Комментировать

3 Июн, 2016

Çĕрĕн хуçи пур-и?

Чăваш Республикин Правительствин Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне йĕркелесе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă черетлĕ канашлăвĕнче çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн хутлăхри муниципалитет районĕсем тата хула округĕсем епле кĕтсе илессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Комисси членĕсене çакăн пирки Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова тата ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕç.

Тĕрлĕ тытăм кăтартăвĕ — хăйне май

Эльвира Геннадьевна палăртнă тăрăх — çырав объекчĕсен шутне кăçалхи çу уйăхĕ пуçланнă тĕле республикăри ял хуçалăхĕн 436 организацине /ял хуçалăхĕпе çыхăнман тытăмсен хушма хуçалăхĕсемпе пĕрле/, фермерсен 3674 пĕрлĕхне /вĕсен йышĕнче — уйрăм предпринимательсем те/, ялта пурăнакансен 238,7 пин харпăр хăй хуçалăхне, хулари граждансен 8709 хуçалăхне, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвне тата вĕсенчи 9780 лаптăка кĕртнĕ.

Мероприятисемпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курнине палăртас тĕллевпе кăçал курăмлă ĕçленĕ. Хупăннă организацисен тата фермер хуçалăхĕсен пысăк пайĕн лаптăкĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва паянхи кун тĕлне уçăмлатнă. Çавăн пекех граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсенчи, ял тăрăхĕсенчи харпăр хăй хушма хуçалăхĕсенче хуçасăр юлнă лаптăксен ыйтăвне тишкернĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене валеçмелли фондсене çирĕплетнĕ.

Правительство комиссийĕн малтанхи ларăвĕн йышăнăвĕ тăрăх — район администрацийĕсен ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе усă курса тавар туса кăларакансем пирки ял хутлăхĕсем тăрăх тĕрĕслесе çирĕплетнĕ информацие кăçалхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне çитермелле пулнă. Шел те, çакна Патăрьелсем пурнăçламан-ха.

Район администрацийĕсен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн валеçмелли тĕрлĕ шайри фондра 53 пин ытла гектар çĕр çирĕплетни паллă. Росстат методологийĕ тăрăх — муниципалитет йĕркеленĕвĕсем респондент шутланмаççĕ тата çырава хутшăнмаççĕ. Апла-тăк валеçмелли фондри çĕре, усă куракансене салатса паманскере, хăй тĕллĕнех усă курманнисен шутне кĕртеççĕ.

Росреестр кăтартăвĕсем тăрăх — кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра акакан çĕрсен лаптăкĕ 807,5 пин гектарпа танлашнă. Муниципалитет районĕсен администрацийĕсем пĕлтернипе тата çырав объекчĕсен списокĕпе вара — чылай сахалрах.

«2015 çулта акса-лартса хăварнă тата «канакан» уйсен лаптăксем пирки информаци пуррине тĕпе хурса усă курманни 202 пин гектартан /2006 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕпе — 170 пине яхăн/ кая мар. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен пурин те кăçалхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕччен 2016 çулта акса-лартса хăварнă лаптăк çинчен статистикăн малтанхи отче тне памалла. Район администрацийĕсен тивĕçлĕ подразделенийĕсем респондентсенчен ку енĕпе çирĕпрех ыйтасса шанатăп», — палăртрĕ Чăвашстат ертÿçи.

Сирĕн пата çыравçă васкать…

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ йĕркеллĕ иртесси иккĕлентермест. Чăвашстат ку енĕпе пухнă опыт чăннипех пуян. Унăн специалисчĕсем хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Халĕ те авă пурлăхпа техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ: çырав листокĕсем, экипировка паллисем, канцеляри таварĕ, сканерсем, планшетлă компьютерсем çителĕклех. Шел те, кăткăс техника тем пек хăватлă пулсан та хăй тĕллĕн нимех те тăваймасть. Ăна ăстасем ĕçлеттереççĕ. Çыравра вĕсен пуçарулăхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăрăва пурнăç чăнлăхĕпе килĕшÿллĕн уçăмлатса панă хурав илмешкĕн респондентсемпе калаçма пĕлмелле, вĕсен чунне уçма пултармалла. Урăхла каласан, çыравçăсен çаврăнăçулăхĕ пĕлтерĕшлĕ.

Эльвира Максимова çирĕплетнĕ тăрăх — ял хуçалăх çыравне ирттермешкĕн кăçал 765 çынна вăхăтлăх йышăнаççĕ, 658-шĕ /563 çыравçă тата 95 инструктор/ мероприятие тÿрремĕнех хутшăнать. Персонала вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле суйласа илнĕ. Çыравçăсен 94 проценчĕ — хĕрарăмсем, чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ. Вĕсен çурри 2006 çулхи ял хуçалăх çыравне хутшăннă.

Росстат сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн çырав ĕçченĕсен резервне тумалла, ку хисеп йышăн 10 проценчĕпе танлашмалла. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: çын чирлеме, пăрахса кайма пултарать тата ытти те. Республикипе илсен резервра тăракансен хисепĕ палăртнинчен нумайрах, анчах муниципалитетсенче /Шупашкар хулисĕр, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Муркаш районĕсемсĕр пуçне/ вĕсене кирлĕ чухлĕ йышăнман.

Унсăр пуçне çырава ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем хутшăнни пăтăрмах патне илсе пыма тата коррупциллĕ теветкеллĕх кăларса тăратма пултарать. Кун пек чухне специалист тĕп вырăнта пурнăçлакан тивĕçсене тĕпе хурса кашни тĕслĕхе уйрăммăн тата муниципалитет комиссийĕсенче пăхса тухмалла.

Тĕп персонала кăна мар, резервра шутланакансене те вĕрентмеллине /вĕсене çырав ирттермелли йĕркепе паллаштараççĕ, документсем хатĕрлеме, планшетлă компьютерсемпе усă курма хăнăхтараççĕ тата ытти/ шута илсе Эльвира Максимова район администрацийĕсене персонала суйласа илнĕ е улăштарнă чухне пулăшма тата вĕсене вĕрентмешкĕн пÿлĕмсемпе тивĕçтерме ыйтрĕ.

Валентина СМИРНОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.