Комментировать

26 Ноя, 2016

Телей тути

Пирĕн тĕлĕнмелле çемье çинчен таврара ахаль те пĕлеççĕ. Манăн вара республикăра пурăнакансене каласа кăтартас килет.

7 çул каялла асамлăх хăватне туйса илтĕм: эпĕ атте-аннеллĕ пултăм. Çав тапхăрти кашни минута асра тытатăп. Çуркуннехи хĕвеллĕ кунччĕ. Интернат умне кĕмĕл тĕслĕ çăмăл машина килсе чарăнчĕ. Çак саманта кĕтсе иртенпех кашни 5-6 минутра чупса пырса чÿречерен пăхнине пытармастăп. Кăштахран ман пата воспитательсем çитрĕç. Унтан çĕнĕ атте-аннепе çавăтăнса интернатран тухса каятăп. Урама уяв сăнĕ çапнă: пĕлĕт ытти чухнехинчен кăвакрах, кайăксем юрлаççĕ, çил ачисем манăн çÿçе ачашласа сапалаççĕ. Хĕвелĕ, хĕвелĕ тата çăвар тулли кулнăн туйăнать. Вăл та манпа пĕрле савăнать. Машинăра тата пысăкрах парне кĕтет иккен. Мана илме çемьепех килнĕ. Тÿрех пиччесемпе тата аппасемпе паллаштарчĕç. Сăмах май, 4 аппа та ман пекех лекнĕ çак йыша. Акă эпĕ, тулли кăмăллăскер, машинăпа КИЛЕ, КИЛЕ каятăп!

Çакăнтанпа эпĕ Иливановсен пысăк та туслă çемйинче пурăнатăп. Пирĕн килте аслисене хисеплеççĕ, йăх-несĕле асра тытаççĕ. Асатте Михаил Михайлович çемье историйĕпе паллаштарчĕ. Иливановсен несĕл тымарĕ Куславкка районĕнчи Елчĕк тăрăхĕнчи авалхи пăлхар йăхĕпе çыхăннă. Хушамат илни те хăйне май кăсăклă. Ĕлĕкрех Христос тĕнне йышăнакансене Иван ят панă. Ăна нумайтурăлăх тĕнĕн ячĕ çумне хушнă. Пирĕн мăн асатте Элеш-Иван тĕне кĕнĕ хыççăн Иливанов хушамат илнĕ.

Элеш-Иван илемлĕ çĕрте вырăн тупнă: хуралтăсем Энĕш енчи тăвайкки патнех çитнĕ. Тăвайккине тĕрлĕ йывăç лартса тултарнă вăл.

Манăн асатте Михаил йышлă та туслă çемьере çуралса çитĕннĕ. Пĕр-пĕрне пулăшни вăрçă çулĕсене тата ун хыççăнхи йывăр тапхăра чăтса ирттерме май панă. Вăл 1929 çулта çут тĕнчене килнĕ. 29-та авланнă. Шел, асаннене Маргарита Григорьевнăна эпĕ курман. Çапах асатте сăнÿкерчĕксем кăтартса унăн кун-çулĕпе паллаштарнă. Вăл Муркаш районĕнчи Юнкăпуçĕнчен качча килнĕ. Туслă пурăннăскерсем савăнăçпа хуйха çурмалла пайланă. Çемьере икĕ ывăл çурални, паллах — чи пĕлтерĕшлĕ самантсем. 1960 çулта — Валерий, 1965-мĕшĕнче манăн атте Юрий çут тĕнчене килнĕ. Асаттепе асаннене тăван-пĕтенĕ кăна мар, ял-йыш та ырăпа кăна аса илет.

Асаттепе иксĕмĕрĕн вăрттăн вырăн — Кирпĕч çырми — пурччĕ. Тахçан малтан çакăнта мăн асатте кирпĕч çапнă. Тĕрĕссипе, пирĕн ялта Иливановсен йăхĕпе çыхăннă вырăн нумай. Çакна ял халăхĕ те, çирĕп çемье хăватне хăнăхса çитнĕ аппасем те лайăх пĕлеççĕ. Çав вырăнсенчен иртнĕ чухне асатте те, çемье историйĕ те аса килет.

