Вăрман ăна сиплет

Йывăç çуртра сывлăш вăрманти пек уçă та таса. Сарлака, чутласа якатнă стена пĕренисенче хыр пурнăçĕ витĕр палăрать. Вĕсене сăрласа илемлĕ тĕс панăн туйăнать. Çук иккен, нимĕнле киçтĕкпе те тĕкĕнмен. Вăрмана лайăх пĕлсен ĕç тумашкăн йывăç суйлама йывăр мар. Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Иван Владимирович Суркова профессиллĕ вăрманçă тееймĕн, анчах вăл вăл кашни йывăçа чунĕпе туять. Çак таранччен пин-пин хунав лартса тавралăха экологи тĕлĕшĕнчен пуянлатнă. Вăрманта кăна мар, пахчи хыçĕнче те унăн хырлăхĕ кашласа ларать. Кунсерен ир те каç сукмак хывать вăл унта, таса сывлăшпа сывласа, хусканусем туса сывлăхне çирĕплетет. "Хам алăпа пурнăç панă вăрман сипленине туятăп", — тет.

Пакшана илемĕшĕн шеллет

Пурнăç çынна чун туртни патне ытахальтен илсе çитермест. Малашлăхра ăна пулăшасса вăл пĕлсе тăрать тейĕн. Ванюш тете /Иван Суркова ялта çапла чĕнеççĕ\ те вырăнти хуçалăхра газовикра тăрăшнă. Унсăр пуçне никам хистемесĕр хăйĕн ирĕкĕпе лесника пулăшнă. Йывăç лартнă, вăрман тасатма çӳренĕ тата ытти те.

Çут çанталăка юратасси ашшĕ-амăшĕнчен куçнă мар-и? Ашшĕ хăй те пĕр вăхăт лесникра вăй хунă. Чаплă сунарçа Юхма Мишши писатель хăйĕн хайлавĕнче сăнланă. Лешĕ 17 кашкăр тытса тĕлĕнтернĕ. Сурковсен йăхĕнче киле çӳлевĕçпе таврăнакан та пулнă. Ытти вак чĕрчун çинчен асăнма та кирлĕ мар. Иван Владимирович вара тилле хăвалама юратнă. Сунар вăхăтĕнче çак чĕрчун тирне ятарлă кантура саккăр таран илсе пынă. Пасарта вара пĕр тилĕ тирĕн хакĕ инженер шалăвĕпе танлашнă. Ăна тăванĕсене те парнеленĕ. Тире вăл хăех сӳсе тирпейленĕ.

"Пакшана кăна илемĕшĕн тытма шеллетĕп, — палăртать сунарçă. — Пĕррехинче ăна пăшалран персе амантнăччĕ. Кутамккана чиксе киле илсе килтĕм. Часах суранĕ тӳрленчĕ. Вăл алла хăнăхрĕ, ачасем унпа савăнсах вылярĕç. Апатланнă чух пĕрех май "сю-сю" тенĕрен ăна "Сюси" ят пачĕç. Çапла хĕл каçрĕ. Пĕр витре мăйăр çисе ячĕ. Çуркунне урама илсе тухсан малтанах шăнкăрч вĕллине кĕрсе пытанчĕ. Ун хыççăн вăрмана çул тытрăмăр. Лесникпа юман çине хăпартса ятăмăр. Вăл хăйĕн тĕнчине таврăнчĕ".

Йывăр чирличчен Иван Сурков вăрмантан тухман темелле. Халĕ те вăл сунарçăсен пĕрлешĕвĕнче шутланса тăрать, анчах инçе çӳреймест. Ун вырăнне пахча хыçĕнчи хырлăхпа савăнать.

 

Çӳп-çап купи вырăнĕнчи хырлăх

Хăй вăхăтĕнче çил арманĕ ларнă вырăна ял çыннисем çӳп-çап тăкса йĕркесĕре кăларнă. Иван Владимирович мăшăрĕпе ăна пуçтарса тасатнă. Сурковсен килĕнче трактор та пулман. Çӳп-çапа вĕсем Патăрьелне ятарлă вырăна кайса тăкнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ял халăхне çĕр лаптăкĕ хушса панă. Сурковсен пахчине те тăснă. 2005 çулта республикăра Садсемпе парксен çулталăкĕ иртессине пĕлтернĕ. Ку лайăх пулăм, анчах йывăç лартни кăна çителĕксĕр-çке. Ăна пăхса ӳстермелле. Выльăх кăшласран упрамалла, йĕри-тавра карта тытса хӳтĕлемелле. Çакăн хыççăн кăна çын йывăç лартса ӳстертĕм теме пултарать. Шухăша кайнă Иван Владимирович ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне çул тытнă. Мăшăрĕпе пĕрле тасатнă вырăна йывăç лартас ĕмĕт çурални çинчен пĕлтернĕ, ĕçе пуçăнма ирĕк ыйтнă /ял администрацийĕ арендăна панă çĕр пулнăран\. Вырăнти влаç хирĕçлемен. Ачасемшĕн экологи воспитанийĕ нихăçан та ытлашши пулманнине аван пĕлсе ӳснĕ арçын ырă ĕçе урамри шăпăрлансене явăçтарнă. 4-5 класра вĕренекенсемпе пирвайхи кун виçĕ рет хыр лартнă. Кайран ачисемпе ĕçленĕ, арăмĕ те пулăшнă. 1-2 çул çапла тăрмашнă. Улмуççи, пилеш, палан, катăркас та лартнă. Вунă çул хушшинче вĕсем самай çитĕннĕ. Тымарланман хунав пулман. Сурковсем вĕсене шăварнă, йĕри-тавра карта тытнă. Халĕ вăрман кӳршĕре пурăнакансене те çурçĕр енчен тăтăш вĕрекен çилрен хӳтĕлет. Унсăр пуçне хырлăх кăмпапа, çырлапа пуян.

