÿ кирлех. Вĕсем паха та тин çеç хатĕрленĕ продукци, паян çеç татнă-пуçтарнă пахчаçимĕç туянма пултараççĕ", — тенĕ Михаил Васильевич. Халăхпа тĕл пулнă, ыйтусене хуравланă. Республикăри 346,4 пин çын кăçал социаллă пулăшупа усă курать. Çак тĕллевпе 6,8 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Общество автотранспорчĕ Тĕп пасар çывăхĕнче чарăнакан вырăна квас цистернине мелсĕр вырнаçтарни, çавна пула пассажирсем çул айккипе пăрăнса утни М.Игнатьева килĕшмен. "Общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче çынсене мĕншĕн хăрушсăрлăхпа тивĕçтерместĕр?" — ыйтнă Леонид Черкесовран. Хула ертÿçине йĕрке тума хушнă.
Сурăх какайĕпе — Муркаш, Комсомольски, Красноармейски, Шупашкар районĕсем, ĕне ашĕпе ытти район çыннисем тивĕçтереççĕ. Пасара сысна какайĕн виççĕмĕш пайĕ Çĕрпÿ тăрăхĕнчен килет. Ăна çавăн пекех Звениговăран, Тамбовпа Воронежран та кÿрсе тăраççĕ. Пĕтĕм аш-пăша ветеринари-санитари лабораторийĕнче тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
Мари тата Чăваш республикисем туса илекен чăх ашне сутакан Вера Волкова Михаил Игнатьевран хăйĕн бизнесне ăнăçтарма мĕнле сĕнÿ пама пултарнипе кăсăкланнă. Михаил Васильевич халăха çывăхарах пулăр, суту-илÿ йĕркелемешкĕн автомашинăпа час-часах çула тухăр тенĕ.
Республика Пуçлăхĕ Вăрнар аш-какай комбиначĕн "Санар" лавккинче пулнă. Лидия Рогальская ĕç тăвакан директор вырăнти тавар 70 процент ытла сутăннине пĕлтернĕ. Хула çыннисем М.Игнатьева кунта хăйсене килĕшнине, аш-пăш туянма час-часах çÿренине хыпарланă.
Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа халăх ял хуçалăх продукцине хапăл йышăннине палăртнă. "Чăваш ĕçлеме юратать, хăйне тăрантарма пултарать", — тенĕ.
Григорий ВАСИЛЬЕВ