Иртнисĕр пуласлăх çук теççĕ. Пурнăç малалла тăсăлать. Эпир халĕ тăххăрăн — анне, атте, Алешăпа Саша пиччесем, Ксения, Татьяна, Ирина, Екатерина апппасем тата эпĕ — пурăнатпăр. Аннепе атте Валентина Ивановнăпа Юрий Михайлович — тĕлĕнмелле çынсем, иккĕшĕ те ырă чунлă тата ылтăн чĕреллĕ. Вĕсем чун ăшшине пирĕншĕн шеллемеççĕ. Унсăр пуçне анне пур ĕçе те ăста. Вăл çыхма, тĕрлеме, ÿкерме пĕлет. Манăн анне — чи-чи лайăххи! Чĕлхе çăтса ямалла пĕçерет тата. Ĕненмесен хăвăр килсе курăр! Çемье сĕтел хушшине пуçтарăнни — аннешĕн чи пысăк парне. Унашкалли тăтăшах пулать: тăхăр çуралнă куна тата çемье уявĕсене яланах пĕрле паллă тăватпăр. Вăл спортпа та туслă: хĕлле — йĕлтĕр сырать, çулла волейболла вылять.

Аннеçĕм, анне! Мати, маци, мамо... Пур чĕлхепе те çепĕç илтĕнет çак сăмах. Вăл — кашни ачашăнах чи çывăх, тăван, хаклă çын. Тата пур пепкешĕн те чи хитри, чи юратни, чи çепĕççи!

Пирĕн аттен пур ĕç патне те алли пырать. Пĕр-пĕр электроприбор юсамалла-и? Тархасшăн. Тетте ăсталамалла-и? Систер кăна. Пĕтĕм кăмăлтан сак е пукан туса ларать вăл. Ял-йыш унран канаш ыйтать, пулăшу кĕтет. Эпир, ачисем, çакна курса савăнатпăр. Пирĕн атте-анне ырă ятлă, апла тăк Элеш-Иванăн йăх-несĕлĕн йăли-йĕркине малалла тăсаççĕ вĕсем.

Манăн шухăшпа, аттепе анне — асамçăсем. Пĕлетĕр-и, çак çемьене килнĕренпе пирĕн, усрава илнĕ ачасен, ĕçре хамăра кăтартас кăмăл çуралчĕ. Ксенипе Татьяна хитре ÿкереççĕ, ал ĕçĕпе аппаланакан Ирина салфетка тĕрлет, эпир Катьăпа иксĕмĕр сцена çинче хамăра хăтлă туятпăр, юрлатпăр, ташлатпăр. Çемьери килĕшÿлĕх пире пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма май парать.

Тĕнчери пур ача та ашшĕпе амăшĕн ăшшине туйса çитĕнтĕрччĕ. Эпĕ, тĕрĕсрех, эпир — телейлĕ, мĕншĕн тесен юнашар атте-анне пур, вĕсене яланах юратăпăр. Çывăх çынсем малтан Ксюшăпа Таньăна, тепĕр 2 çултан Иришăна, унтан Екатеринăна тата мана телейлисен йышне кĕртнĕ. Алексейпа Александр пире тÿрех хăйсен хÿттине илчĕç.

Аттепе анне, çемье пурришĕнех шăпана тав тумалла, пурнăçа юратмалла. Çав вăхăтрах çут тĕнчере мĕн чухлĕ тăлăх ача! Вĕсен пурнăçĕ те йĕркелентĕрччĕ, ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине юраттăрччĕ, кулăпа хавхалантартăрччĕ.

Атте-анне килĕ — лăпкăлăхпа хăтлăх утравĕ. Унта яланах пире кĕтĕç. Кирек ăçта кайсан та çывăх çынсем юратнине туйса вăй илĕпĕр. Вĕсен чунран тухакан кĕлĕ сăмахĕсем ачисене йывăрлăхсенчен сыхлĕç. Иливановсен туслă çемйине лекнĕшĕн мĕнешкел хĕпĕртенине сăмахпа каласа ăнлантарма та çук.

Ольга ЧЕРНОВА,

Куславкка районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕнчи 8-мĕш класс вĕренекенĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.