Хĕллехи пăрушкана пăхасси

Ĕне усраканшăн сĕт суса илнипе пĕрлех сывă та тĕреклĕ пăрушка алла илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пăру сывă пулсан хăвăрт çитĕнет, апата аван çиет, унран лайăх ĕне пулать.

Кĕрхи тата хĕллехи пăрусем сывăрах пулнине палăртаççĕ выльăх усракансем. Кĕтÿре çÿрекен пĕтĕ выльăх çуллахи вăхăтра организма кирлĕ апатпа тивĕçтерме пултарнипе çыхăннă çакă.

Пăруличчен ĕне тăракан витене лайăх тасатмалла, таса улăм е резина кавир сармалла. Ăнăçлă пулсан ĕне 30-40 минутра пăрулать. Çак тапхăрта пăру тухаймарĕ-тĕк ăна пулăшмалла: пăру пуçĕпе малти уринчен таса канрапа е тесьмапа туртмалла.

Пăру кутăн тухать пулсан ăна кайри урисенчен тытса ĕне мĕкĕрленнĕ вăхăтра туртмалла. Пăрун кăвапине 10-15 см хăварса касмалла, кăвапа вĕçĕнчи юна пусса кăлармалла та йодпа сĕрмелле. Пăру сăмсине, пуçне йăлмакаран тасатмалла, çулламашкăн амăшне памалла.

Ĕне пăрушне çуллаймасть-тăк ăна таса алшăллипе шăлса типĕтмелле. Пăру тăракан вырăнта ?12 градусран кая мар пулмалла. Тÿрех амăшĕнчен уйăрмасан та юрать. Малтанхи кунсенче амăшĕпе тăнă пăрусем çирĕпрех пулаççĕ.

Малтанхи 3-5 кунра пăру апачĕ - ĕне сĕчĕ. Ăна амăшĕн чĕччине ĕмĕртсе е савăтран ĕмкĕчпе çитерме пулать. Чи малтанхи, 1-2 сехет хушшинчи, сĕт пăрушăн уйрăмах лайăх.

Пăруланă хыççăнах амăшĕн сĕтĕнче пăрушăн усăллă вещество питĕ нумай. Вĕсем пăрушкан иммунитетне çирĕплетеççĕ, вар-хырăмне ĕçлеттерсе яма пулăшаççĕ.

Амăшĕпе пĕрле тăратсассăн пăру кирлĕ чухлĕ сĕт ĕмсе илнине сăнамалла. Ĕмкĕчпе ĕмĕртнĕ чухне ĕмкĕч шăтăкне сĕре пысăк тума кирлĕ мар. Пĕчĕкрех шăтăкран пыракан сĕт пăру хырăмлăхне ĕçлеттерме аванрах. Малтанхи вăхăтра пăрушкана 4-5 хут çитермелле.

Вунă кунран сĕте маннă пăтти хушса пама юрать - 3 литр сĕте 4 кашăк пăтă. Шыв ĕçтермелле. Виçĕ эрнерен пăрăва çемçе утă, купăста лайăх тураса пама пуçламалла. Пăрăва сивĕ сĕт ĕçтерни сиенлĕ. Маларах сунă сĕте ăшăтмалла. Пăрушка тăракан пÿлмене таса тытмалла, ай сарăмĕ типĕ пулмалла.

Çамрăк выльăх валли усă куракан савăт-сапана питĕ таса тытмалла. Çитернĕ хыççăн кашнинчех çуса хумалла.

Пăрăва утă шывĕ парсан лайăх. Ăна пĕр эрнеренех пама юрать. Вĕтетнĕ пĕр ывăç утăна савăта хумалла, 5 литр вĕрекен шыв ямалла та хупласа 4-6 сехет тытмалла. Утă шывне пĕр кунлăх çеç хатĕрлемелле, пăрăва париччен ăшăтмалла. Тепĕр куна юлнă пулсан çак шыва амăшне памалла.

Витене таса тытсан, апат çитермелли йĕркене пăхăнсан пăрушка чирлемест, хăвăрт çитĕнет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.