Хунав лартнă чух пĕрисем хăнăхнă йăлапа çӳп-çап тăкма пынă. Иван Владимирович вĕсене ăнлантарнă хыççăн каялла çаврăнса утнă. Унтанпа унашкал хăтланакан тупăнман. Хĕвеллĕ çанталăкра илемлĕ те сулхăн вырăна çынсем пырса лараççĕ, эрех-сăра ĕçни те пулать. Вĕсем хыççăн юлакан кĕленчесене Сурковсем пуçтараççĕ.

Маларах тытнă карта çĕрсе юрăхсăра тухнă ĕнтĕ. Иван Владимировичăн ăна çĕнетес килет. Ара, хырлăха хăшĕ те пулин машинăпа пырса кĕресрен шикленет вăл. Анчах ĕç тума укçа-тенкĕ çитсе пымасть.

 

Ан таптăр йывăçа!

Ял таврашĕнче Иван Сурковăн йăпанмалли вырăн татах пур. 2010 çулта шăрăх çанталăк тăчĕ. Вăрмансем çунчĕç. Пĕррехинче кĕтӳ кĕтнĕ чух тĕтĕм шăрши вĕсем патнех çитнĕ. Хĕвел чăтма çук хĕртет. "Кун каçа мĕнле те пулин тӳсĕп-ха", — шухăшланă арçын. Анчах кĕтӳ ярас тĕле аптраса ӳкнĕ. Çавăн хыççăн вăл вырăнта йăмрасем лартнă. Халĕ çынсем шăрăхра вĕсен хӳттине пытанаççĕ, кĕтӳ те тапăра унта вырнаçать.

Çак вырăншăн та чунĕ ыратать Иван Владимировичăн. " Эй, тракторист тата кĕтӳ ачи! Ан таптăр йывăçа, вăл сире пулăшĕ", — тесе çырса хурасшăн вăл. Тен, çапла асăрхаттарсан çын усал ĕç тума хăяймĕ.

Çут çанталăка юратакансене мухтать арçын. Ялти Борис Прохоров çырма хĕрринче "Ква-ква" парк йĕркеленĕ. Николай Славницкий те маттур.

"Вăрман вăл — пурнăç, сывлăх парнелекен, ытарайми илем. Çулталăкра миçе тĕспе савăнтарамасть-ши? Асамат кĕперĕ çинчи мĕнпур тĕс пур унта. Хĕлле сивĕ теççĕ. Сунарçăшăн çакă питĕ аван. Паллах, нарăс уйăхĕн вĕçĕнче чĕрчуна пеме пăрахмалла. Кашни ĕçе пĕлсе тумалла, çăткăн пулмалла мар", — палăртать Иван Владимирович. Сунар ĕçĕ çинчен вăл сехечĕпех каласа кăтартма хатĕр.

Килти хушма хуçалăхра та хуçи юратса пăхнине туять выльăх. Хăй вăхăтĕнче Сурковсем çулсерен 8-шар вăкăр самăртнă. Трактор туянма пултарнă. Халĕ те витере сăвакан виçĕ ĕне, икĕ вăкăр тата ытти выльăх тăрать. Вĕлле хурчĕ те пур. Ĕмĕрĕпех фермăра тăрăшнă мăшăрне Валентина Петровнăна кил хуçи мухтать. Вăл маттур пулнине палăртать.

"Пирĕн районта выльăхпа ĕçлекен нумай. Пĕр вăхăтра пуснă хыççăн ăшчикне вăрмана е çул хĕррине пырса пăрахатчĕç. Халĕ унашкалли сайра, анчах тупăнать. Çӳп-çаппа çапла хăтланакан та пур. Ун пек çынна курсан тӳрех кирлĕ çĕре шăнкăравласа евитлемелле. Вĕсем явап тытчăр. Çут çанталăка упрасси — кашнин тивĕçĕ", — çапларах сĕнӳ пачĕ вăл пирĕн хаçат вулаканĕсене.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.