Путин пек пуласчĕ!
- Пурнăçра туслăх - чи пĕлтерĕшли. Юлташ нумай пулни питĕ аван. Хамăрăн та чăн-чăн тус пулма пĕлмелле. Çавăнпа яланах савăнăçлă, тăрăшуллă, çивĕч ăс-тăнлă пулмалла, - тет йăл кулăпа çиçекен Владислав Михайлов.
Нихăçан та, нимĕншĕн те кулянма пĕлмен ача пекех курăнать вăл, хаваслă та хăюллăскер. Çавăнпа ăна пĕрре те тунсăхласа ларнине курмăн.
Саккăрмĕш класра «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенскер географипе истори предмечĕсене ытларах кăмăлланине палăртрĕ. Район олимпиадисенчи çитĕнĕвĕсем те аван: географипе - 2-мĕш, историпе 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.
- Географи урокĕнче çĕннине нумай пĕлетĕн. Тĕслĕхрен, манăн Австралие çитсе курас, унти чĕрчунсене тĕл пулас килет. Ку предмет кăсăкланăва тата ытларах ÿстерет. Геннадий Николаевич Никандров вĕрентекен кашни урока интереслĕ ирттерет, çакă та илĕртет пуль мана, - чунне уçать Владик.
Çавăн пекех физкультура урокне питĕ юратать вăл. Чăн та, çакăн пек хастар та çаврăнăçуллă ача спортпа туслă пулнинче ним иккĕленме те кирлĕ мар. Футболла, волейболла тата баскетболла выляс тесен ăна нимĕнпе те тытса чараймăн, мечĕк пар кăна.
Шкул вулавăшне те тăтăшах çÿрет маттур арçын ача. Кунта ăна сăвă кĕнекисем ытларах илĕртеççĕ. А.Пушкин, М.Лермонтов, С.Есенин сăввисене пĕр вулама пуçласан лирика тĕнчине кĕрсех каять тейĕн.
- Манăн Путин пек пулас килет, - терĕ Владислав ĕмĕт-шухăшĕпе паллаштарнă май. - Мĕншĕн тесен вăл питĕ ăслă, вăйлă тата шÿтлеме те пĕлет.
«Тантăш» вулаканĕсене вара Владик лайăх вĕренме, яланах туслă пурăнма сунать.