Юлташĕсене хаваслăх кÿрекен хĕрача

24 Ноя, 2016

Тăван чĕлхе илемĕ Ангелина Лаврентьевăна сочинени, сăвă çырма хавхалантарать. Çут çанталăка сăнанă май пуçра тĕрлĕрен шухăш капланать унăн, шăпах çакă та пултарулăха аталантарма май парать.

— Çут çанталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ, — тет Ангелина. — Хĕлле шурă тумĕпе тыткăнлать. Çуркунне тĕнче вăранать, кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ те илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Çулла лайăх: хĕвел хĕртет, чечексем çеçке çураççĕ. Кĕркунне хĕрлĕ-сарă тĕспе илĕртет…

Ангелина — çав тери ырă чунлă хĕрача. Юлташ тунсăхланине курсанах ăна савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелесшĕн, ăшă сăмахпа лăплантарасшăн. Парне пама вăл йышăнассинчен ытларах юратать, теприн кăмăлне çĕклеме пултарсан хăй пин хут ытларах савăнать-çке.

Хастар та пултаруллă хĕрача тăтăшах тĕрлĕрен конкурса хутшăнать, малти вырăнсене тивĕçет. Садике çÿренĕ вăхăтрах юрлассипе палăрма пуçланăскере Елена Корниловна Васильева музыка вĕрентекенĕ асăрханă, пултарулăхне аталантарма пулăшнă. Хĕрача шухăшĕпе, чунтан шăрантаракан юрă илемлĕрех янăрать.

«Тантăш» хаçатăн çавăн пек маттур та пултаруллă вулакан пурришĕн эпир, редакци ĕçченĕсем, чунтан хĕпĕртетпĕр.

— «Тантăшпа» малашне те туслă пулăп, — тет Ангелина. — Ăна кашнинчех савăнса, лайăх туйăмпа вулатăп. Алла тытсанах чи малтан сăвă рубрикипе паллашатăп, ачасен калавĕсене вулатăп. Тавракурăма анлăлатма питĕ пулăшать вăл!

Лариса ПЕТРОВА.

Канаш районĕ,

Катек шкулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.