Архив - 26 Ноя, 2016 - Хыпар
"Вести Чувашии", (№ 47 (1515)) от 26 ноября 2016 года
Пăхаттирсен «генералĕ»
«Çулталăк çемйи» республика конкурсне Амăшĕн кунĕ тĕлне пĕтĕмлетесси ырă йăлана çаврăнчĕ. Кăçал 134 çемье мала тухассишĕн вăй виçнĕ. Вĕсенчен 28-ăшне Шупашкара чыслава чĕнсе илнĕ.
Юратни çинчен кашни кун калăр...
Вăрçă вăхăтĕнче кунта эвакогоспиталь ĕçленĕ. Аманнă вырăс салтакĕ, çывăхра çынсем ют чĕлхепе калаçнине илтсен, хăй нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ тесе шухăшланă. Аманнисене пулăшма чăваш хĕрарăмĕсем пынине, паллах, салтак тĕшмĕртме те пултарайман. Çак историе вăрçă вăхăтĕнче госпитале ĕçлеме çÿренĕ Çĕрпÿ хĕрарăмĕ каласа кăтартнă. Республикăри хĕрарăмсен союзĕ Амăшĕн кунне çак районта паллă тунă май уяв мероприятийĕсене хăнасене хулапа паллаштарнинчен пуçлама тĕв тунă вырăнти хастарсем. Шăпах хулари паллă вырăнсене кăтартса çÿренĕ май каласа кăтартрĕç те çак истори çинчен хĕрарăмсене.
Вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕ
Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи Лариса Егорова уява пысăк йышпа паллă тума хăнăхнине вулакансем пĕлеççĕ. Ку хутĕнче те Амăшĕн кунĕ тĕлне хĕрарăмсене Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пуçтарчĕ вăл. Салтак амăшĕсен каçне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем килсе çитрĕç. Вăрмар районĕнчи Уйкасри Ангелина Ивановăпа урамрах паллашма ĕлкĕртĕмĕр. Унăн ывăлĕ Игорь Сергеевич 2002 çулта Ингушетире пуç хунă. Чун панă тĕпренчĕкне аса илсе тăварлă куççульне шăлса илчĕ Ангелина Васильевна. Виçĕ ывăлăн хÿттинче пурăнма пÿрмен ăна.
Хула текех кĕл айне пулмĕ
Хула йĕркеленнĕренпе Шупашкарта тĕрлĕ сăлтава пула пушар час-часах алхаснă. Малтанах çынсем «хĕрлĕ автанпа» хăйсем çеç кĕрешнĕ, инкек тухнине чан çапса пĕлтерсен витре йăтса чупнă. Шурă Шупашкарăмăр никĕсленнĕренпе икĕ хутчен: 1659 тата 1773 çулта — тĕппипех кĕлленнĕ. Иккĕмĕш хутĕнче вут-кăвар 717 çурта, 29 чиркĕве, 14 завода, 28 лавккана, Атăл хĕрринчи çăкăр-тавар тултарнă темиçе карапа тĕп тунă. Хула кĕл айне пулнă...
Пахалăх сывлăха витĕм кÿрет
Чăваш Енре регионсен «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумĕ 12-мĕш хут иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалларĕç. Унта 200 ытла çын — республикăри бизнесменсем, Мускавран, Чулхуларан, Самартан, Красноярскран килнĕ экспертсем, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем — хутшăнчĕç.
Тĕтĕмĕ тутлă-ши?
Амăшĕ хăйĕн ачине телей курма çуратать. Килтен пил парса кăларса ярать, уншăн кĕлĕ тăвать. Пур хĕрарăм та тĕпренчĕкне хитре тумлантарма, унăн тавракурăмне аталантарма тăрăшать. Йăлтах — ачи-пăчишĕн! Декрет отпускĕнче кăна кашни кун пĕр евĕрлĕрех иртнĕрен ĕçе тухассăн та туйăнмасть. Кайран ача сачĕпе сывпуллашма вăхăт çитет. Унтан амăшĕ ывăл-хĕрĕпе пĕрле шкул алăкне уçса кĕрет. Халь кăна алăран çавăтăнса çÿрекенскерсем хăвăртах хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ. Хăшне-пĕрне, тен, çывăх çыннисем пăхса-тĕрĕслесе тăни те килĕшмĕ.
Телей тути
Пирĕн тĕлĕнмелле çемье çинчен таврара ахаль те пĕлеççĕ. Манăн вара республикăра пурăнакансене каласа кăтартас килет.
«Анне çумĕнче ачашланса ÿсмен эпĕ»
Вăрмар районĕн халăх депутачĕсен Канашĕн 1984 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 1984 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче çуралнă Августина Семеновăна ача çуртне яма йышăннă. Çапла майпа пĕчĕкскер Çĕмĕрлери «Елочка» ача çуртĕнче 2000 çулчченех пурăннă. Ăна тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен йышне кĕртсе патшалăх шучĕпе пурăнма ирĕк панă. Анчах...