Хуçине кура хуçалăхĕ

24 Чÿк, 2016

Ялтан пилĕк çухрăмра, вăрманпа юнашар вырнаçнă ĕне выльăх ферми. 80-мĕш çулсенче кĕрлесе тăнăскер çĕршыври пăтрашуллă тапхăрта витесем пушаннă, хуçасăр пурлăх арканнă. Юлашки вăхăтра «Трудовик» агрофирма ертӳçи Сергей Иванович Ярчеев çине тăнипе лару-тăру улшăнма тытăнни сисĕнет. Территоринче тинех выльăх-чĕрлĕх, техника сасси хуçаланать. Хальлĕхе 350 ылта ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 70 пуç.

Аркатма çур кун

- Кăçал сĕт пăрăхĕ вырнаçтартăмăр. Сивĕтме холодильник та пур. Тислĕк кăларассине çĕнетрĕмĕр, - палăртрĕ «Трудовик» агрофирма зоотехникĕ Надежда Михайлова. Ĕнесен лагерьне сĕт пăрăхĕ çитернĕ. Çавна май ĕç-хĕл палăрмаллах çăмăлланнă, чĕртавар пахалăхĕ ӳснĕ. Люба Шагукова, Зоя Федрова, Маргарита Пимонова дояркăсем ĕне сунипе пĕрлех çамрăк пăрусене те пăхаççĕ.

Зоотехник унччен сĕт сумалли аппаратпа нушаланнине, кивĕ оборудовани ваннăран тислĕке витерен урапапа турттарнине те аса илчĕ. Аркатма çур кун, пуçтарма çулталăк тенĕ. Юхăннă пурлăха юсаса йĕркене кĕртме çăмăл мар паян. Çапах лав вырăнтан тапранни, çĕнĕ ертӳçĕсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма тăрăшни шанăç парать.

Надежда Михайлова 78-мĕш çултанпах çак фермăра вăй хурать. Комплекс унăн куçĕ умĕнчех çĕкленнĕ темелле. Вăл туллин хута каймасăрах арканни унăн чунне ыраттарать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ лару-тăру улшăннишĕн савăннине пытармарĕ.

- Сĕтне кура тупăшĕ. Чĕртавар тăкакасене саплаштарма, услам илме çитет-и?

- Ĕнесене сума пăрахтарнăран сĕт сахал сутăнать. Çывăх вăхăтра вĕсем пăруламалла. Ун чухне ытларах сутма тытăнăпăр. Сăвăм та ӳссе пырать. Кăçал ĕне пуçне 5 пин килограмм патнелле çывхармалла. та ӳссех пырать. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Кăçал выльăх апатне çителĕклех хатĕрленĕ: сенаж, утă-улăм, çăнăх... Чĕртавар пысăк сортпа каять, хальхи вăхăтра литрĕ 24-25 тенкĕ. Çапах ытти хакпа танлаштарсан пысăк тесе калаймăн. Ĕлĕк 1 литр сĕте 32 пуспа сутнă пулсан ?80-мĕш çулсенче%, дизтопливо 7 пуспа туяннă ?литрне%. Халĕ вăл 30 тенкĕрен иртрĕ. Çавăнпа саплаштарса пыма йывăртарах. Сĕт бензин-топливăран йӳнĕ пулмалла мар.

Витере шурă-хĕрлĕ ĕне ытларах пулнипе ăратлăх пирки ыйтмасăр чăтаймарăм.

- «Семментальски» ăрат вăл. Ăна сĕтлĕх те, ашлăх та усрама пулать. Çирĕп, ытлашши чирлемеççĕ, шăна-пăванран хăрамаççĕ, - пĕлтерчĕ вăл.

Ферма аякра вырнаçнăран ĕçченсене техникăпа турттараççĕ. Ялтан инçе пулнипе çынсем килесшĕнех мар. Çын çителĕксĕррипе Надежда Михайлова ывăлне пулăшма чĕннĕ. «Вăхăтлăх тесе вырнаçтартăм та ĕçлесех кайрĕ», - паллаштарчĕ вăл пире хирĕç утса килекен Михаилпа.

