Калчана лайăх çутă кирлĕ
Çуркунне иртерех пахчана куçарса лартмалли тата çимĕç париччен вăрах аталанакан ÿсен-тăран вăрлăхне нарăс вĕçĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех калча тума акатпăр. Акнă вăрлăх шăтнă хыççăн лайăхрах аталанма çутă кирлĕ. Анчах нарăс уйăхĕнче кун тăршшĕ вăрăмах мар. Эппин, ÿсен-тăрана çутă çитмест. Кун пек чухне калча имшер ÿсет, çутă енне туртăнса вăрăмланса каять.
Лампа пулăшăвĕпе çутă вăхăтне тăсни кантăк янаххи çинчи пурнăçа тĕлĕнмелле витĕм кÿрет. Çутă çителĕклĕ пулнипе калча парка та çирĕп çитĕнет, çÿлелле тăсăлса каймасть. Пахчана куçарса лартма хăвăртрах хатĕр пулать, çĕнĕ çĕре лартнă хыççăн лайăх аталанса каять. Анчах калчана çутăпа тĕрĕс çутатма пĕлмелле.
«Лампа çутатăн та - пулчĕ» тени кунта вырăнсăр. Ÿсен-тăран илекен хĕвел пайăркин спектрĕ лампа çутинчен чылай урăхларах иккен. Хĕвел пайăркин çутă спектрĕ питĕ пуян: хĕрлĕ, шурă, сарă, ультрафиолет т.ыт. те. Этем усă куракан лампăсен çутин спектрĕ ансăртарах.
- Ахаль лампочка /лампа накаливания/ сарă, хĕрлĕ-сарă спектрлă çутă. Вăл ÿсен-тăраншăн усăллă мар иккен. Ун пек пайăркаллă çутăна йывăç-курăк йышăнаймасть.
- Люминесцент лампа - тулли спектрлă лампа, ÿсен-тăраншăн усăллă. Кунашкал лампăна чÿрече çумне çирĕплетесси çеç кăткăсрах, тĕрлĕ çĕре çăмăллăнах куçарма çук. Ăна тулли комплектпа туянмалла, мĕнле ĕçе кĕртмеллине лайăх тĕпчемелле. Люминесцент лампăна калчаран е чечек-курăкран 20-25 см çÿлерех çакмалла.
- Светодиодлă светильник - калчашăн чи пахи. Вăл электроэнергие сахал пĕтерет, вĕриленсе каймасть, калча çумнех лартса хума пулать. Светодиодлă лампăн кăвак тата хĕрлĕ çутисем ÿсен-тăраншăн уйрăмах лайăх. Тин шăтнă калчана фотосинтез валли хĕрлĕ çутă кирлĕ. Кăвак çутă вара ÿсен-тăрана ÿсме, клеткăсене пайланма пулăшать. Лампăна çап-çамрăк калча çийĕнех вырнаçтармалла.
Лампă çутнă майăн ÿсен-тăран çийĕн кунĕн-çĕрĕн çутă тăратма, çутă-тĕттĕм вăхăта пĕрмаях арпаштарма юраманнине пĕлмелле. Хушма çутă вăхăтне йĕркелеме лампăна таймерпа çыхăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Палăртнă вăхăтра светильник хăех çутăлтăр та, сÿнтĕр те.
Кун çути калчана 12 сехетрен ытларах лекет пулсассăн хушма çутă ÿсен-тăраншăн кирлех мар. Анчах, маларах асăнтăмăр, нарăсра кун вăрăмăшĕ кĕскерех, тата çанталăк ăмăр, çил-тăманлă тăрать. Кун пек чухне кантăк витĕр çутă çителĕклĕ кĕреймест.
Тĕрлĕ курăкăн çутă сисĕмлĕхĕ тĕрлĕрен. Пирĕн пахчасенчи çимĕç паракан культурăсене çутă ытларах кирлĕ. Хăшпĕр ÿсен-тăран вара янкăр çутта юратмасть.
Кăнтăр енчи чÿречесене, çурçĕр, хĕвеланăç енчисемпе танлаштарсан, хĕвел çути ытларах ÿкет. Тĕксĕмрех çĕрте хушма çутăна ытларах вăхăт тытмалла. Пÿлĕм енчи калчана та кантăк çумĕнчи калчаран сахалрах çутă лекет. Çакна пÿлĕм енчен фольга е тĕкĕр, е шурă картун хута ещĕкрен е ятарлă кашта çумне çирĕплетсе тума пулать. Кун пек чухне чÿречерен кĕрекен çутă фольга çине ÿксе хăйĕн çывăхĕнчи калчана çутатать.
Светодиодлă ансат лампăна килтех хатĕрлеме пулать. Светодиодлă авăнакан лента туянмалла та пĕр-пĕр çÿхе хăма е урăх конструкци çине çирĕплетмелле. Шурă светодиодлă лампă пăрăç калчи, чечексем валли лайăх.
Калчана кăвак тата хĕрлĕ свтодиодсемпе çутатни уйрăмах аван. Икĕ тĕслĕ çутатакан лампа хатĕрлеме хĕрлĕ светодиодлă лента тата кăвак светодиодлă лента, энерги парса тăракан блок кирлĕ. Лентăсене çирĕплетмелли панель пысăкăшне калча çитĕнтермелли лаптăка кура хатĕрлемелле.
Хамăр алăпа ăсталанă светодиодлă çутатмалли хатĕре тÿрех 220 вольтлă сетьрен çутмалла тума юрамасть. Напряжение 12 вольт /хăшпĕр чух 24/ çеç яракан ятарлă блок-трансформатор туянмалла. Светодиодсем валли хатĕрленĕ стабилизаторлă ятарлă драйвер пулсан лайăх. Драйвер напряжени вăйлăрах пуласран тата ытти кăлтăксенчен сыхлать.
Светодиодлă лампа тумалли йĕрке. Светодиодсем çирĕплетмелли япалана /алюмини профиль пулсан аван/ тасататпăр. Лентăна пĕчĕк татăксем çине пайласа касатпăр. 4 хĕрлĕ, 2 кăвак светодиодлă лента татăкĕсене черетлентерсе профиль çумне çирĕплететпĕр, вĕсене проводапа паяльникпа çыхăнтаратпăр.
Лентăсене çыпăçтарнă чухне те, авнă чухне те светодиодсем патне пыракан ток çулне пăсасран тимлĕ пулмалла.
Хатĕр панеле чÿрече хашакĕ çумне çирĕплетмелле е тăратмалли урасем тумалла, ун айне калча ещĕкĕсене лартмалла.
Эльвира ИВАНОВА.
Комментари хушас