Чĕрен иккĕмĕш çуррине мĕнле тупмалла?
Философ панулмие алла илчĕ, ăна çавăркаласа пăха-пăха тарăн шухăшлăн калаçма пуçларĕ:
- Çынсем хăйсен чĕрисем панулми евĕр тесе шухăшлаççĕ.
- Мĕнле майпа? - кăсăк-ланчĕ Вĕренекен.
- Тĕрĕсрех каласан, панулми çурри пек, - тÿрлетрĕ Философ. - Ак çапларах, - Вăл панулмие икке пайларĕ те сĕтел çине хучĕ.
- Кашни çыннăнах пур енĕпе те килĕшсе тăракан мăшăрĕ пуррине ĕненеççĕ вĕсем. Турă чунсене çĕр çине яриччен икке пайлать имĕш - хĕрача тата арçын ача. Панулми пек. Çапла вара çуршар чĕресем пĕр-пĕрне шыраса çÿреççĕ. Тупаяççĕ-и? Мĕнле куратăн эсĕ çакна? Кунашкал тĕлпулу пирки мĕн шухăшлатăн? Çĕр çинче мĕн чухлĕ çын, пĕлетĕн-и?
- Нумай.
- Çапла çав. Унсăр пуçне, ну тупĕç вĕсем пĕр-пĕрне. Малалла вара мĕн? Пĕр панулми пек пулса ăнланура пурăнĕç-ши?
- Çапла. Ун пек мар-и вара? - тĕлĕнчĕ Вĕренекен.
- Çук, ун пек мар.
Вĕрентекен аллисене çуршар панулми тытрĕ те куç умне çывхартрĕ.
- Акă икĕ çĕнĕ чун тĕнчене килет. Тĕнче вара этем чунĕсемпе мĕн тăвать?
Философ панулмин пĕр çуррине шатăртаттарса çыртса илчĕ.
- Тĕнче, - тулли çăварпа малалла калаçрĕ вăл, - чĕмсĕр мар. Хаяр та вăл. Пĕтĕмпех хăйне кирлĕ пек вĕтетме пултарать. Çырта-çырта илет е ачасене валли хатĕрленĕ нимĕр пек туса хурать. - Панулмин тепĕр çуррине те çыртса илчĕ.
Вĕренекен икĕ çыртăк çине пăхрĕ те вĕчĕрхенме пуçларĕ.
- Акă, - савăнăçлăн пĕлтерчĕ Философ, - вĕсем тĕл пулаççĕ!
Вăл çыртса илнĕ татăксене пĕрлештерчĕ.
- Вара мĕн, пĕр-пĕринпе килĕшсе тăраççĕ-и? Çук!!!
- Халĕ вара кунталла пăх, - терĕ те Вĕрентекен каллех темиçе панулми тытрĕ. - Кашнине икке пайлатпăр. Тĕрлĕрен панулмин çуррисене пĕрле хуратпăр та мĕн куратпăр?
- Вĕсем килĕшÿсĕр, - хуравлать Вĕренекен.
- Малалла пăх, - терĕ те Философ икĕ тĕрлĕ татăка пĕрле тытса икĕ енчен çыртрĕ. - Халĕ вара мĕн куратпăр? Вĕсенчен мăшăр пулаять-и?
- Çапла, - шухăшлăн пуçне сĕлтрĕ Вĕренекен. - Халĕ йĕркеллех.
- Мĕншĕн тесен тĕнче вĕсене пĕчченшер мар, пĕрле çыртса илнĕ!
Юратакан çынсем пĕр тулли пай пулса тăраççĕ те пурнăçăн кашни саманчĕпе пĕрле савăнаççĕ, шăпа ура хунине пĕрле тÿссе ирттереççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма вĕренеççĕ, хавхалантараççĕ, ăнăçу патне тĕртеççĕ.
Вăхăт иртнĕ май вара хăш-пĕр мăшăр пĕр-пĕрин хăнăхăвне вĕренет, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пĕрешкел пулать.
Пирĕнпе пур енчен те килĕшекен чĕрен иккĕмĕш çурри тупăнасса кĕтсе пурăнмалла мар, хамăрăн çапла пулма тăрăшмалла. Ку вăл - питĕ чăкăлташ ĕç.