Комментировать

24 Ноя, 2016

Сак тулли телей

"Çунашкапа вăрах ярăнаймарăмăр. Ларкăч çинчи хăма вырăнтан тухса ӳкрĕ", — пĕр-пĕрне пӳлсе амăшне пĕлтерме васкарĕç икĕ ывăлĕпе хĕрĕ. Пиччĕшĕсем хăйне ярăнтарайманшăн Дарина самаях кăмăлсарланнă. Ара, ача-пăчан шур юр çинче ытларах выляс килет мар-и?

Пӳрте кĕрсен аслисене кĕçĕннисем сырса илчĕç. Ултă ачаллă çемьере туслăха мĕн пĕчĕкрен туйса çитĕнеççĕ. Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Надежда Геннадьевнăпа Валерьян Петрович Тинюковсем вĕсене ĕçе хăнăхтарма та манмаççĕ. Ачасен пĕр ушкăнĕ çуртра кашăк-чашăк çунă, урай шăлнă чух теприсем амăшĕпе витери выльăха апатлаççĕ, тислĕк кăлараççĕ. Акă вуннăри ывăлĕ Давид икĕ эрне больницăра выртса ĕçшĕн питĕ тунсăхланă курăнать. "Анне, эпĕ сывалса тухнă çĕре килте юр тупса хур-ха. Ăна хырса кил картишне тасатас килет", — тенĕ. Унсăр пуçне вăл радиотехника япалисене сӳтсе пуçтарма килĕштерет.

Иккĕмĕш ывăлĕ Даниил, 3-мĕш класра вĕренекенскер, машина -тракторпа кăсăкланать. Вăл çăмăллăнах ашшĕн "Газельне" тапратать. Виççĕмĕшĕ, Антон, юнран, уколран хăраманскер ӳссен шăл тухтăрĕ пулма хатĕрленет. Ытахальтен мар пулĕ, мĕншĕн тесен амăшĕ те стоматологи пӳлĕмĕнче медицина сестринче тăрăшнă.

Надеждăпа Валерьян Тинюковсем яла куçса киличчен Шупашкарта ĕçлесе пурăннă: пĕри — сывлăх учрежденийĕнче, тепри — полици тытăмĕнче. Вĕсене ватă ашшĕпе амăшĕ Сăкăта таврăнма хистемен пулсан вĕсем паянхи кунчченех хулараччĕ. Надежда Геннадьевна вунă çул каялла яла куçса килнĕшĕн пач ӳкĕнмест. Уншăн Сăкăт çывăхрах. "Çуралса ӳснĕ вырăнта ирĕклĕрех", — тет вăл. Çавăнпа Тинюковсен йышĕ те ӳсет.

Ачасем пĕри тепринчен кĕçĕн пулни ашшĕпе амăшне выльăх йышлă усрама та, пахча тулли çимĕç ӳстерме те чăрмантармасть. Сăвакан икĕ ĕне, самăртнă 3-4 вăкăр, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал хăйсене таса ашпа тивĕçтерме, кăшт услам тума та май параççĕ. Ара, ултă тĕпренчĕкшĕн тивекен ача укçипе /12 пин тенкĕ/ пурнăçа сыпăнтарма йывăр. Çавăнпа килти пахчара — кишĕр, уйри çĕр çинче çĕрулми çитĕнтереççĕ, ытлашшине сутса çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Надежда Геннадьевна мăшăрĕн ĕç укçине кăна шанма хăнăхман. Вăл выльăха юратса пăхать. "Пĕчĕк чух ман аппа пӳртри ĕçсене тума кăмăллатчĕ, апат пĕçерме маçтăрччĕ. Эпĕ вара кил картишĕнчен кĕме пĕлместĕм. Выльăхран уйрăлас килместчĕ. Халĕ те ăна савăнса усратăп, йывăрлăха туймастăп", — палăртать хĕрарăм.

