Комментировать

3 Июн, 2016

Хăрушлăх пысăк

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев ертсе пынипе иртнĕ ведомствăсен пĕрлехи селектор канашлăвне хутшăннă.

Канашлура наркотиксен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Сергей Зайцев РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн федерацин наркотĕрĕслев тата миграци службисене пĕтернине, çавна май наркотиксемпе кĕрешес ĕçе хăй еккипе яма юраманнине палăртнă. Юлашки вăхăтра наркăмăшлă хутăшсене Интернетра пропагандăласси вăй илнĕ. Прокуратура органĕсем наркотик суту-илĕвĕпе аппаланакан 9 пин ытла сайта тупса палăртнă. Атăлçи округĕнче наркотиксемпе усă куракан çул çитмен çамрăксен шучĕ ÿссе пырать.

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕн заместителĕ Алексей Сухов та ыйту çивĕчлĕхне палăртнă. Ун шучĕпе, наркотиксемпе çыхăннă преступленисем çĕршывăн экономика никĕсне аркатас хăрушлăх пысăк.

Чăваш Ене илес -тĕк — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрре кăна мар палăртнă: профилактика ĕçне анлăн пурнăçланă май кăçалхи 4 уйăхра республика территорийĕнче асăннă йышши преступленисем 17,2% чакнă. 84 преступление уçса панă. Çав шутра 68% наркотик, психотроплă хутăшсем сутнипе çыхăннă.

Д.ВОЛКОВ.

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.