Комментировать

26 Ноя, 2016

Вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕ

Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи Лариса Егорова уява пысăк йышпа паллă тума хăнăхнине вулакансем пĕлеççĕ. Ку хутĕнче те Амăшĕн кунĕ тĕлне хĕрарăмсене Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пуçтарчĕ вăл. Салтак амăшĕсен каçне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем килсе çитрĕç. Вăрмар районĕнчи Уйкасри Ангелина Ивановăпа урамрах паллашма ĕлкĕртĕмĕр. Унăн ывăлĕ Игорь Сергеевич 2002 çулта Ингушетире пуç хунă. Чун панă тĕпренчĕкне аса илсе тăварлă куççульне шăлса илчĕ Ангелина Васильевна. Виçĕ ывăлăн хÿттинче пурăнма пÿрмен ăна. Иккĕшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пĕри çемйипе Мускавра пурăнать. Халĕ куç тулли мăнукĕпе йăпанса пурăнать хĕрарăм.

«Салтак амăшне тимлĕх уйăрни тата хисеп туни кăна кирлĕ. Вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕ», — терĕ Лариса Ивановна сцена çине хăпарсан.

«Ывăлăн юлташĕсемпе тĕл пулатăп. Халĕ вĕсем 50-ра. Пурăннă пулсан манăн ача та çак ÿсĕме çитетчĕ, хальччен çÿçĕ те шуралатчĕ пуль», — чунне уçать Раççей Геройĕн Игорь Петриковăн амăшĕ Анна Егоровна.

Çакăнта пуçтарăннă хĕрарăмсем ывăлĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç. «Салтака пытарнăранпа 16 çул иртрĕ, эпир çаплипех унăн вилтăприйĕ çинче упаленсе макăратпăр», — сăмах илчĕ Николай Кураковăн амăшĕ.

«Эпир хамăр ывăлсене çартан кĕтсе илеймерĕмĕр. Вăрçă çинчен калаçсанах чун тăвăнса килет. Тĕнчере тăнăçлăх ху­çалантăрччĕ. Хĕсметрен пăрăнса юлмалла мар, тăван çĕршыва сыхламалла. Сирĕн киле чĕрĕ-сывă таврăнмалла пултăр», — пил пачĕç студентсене салтак амăшĕсем.

Уяв тĕлне пулас строительсем пысăк концерт хатĕрленĕ. Юрă-ташăпа хĕрарăмсен кăмăлне тупрĕç вĕсем.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.