Пĕчĕк ачасемпе чăрмавĕ сахал мар. Паянхи кун çумра хуняшшĕпе хунямăшĕ те çук, пĕри — 6, тепри 3 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Упăшки полицире вăй хунăран çемьепе тăтшах пулайманнине те пытармалла мар. Кинологра ĕçлекенскере тепĕр чух çур çĕр варринче вăратса çула илсе тухаççĕ. Çавăнпа Надежда Геннадьевнăна килти хушма хуçалăхра çăмăл мар, паллах. Выльăх пăхма та, пахчаçимĕç ӳстерме те аслă ывăлĕсем пулăшаççĕ. "Хамăр ватăлнă май вĕсен уссине ытларах курăпăр-ха. Халĕ аптрамастăп, нимĕншĕн те ӳпкелешместĕп", — тет вăл.

Выльăх-чĕрлĕх кăна мар, йытă та Тинюковсен çывăх тусĕ иккен. Валерьян Петрович Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче кинологра ĕçлеме тытăннă хыççăн пушшех те. Кил хуçин çемйинче малтан та йытă усрамасăр пурăнман. Ашшĕ сунартан тухма пĕлмен. Ухутана юратнă йыттисемпе çӳренĕ. Шупашкартан тăван района куçса килсенех шалти ĕçсен пайĕнче Валерьян Тинюков водительре тăрăшнă. Кинолог должноçĕ пушансан ăна йышăннă. Ĕçпе çула тухас умĕн хушăран киле илсе пырсан унăн овчарки ачасемпе выляса тăранаймасть. Вĕсене çав тери юратать, лешсем те çаплах.

"Ун чухлĕ ачаллă çемьен мĕн кулянмалла? Унашкаллисене патшалăх кермен пек çурт лартса пулăшать", — тейĕ хăшĕ-пĕри. Тинюковсем ытларах хăйсен вăйне шанма хăнăхнăран -ши кун пек парнене кĕтсе ларман. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курман тееймĕн вĕсене. "Çамрăк çемье" программăна хутшăннăскерсем амăшĕн капиталне хушса ял хушшинче çурт туяннă. Кун пек чух çемье тӳлевсĕр кермене тивĕçеймест-мĕн. Çапла ăнлантарнă çамрăксене.

Нумай ачаллă çемье çурт лартма тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме те пултарать. Анчах инçетри уя камăн ура ярса пусас килĕ. Çуртне купаласан та çутă, газ, шыв кĕртме мĕн чухлĕ тăкакланмалла? "Вăл вырăнта тахçанах темиçе çурт туса лартнă. Анчах коммуникаци çукран вĕсенче никамах та пурăнманнине палăртать Надежда Геннадьевна. Çавăнпа Тинюковсем халĕ пурăнакан çурта майĕпен çĕнетеççĕ. Кăçал унăн тăррине улăштарнă, çитес çул шал енне тĕпрен юсама тытăнмалла. "Сывлăх пулсан малалла тăрăшăпăр-ха. Халĕ ĕлĕкхи пурнăç мар. Эпир ӳснĕ чух килте çут çанталăк газĕ те пулман. Ирхине тăрсан çуртра сивĕччĕ, кăмака хутсан та тепĕр чух ăшăнса ĕлкĕреймесĕрех шкула чупаттăмăр", — иртнине аса илет тăватă ывăлпа икĕ хĕр амăшĕ.

Кĕçĕнни виççĕ тултарнă ĕнтĕ, хĕрарăмăн ĕçе тухма та вăхăт. Анчах шкултан таврăнакан ачасене пăхакан та кирлĕ. Хальлĕхе вĕсем çамрăкрах-ха, амăшĕ вĕсене пĕччен хăварма шикленет. Çавăнпа ун çумĕнчен ывăл-хĕрĕ кайма пĕлмест, кунсерен мĕнпе те пулин тĕлĕнтерет, култарать, пурăнма хăват парать.

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.