Архив - Фев 2016 - Хыпар
февраль 11th
Путин пек пуласчĕ!
«Хумлă Атăл» чуна хумхантарать
Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Михаил Мерченĕн «Хумлă Атăл» /тиражĕ - 1000 экземпляр, редакторĕ - М.З. Захаров, ÿнерçи - М.Д. Давлятшин/ романĕ пичетленсе тухрĕ. Ку авторăн саккăрмĕш кăларăмĕ. Кашни çĕнĕ кĕнеке кун çути курни - çурхи ăшă кун ирхи тĕтре витĕр ем-ешĕл улăхра тата тепĕр чечек шăтса тухнипе пĕрех.
Амăшĕпе ывăлĕсем
Вырăс хĕрарăмĕ Епистиния Федоровна Степанова хăй пурнăçĕнче чылай хура-шур курнă. Унăн тăхăр ывăлĕ вăрçăра вилнĕ.
Краснодар тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Кубаньре хур-кăвакал кĕтĕвне кĕтнĕ. Çĕр ĕçĕнчен те ютшăнман. Пулас мăшăрĕпе, Михаил Николаевичпа, хăйне çураçма килсен çеç паллашнă.
Чĕрен иккĕмĕш çуррине мĕнле тупмалла?
Философ панулмие алла илчĕ, ăна çавăркаласа пăха-пăха тарăн шухăшлăн калаçма пуçларĕ:
- Çынсем хăйсен чĕрисем панулми евĕр тесе шухăшлаççĕ.
- Мĕнле майпа? - кăсăк-ланчĕ Вĕренекен.
- Тĕрĕсрех каласан, панулми çурри пек, - тÿрлетрĕ Философ. - Ак çапларах, - Вăл панулмие икке пайларĕ те сĕтел çине хучĕ.
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 5 /854/ №, 11.02.2016
Калчана лайăх çутă кирлĕ
Çуркунне иртерех пахчана куçарса лартмалли тата çимĕç париччен вăрах аталанакан ÿсен-тăран вăрлăхне нарăс вĕçĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех калча тума акатпăр. Акнă вăрлăх шăтнă хыççăн лайăхрах аталанма çутă кирлĕ. Анчах нарăс уйăхĕнче кун тăршшĕ вăрăмах мар. Эппин, ÿсен-тăрана çутă çитмест. Кун пек чухне калча имшер ÿсет, çутă енне туртăнса вăрăмланса каять.
ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне/
Халăх сăнанинчен
- Нарăс уйăхĕ типĕ те сивĕ - çурла уйăхĕ шăрăх пулать.
- Çил-тăман хыççăн кĕрт хĕррисем авăнса тăраççĕ - тыр-пул лайăх пулать.
- Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне çанталăк вăйлă сивĕтсессĕн çулла шăрăх пулать.
- Трихван кунĕ /14.02/ çĕрле çăлтăрсем вăйлă çиçеççĕ - çуркунне кая юлса килет. Çак кун хĕрсем ырă та сумлă, пуян каччă тĕлне пулма ыйтса Турра кĕл тунă.
- 15-мĕшĕ тĕлне çанталăк ăшăтсан çуркунне ир килет, сивĕ пулсан - çуркунне хăвăрт килмĕ.
Сельдерей акар-и?
Сельдерей - хăйнеевĕрлĕ тутăллă, шăршăллă, этем организмĕшĕн усăллă пахчаçимĕç. Унăн виçĕ тĕсне палăртмалла: тымар çимĕç, ешĕл çимĕç тата сĕтеклĕ туна.
Сельдерее пулса çитмешкĕн вăхăт нумай кирлĕ. Çавна май унăн тымарне çулла пысăкрах çитĕнтерес тесен ăна пахчана калчаран çитĕнтерсе лартмалла. Вăрлăха нарăс уйăхĕнчех акни лайăх тухăç илме май парать. Шултра, лайăх тымар çимĕç хĕлĕпех выртать, усăллă витаминсем те лайăх упранаççĕ.
Страницы
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 15
- 16
- 17
- 18
- 19
- 20
- 21
- 22
- 23
- …
- следующая ›
- последняя »