Архив - 24 Ноя, 2016 - Хыпар

24 Ноя, 2016

"Хресчен сасси" 46 /2633/ №. 24.11.2016

Хуçине кура хуçалăхĕ «Трудовик» агрофирма ертӳçи Сергей Иванович Ярчеев çине тăнипе лару-тăру улшăнма тытăнни сисĕнет.

Çын тĕллевсĕр пурăнмасть ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи вырма кăтартăвĕсем тата малашнехи плансем пирки канашлу ирттерчĕ.

Сак тулли телей Ултă ачаллă çемьере туслăха мĕн пĕчĕкрен туйса çитĕнеççĕ.

Вăрман ăна сиплет Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Иван Владимирович Суркова профессиллĕ вăрманçă тееймĕн, анчах вăл вăл кашни йывăçа чунĕпе туять.

24 Ноя, 2016

Хуçине кура хуçалăхĕ

Ялтан пилĕк çухрăмра, вăрманпа юнашар вырнаçнă ĕне выльăх ферми. 80-мĕш çулсенче кĕрлесе тăнăскер çĕршыври пăтрашуллă тапхăрта витесем пушаннă, хуçасăр пурлăх арканнă. Юлашки вăхăтра «Трудовик» агрофирма ертӳçи Сергей Иванович Ярчеев çине тăнипе лару-тăру улшăнма тытăнни сисĕнет. Территоринче тинех выльăх-чĕрлĕх, техника сасси хуçаланать. Хальлĕхе 350 ылта ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 70 пуç.

24 Ноя, 2016

Çын тĕллевсĕр пурăнмасть

Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи вырма кăтартăвĕсем тата малашнехи плансем пирки канашлу ирттерчĕ. Ăна ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков ертсе пычĕ. Канашлăва ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен тата республикăри хуçалăхсен ертӳçисем, агрономсем хутшăнчĕç.

Сахăр кăшманĕ, соя...

24 Ноя, 2016

Сак тулли телей

"Çунашкапа вăрах ярăнаймарăмăр. Ларкăч çинчи хăма вырăнтан тухса ӳкрĕ", — пĕр-пĕрне пӳлсе амăшне пĕлтерме васкарĕç икĕ ывăлĕпе хĕрĕ. Пиччĕшĕсем хăйне ярăнтарайманшăн Дарина самаях кăмăлсарланнă. Ара, ача-пăчан шур юр çинче ытларах выляс килет мар-и?

24 Ноя, 2016

Вăрман ăна сиплет

Йывăç çуртра сывлăш вăрманти пек уçă та таса. Сарлака, чутласа якатнă стена пĕренисенче хыр пурнăçĕ витĕр палăрать. Вĕсене сăрласа илемлĕ тĕс панăн туйăнать. Çук иккен, нимĕнле киçтĕкпе те тĕкĕнмен. Вăрмана лайăх пĕлсен ĕç тумашкăн йывăç суйлама йывăр мар. Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Иван Владимирович Суркова профессиллĕ вăрманçă тееймĕн, анчах вăл вăл кашни йывăçа чунĕпе туять. Çак таранччен пин-пин хунав лартса тавралăха экологи тĕлĕшĕнчен пуянлатнă. Вăрманта кăна мар, пахчи хыçĕнче те унăн хырлăхĕ кашласа ларать. Кунсерен ир те каç сукмак хывать вăл унта, таса сывлăшпа сывласа, хусканусем туса сывлăхне çирĕплетет. "Хам алăпа пурнăç панă вăрман сипленине туятăп", — тет.

24 Ноя, 2016

«Тантăш» №46 (4512), 24.11.2016

Пĕчĕк ялăн пулас художникĕсемпе юрăçисем... Коридорта вылякан виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класс ачисем сасартăк шăпланчĕç те кантăкран урамалла пăхрĕç.

Юлташĕсене хаваслăх кÿрекен хĕрача Тăван чĕлхе илемĕ Ангелина Лаврентьевăна сочинени, сăвă çырма хавхалантарать.

Вун тăватă çултан пурнăçланнă ĕмĕт Çитмĕл пилĕк çул каялла кĕркунне пирĕн çĕршывра питĕ-питĕ йывăр лару-тăру пулнă.

Кашни плита хумассерен юмах çуралать Унăн алли, ним çукран нимĕр тума пултарать тенешкел, самантрах темĕнле кăткăс япала та тăвать.

«Инçет вырăнсенчи тĕлпулусем» — Чурачăкра Литература тусĕсене валли Наци библиотеки тăтăшах тĕрлĕрен акци ирттерет.

«Иккĕмĕш анне те, психолог та» Елена Владимировна Ефремова пирки: «Вăл учитель пулмах çуралнă», — теççĕ.

24 Ноя, 2016

Пĕчĕк ялăн пулас художникĕсемпе юрăçисем...

Шкул умĕпе тулли тиевлĕ машина иртсе пынă чухне умлăн-хыçлăн пи-и-ик! пи-и-ик! кăшкăртрĕ. Коридорта вылякан виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класс ачисем сасартăк шăпланчĕç те кантăкран урамалла пăхрĕç.

24 Ноя, 2016

Юлташĕсене хаваслăх кÿрекен хĕрача

Тăван чĕлхе илемĕ Ангелина Лаврентьевăна сочинени, сăвă çырма хавхалантарать. Çут çанталăка сăнанă май пуçра тĕрлĕрен шухăш капланать унăн, шăпах çакă та пултарулăха аталантарма май парать.

— Çут çанталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ, — тет Ангелина. — Хĕлле шурă тумĕпе тыткăнлать. Çуркунне тĕнче вăранать, кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ те илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Çулла лайăх: хĕвел хĕртет, чечексем çеçке çураççĕ. Кĕркунне хĕрлĕ-сарă тĕспе илĕртет…

24 Ноя, 2016

Вун тăватă çултан пурнăçланнă ĕмĕт

Çитмĕл пилĕк çул каялла кĕркунне пирĕн çĕршывра питĕ-питĕ йывăр лару-тăру пулнă. Мĕншĕн тесен Мускавран темиçе çухрăмра кăна нимĕç çарĕсем тăнă. Пĕтĕм халăх Мускава хÿтĕлеме кар тăнă. Хăйсен ирĕкĕпе хÿтĕлевçĕсен ретне çамрăк хĕрсемпе яшсем те йышлăн хутшăннă. Вĕсен хушшинче вуннăмĕш класра вĕренекен Зоя Космодемьянская, Мытищири суту-илÿ институтĕнчи виççĕмĕш курсри Вера Волошина, Клава Милорадова вĕрентекен тата ыттисем те пит нумай пулнă. 1953 çулхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн отрядăн ертÿçи Фелицата Шатаева «Зойăпа Шура» повеçе вуласа кĕнекери геройсемпе паллаштарчĕ.

24 Ноя, 2016

Кашни плита хумассерен юмах çуралать

Кирек кам патне кайсан та чылай хваттерте /хваттерте кăна мар, ялта та/ стенасене е урайне плита çыпăçтарса илемлетнине асăрхама пулать. «Вăт, çак ĕçе тăвакан çыннăн алли чăннипех те çыпăçуллă», — тетĕн ун пек чухне.

Страницы