Вун тăватă çултан пурнăçланнă ĕмĕт
Çитмĕл пилĕк çул каялла кĕркунне пирĕн çĕршывра питĕ-питĕ йывăр лару-тăру пулнă. Мĕншĕн тесен Мускавран темиçе çухрăмра кăна нимĕç çарĕсем тăнă. Пĕтĕм халăх Мускава хÿтĕлеме кар тăнă. Хăйсен ирĕкĕпе хÿтĕлевçĕсен ретне çамрăк хĕрсемпе яшсем те йышлăн хутшăннă. Вĕсен хушшинче вуннăмĕш класра вĕренекен Зоя Космодемьянская, Мытищири суту-илÿ институтĕнчи виççĕмĕш курсри Вера Волошина, Клава Милорадова вĕрентекен тата ыттисем те пит нумай пулнă. 1953 çулхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн отрядăн ертÿçи Фелицата Шатаева «Зойăпа Шура» повеçе вуласа кĕнекери геройсемпе паллаштарчĕ. Эпĕ ун чухне вунпĕр çулта кăна пулнă. Çавăн чухне Зойăпа паллашрăм. Пĕр çемьере иккĕн харăс Совет союзĕн Геройĕ пулнинчен питĕ тĕлĕнтĕм. Çавăн чух чунра ĕмĕт çуралчĕ: хуть куç хÿрипе те пулин геройсен амăшне Любовь Тимофеевнăна курасчĕ. Геройсем яланлăхах асра юлчĕç. Кашни кунах Зойăн сăнарĕ пулăшса пычĕ.
1967 çулхи кăрлачра Мускава экскурсие каякан студентсемпе пĕрле çула тухас тесе ĕçрен ирĕк илсе тухрăм. Шупашкарти пĕрремĕш вăтам шкулта аслă вожатăй пулса ĕçлеттĕм. Пионерсен дружини Зоя Космодемьянская ячĕпе хисепленсе тăратчĕ. Вун тăват çул иртсен ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ. Совет союзĕн Геройĕсен амăшĕпе — Любовь Тимофеевна Космодемьянскаяпа — тĕл пултăм. Халĕ те куç умĕнче вăрăм пÿллĕ, шап-шурă çÿçлĕ, маттур, сулăмлă çын тăрать. Тепĕр кунне Зойăн вил тăприйĕ çинче пултăм, палăк умне чĕрĕ чечексем хутăм. Геройăн мăйĕ çинче икĕ галстук вĕлкĕшнĕрен хамăн мăйри галстука та çакса хăвартăм. Паттăр хĕре ĕмĕрех асра тытса ырă ĕçсем хăварма тупа турăм.
Геройсен амăшĕпе вунпĕр çул çыхăну тытрăм. Темиçе хут хăйĕн патĕнче пултăм. 1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче хамăр класри ачасемпе унта хăналантăмăр. Хăйне 75 çул тултарнă ятпа Зойăн çунтарса тунă портретне парнелесе хăвартăмăр. Портретне ÿкерекен Володя Семеновпа ятарласа сăн ÿкерттерчĕ вăл.
Вера Волошина Кемĕр хулинче çуралса ÿснĕ. Зойăпа Вера иккĕшĕ пĕр отрядра тăшманпа çапăçнă. Вăрçа Вера Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинчен кайнă. Иккĕшĕ те пĕр заданирех нимĕçсен аллине лекнĕ, вĕсене пĕр-пĕринчен вунă çухрăмра чÿкĕн 29-мĕшĕнче çакса вĕлернĕ. Зойăна — Петрищевăра, Верăна — Головково совхозĕнче йăмраран. Ун ятне 15 çул хушши никам та пĕлмен. Пирĕн партизанка тесе пурăннă. 15 çултан йĕр тăрăх кайса Георгий Фроловпа унăн мăшăрĕ Верăна тупнă, «Вера Волошина» ятлă кĕнеке кăларнă.
1975 çулхи çулла Кемĕр хулине çитсе килтĕм. Верăн амăшĕпе Клавдия Лукияновна Волошинăпа тĕл пулса калаçрăм. Çакăн хыççăн вăл çу кунĕсене яланах хĕрĕн вил тăприйĕ çывăхĕнче ирттернĕ. 1977 çулхи утă уйăхĕнче Верăн амăшĕпе икĕ хутчен тĕл пултăмăр. Манпа пĕрле пиччен аслă хĕрĕ Лена, аппан вăталăх ывăлĕ Слава пычĕç. Виççĕшне пĕрле асăнмалăх сăн ÿкертĕм. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Крутово салинче тăванла вил тăприпе юнашар Вера ячĕпе музей уçрĕç. Эпир те Ленăпа тата хам вĕрентнĕ Светлана Петровăпа унта çитрĕмĕр. Клава Милорадовăпа, Георгий Фролов çыравçăпа, Артур Карлович Спрогиспа — партизансен отрячĕн командирĕпе — тĕл пултăмăр. Клава Милорадова Зойăпа тата Верăпа пĕр отрядра çапăçнă, вăрçăран таврăннă. Кайран ТАСС редакторĕнче ĕçленĕ чух пĕрремĕш хут 1967 çулта хĕлле тĕл пултăм унпа. Вăл Верăпа Зоя тата ытти геройсем çинчен каласа пачĕ. Вăл виличченех çыхăну тытрăм унпа. Халĕ унăн хĕрĕпе Шурăпа калаçкалатăп. Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче Мускавран «О вечных сражениях, о вечной любви» ятлă кĕнекене Светлана Георгиевна Гологанова ярса пачĕ. Кĕнеки шăпах Зоя, Вера, Клава тата тĕрлĕрен çапăçу çинчен. 1967 çулта вилĕмсĕр паттăрсем çинчен асăну кунĕсем ирттернĕ. Кăçал та чÿкĕн 29-мĕшĕнче Канаш районĕнчи библиотекăра ирттересшĕн. Çавăнта ман патра вĕреннĕ Таня Зайцева /Назарова/ ĕçлет. Геройсене асаплантарса вĕлернĕрен 75 çул çитнине паллă тăвасшăн, халăхпа пĕрле хурланасшăн.
Нина МИХАЙЛОВА.
Элĕк районĕ,
Мăн Карачура.