Пахалăх сывлăха витĕм кÿрет

26 Ноя, 2016

Чăваш Енре регионсен «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумĕ 12-мĕш хут иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалларĕç. Унта 200 ытла çын — республикăри бизнесменсем, Мускавран, Чулхуларан, Самартан, Красноярскран килнĕ экспертсем, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем — хутшăнчĕç.

Çичĕ тематика лапамĕнче калаçу бизнеса аталантармалли çул-йĕр тавра, сиксе тухакан йывăрлăхсене мĕнле çĕнтермелли çинчен пычĕ. Форума ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин уçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх — продукци пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ паян пурне те кăсăклантарать, мĕншĕн тесен вĕсем тÿрремĕнех çын сывлăхĕпе çыхăннă.

Пленарлă ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Бизнес валли республикăра яланах çул уçă пулнине палăртрĕ. Кăçал промышленноç производствин индексĕ 108% танлашнă. Чăваш Енри чылай предприятипе организаци экономикăри кăткăс лару-тăрăва тата санкцисене пăхмасăрах ăнăçлă аталанать. Регионти промышленноç комплексĕн предприятийĕсен тиесе янă продукци калăпăшĕ ÿсет. Тĕнчери стандарта тивĕçекен менеджмент пахалăх тытăмĕн сертификатне иле­­кен организацисем те йышлансах пыраççĕ.

Оборона промышленноçĕ те уксахламасть. Ку енĕпе 1 миллиард тенкĕ хушма саккас илнĕ. Чăваш Енри предприятисем инноваци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе Раççейре — малтисен ретĕнче.

Республика ертÿлĕхĕ Шупашкарти трактор заводĕнчи йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр шырать. Çуллен 50 миллиарлд тенкĕлĕх тавар кăларнăскер паян 7 пин çынна ĕçсĕр тăратса хăварнă.

Экономика кал-кал аталанса пырсан социаллă ыйтусене татса пама та çăмăлрах. Халĕ республика, федераци программисемпе килĕшÿллĕн 4 ача сачĕ тăваççĕ. Çывăх вăхăтра республикăн тĕрлĕ районĕнче, хулинче 32 шкул хута ямалла. Паянхи куна тивĕçтерекен, тĕнче шайĕнчи оборудовани вырнаçтарнă больницăсем те кашни çулах уçăлаççĕ. Чăваш Енре 100 çул урлă каçнă 98 çын пурăнать. Медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланса пынăçемĕн вĕсен йышĕ тата та хушăнас шанăç пур.

Форумăн пленарлă пайĕнче "Чăваш Республикин пахалăх марки", "Раççейри чи лайăх 100 тавар" конкурссен лауреачĕсене чысларĕç.

Хамăр инф.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.