Сельдерей акар-и?

11 Нарăс, 2016

Сельдерей - хăйнеевĕрлĕ тутăллă, шăршăллă, этем организмĕшĕн усăллă пахчаçимĕç. Унăн виçĕ тĕсне палăртмалла: тымар çимĕç, ешĕл çимĕç тата сĕтеклĕ туна.

Сельдерее пулса çитмешкĕн вăхăт нумай кирлĕ. Çавна май унăн тымарне çулла пысăкрах çитĕнтерес тесен ăна пахчана калчаран çитĕнтерсе лартмалла. Вăрлăха нарăс уйăхĕнчех акни лайăх тухăç илме май парать. Шултра, лайăх тымар çимĕç хĕлĕпех выртать, усăллă витаминсем те лайăх упранаççĕ.

Тымарлăх сельдерей сорчĕ чылай. Пирĕн тăрăхра Юдинка, Егор, Корневой, Грибовский сортсем лайăх çитĕнеççĕ. Сельдерейĕн ÿссе пулса çитес вăхăчĕ 180-200 кун.

Тăпрана акиччен вăрлăха виçĕ кунлăха шÿтерме лартаççĕ. Вăрлăха марльăпа çыхса лĕп е пÿлĕм температуриллĕ шыва стакана хуратпăр. Шыва кунне икĕ хут улăштармалла. Унтан шÿсе мăнтăрланнă вăрлăха нÿрĕк салфетка е марля татки çине çÿхен сармалла, ăшă пÿлĕмре тытмалла. Вăрă сăмсалансан калча ÿстермелли савăта акмалла. Тăпра хутăшĕ помидор е баклажан валли пекех пулмалла. Пахчари тăпрана лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла та савăта тултармалла. 5 см хушăпа йĕрсем туса 0,5 см тарăнăшне акмалла. Çамрăк калчана икĕ вăрă çулçи тухсанах сайралатмалла, пĕр-пĕринчен 3-4 см хăвармалла. Калчана уйрăм савăтсене 2-3 чăн çулçă тухсан - акнăранпа 40 куна яхăн иртсен - куçарса лартмалла. Тÿрех уйрăм стакансем çине те акма юрать. Кун пек чухне куçарса лартас ĕç пулмасть.

Калчана йăран çине куçарса лартиччен 1-2 хутчен минераллă удобренипе апатлантармалла. 1-мĕш хут - 2-3 чăн çулçă тухсассăн, 2-мĕш хут - пахчана куçариччен пĕр эрне маларах.

75-80 кунтан калчана пахчана лартмалла. Çак вăхăт тĕлне сельдерей 5-6 çулçăллă, тымарĕ лайăх аталанать, 12-15 см çÿллĕш. Пĕр тăваткал метра 6-8 сельдерей лартмалла. Çуркуннехи сивĕсенчен парниксене валли хатĕрленĕ хÿтлĕх материалĕпе витмелле, унсăрăн сельдерей тунана каять, тымарĕ ÿсеймест.

Çак ÿсен-тăрана кали нумай кирлĕ, азотпа тислĕк ытларах лексен вăйлă çеçкеленме пуçлать, чир-чĕрпе сиенленет.

Тымарлă сельдерее авăн уйăхĕн вĕçĕнче - юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче, çĕр шăнтиччен кăлармалла. Тымар çимĕç шăнсассăн лайăх упранаймасть. Кăларнă çимĕçĕн çеçкине касмалла /ăна типĕтсе е морозильнике шăнтса хума юрать/. Вĕтĕ тымарне 1-2 см хăварса касмалла.

Тымар çимĕçе ?1... ?3 градус ăшăра полиэтилен хутаçсенче упрамалла. Хутаçсене тачă çыхма юрамасть, çурма уçă тытмалла. Кун пек чухне тымар çимĕç ытлашши типсе те каймасть, нÿрĕкпе пăнтăхмасть те. Ăшăрах çĕрте упрасассăн сельдерей çулçă кăларма пикенет, тымар шанать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.