Витере Владимир Арсентьев ĕнесен ай сарăмне тăрăшсах тасатнине асăрхарăм. Икĕ алла пĕр ĕç тенĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ выльăх пăхакансене те пулăшма вăхăт тупать. Фермăна туллин хута яма вăхăт, укçа-тенкĕ самай кирлине ĕçченсем ăнланаççĕ. Вăл тепĕр хут вăй шанаççĕ ĕçченсем.

 

Тĕп шăнăр - хуçалăх шанăçĕ

Пысăк Упакасси патне çывхарнă май хирĕç килекен йывăр тиевлĕ машинăна асăрхарăмăр. Прицепне брезентпа хупланă. «Тырă турттараççĕ пулас», - вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш.

- Фермер хуçалăхне урпа сутрăмăр, - пĕлтерчĕ «Трудовик» агрофирмăн бухгалтерĕ Светлана Королева.

Хуçалăхăн усă куракан çĕр пĕр пин гектар ытла. Тырă 679 гектар çинче туса илеççĕ, ыттинче - выльăх апатне.

- Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕн сирĕн çулталăк мĕнле иртсе пырать?

- Ăнăçлă тесен те йăнăшмăп. Кĕлете 1600 тонна тырă кĕчĕ, гектар пуçне 26 центнер вырса илтĕмĕр. Икĕ çĕнĕ «Агрос» комбайн пуррипе вырмана вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Тырă таса типĕ кĕнипе тăкак чакрĕ, - терĕ агрофирмăн шут ăсти Светлана Королева.

- Апла «сарă ылтăн» пӳлме туллиех? Ăна кура тупăш та самай кĕмелле.

- Выльăх валли, вăрлăхлăх çителĕклех хывнă. Урпа сутрăмăр, тулă раштав-кăрлач уйăхĕсенче сутăпăр. Тупăшăн пысăк пайĕ кредит тӳлеме кайĕ.

Хуçалăх техника паркне банк пулăшăвĕпе çĕнетсе пырать. Юлашки тапхăрта кăна 4 трактор, икĕ Газ-53, сĕт турттармалли машина, КАМаз, сеялка, культиватор тата ытти те хушăннă. Çакă уй-хир ĕçне палăрмаллах хăвăртлатнă, тăкака чакарнă. Малашлăх хăватлă техникăра пулнине аван ăнланаççĕ кунта, çавăнпа ăна туянма укçа-тенкĕне шеллемеççĕ. Унсăрăн уй-хир ĕçне çамрăксене явăçтарма йывăр.

Агрофирмăра вăй хуракансене апат тӳлевсĕр çитереççĕ. Хĕрӳ тапхăрта икĕ хут.

- Капла хуçалăха хакла лармасть-и?

- Хамăр продукципе усă курнипе хакла лармасть. Кашниех апата киле çӳреймест. Выçă çыннăн ĕçлес шухăш-им?

Кĕрхисем 300 гектар акнă. Усă куракан мĕнпур лаптăка сухаланă. «Капла çуркунне ĕç çăмăлланать. Культиваци туса тӳрех акма пулать», - терĕ вăл.

Уй-хир тахçанахз пушаннă пулин те, паркра механизаторсем хĕрсех техника юсаççĕ. «Вăрмана йывăç касма кайма хатĕрленетпĕр», - пĕлтерчĕç вĕсем. Хăйсен вăйĕпе хатĕрленĕ йывăçа фермăна, призводство объекчĕсене çĕнетме усă курасшăн.

- Хуçалăх малашлăхне мĕнре куратăр?

- Тупăшлă ĕçлеме ӳсентăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене аталантармалла, ĕç-хĕле механизацилемелле.

- Çамрăксене явăçтаратăр-и?

- Хĕрӳ тапхăрта пулăшма, практика иртме килеççĕ вĕсем. Коллективра çуррине яхăн яш-кĕрĕм. Ертӳçĕ хăй те çамрăк, пултаруллă пулнипе яш-кĕрĕм хуçалăха туртăнать. Пирĕн тĕп шăнăр пур ĕнтĕ, ĕç-хĕле вĕсемпе туса пыратпăр.

Лариса Никитина.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.