Çын тĕллевсĕр пурăнмасть

24 Чÿк, 2016

Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи вырма кăтартăвĕсем тата малашнехи плансем пирки канашлу ирттерчĕ. Ăна ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков ертсе пычĕ. Канашлăва ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен тата республикăри хуçалăхсен ертӳçисем, агрономсем хутшăнчĕç.

Сахăр кăшманĕ, соя...

Министерствăн инноваци, отрасль аталанăвĕн тата çĕр ĕçĕн пайĕн ертӳçи Владимир Васильев «2016 çулхи ĕççи пĕтĕмлетĕвĕ тата 2017 çулхи тĕллевсем» ыйтупа доклад турĕ.

Кăçал тĕрлĕ культурăна республикăра 576,3 пин гектар çинче акса-лартса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 2,6 пин гектар нумайрах. Çак шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 293 пин, çĕрулми - 32,9 пин, пахчаçимĕç - 5,2 пин гектар йышăннă. Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 627,5 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 7 процент нумайрах. Тухăç - гектартан 21,1 центнер. Ку тĕлĕшпе Елчĕк районĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать: пĕтĕмĕшле 62,8 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ кунта. Асăннă тăрăхра тухăç та пысăкрах.

Çĕрулмине кăларма çанталăк чăрмантарчĕ. Ăна пĕтĕмпе 590,3 пин тонна пуçтарнă. Ку виçе иртнĕ çулхин 84,3 проценчĕ чухлĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» уй-хире юлнине те пытарма кирлĕ мар.

Аграрисем çултан çул тухăç нумайрах паракан хĕвелçаврăнăш, сахăр кăшманĕ, тĕшĕлĕх куккурус, тип çу юхтармалли культурăсем туса илес енĕпе лаптăксене ӳстерсех пыраççĕ. Сăмахран, хĕвелçаврăнăш тупăшлă культура пулнине палăртрĕ Мансур Калмыков. Çавăн пекех сахăр кăшманĕ те. Ара, пылак çимĕç çынна яланах кирлĕ. Ăна çитĕнтерекен хуçалăхсем хушшинче çулсеренех Раççей шайĕпе конкурс ирттереççĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх унта Чăваш Енрен 4 хуçалăх палăрнă: Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма, Комсомольски районĕнчи «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ, асăннă районти «Сюрбеево» пĕрлешӳ тата Улатăр районĕнчи И.Сергунин фермер хуçалăхĕ. Канашлура çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе чысларĕç.

Хĕвелçаврăнăш çитĕнтерекен хуçалăхсене субсиди парса пулăшнине те асăнса хăвармалла. Маларах республикăри пĕр хуçалăхра та куккуруса тĕшĕлемен. Халĕ çак енпе ĕçлекенсем пур. Ара, унăн тухăçĕ тырăран виçĕ хут пысăкрах темелле: кашни гектартан 80-90 центнер.

Тухăçлă культурăсен шутне соя та кĕрет. Унта кукурус тĕшшинчи пекех белок нумай. Çавна май ĕнене çитерсен продукци ытларах туса илме, унăн пахалăхне лайăхлатма май пур. Çитменнине вăл хăть мĕнле çанталăкра та лайăх çитĕнет. Çак культурăна ытларах Америкăра ӳстереççĕ. Чăваш ял хуçалăх наука-тĕпчев институтĕнче сойăн çĕнĕ сорчĕсене кăларас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Ку культурăпа 30 çул ытла кăсăкланаççĕ унта. Сăмахран, «Чер-1» сорт шăрăх çанталăка пачах та кăмăлламасть. Вăл 60-67 см çитĕнет. «Питĕ лайăх сорт», - терĕ ун пирки институт специалисчĕ Маргарита Фадеева.

 

Умра - çураки

Кĕрхи культурăсем акас енĕпе 16 район плана тултарнă. Сăмахран, Çĕмĕрлесем ку тĕлĕшпе - чи маттуррисем ?130 процент%. Улатăр, Комсомольски, Вăрмар, Шупашкар тата Тăвай районĕсем плана тултарайман. Кăçал кĕрхисене пурĕ 96 пин гектар акса хăварнă ?2015 çулта 85 пин гектар%.

Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту та çирĕп. Район администрацийĕсем чылай çул усă курман 140 пин гектар лаптăка тупса палăртнă. Çав шутран 97 пинĕ сухаласа акма юрăхлă. Кăçал 25 пин гектара ĕçе кĕртнĕ. 2020 çул тĕлне вара пĕр гектар та пушă юлмалла мар. Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк тăрăхĕсенче çĕрпе туллин усă курнине палăртма кăмăллă. Улатăр, Канаш районĕсенче вара хытхура ӳсекен лаптăк чылай.

Хĕл хырăмĕ пысăк тенешкел хуçалăхсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ: утă - 106,4 пин, сенаж - 233,7 пин, силос - 176,4 пин тонна. Çĕр ĕçченĕсем 2010, 2013-мĕш çулсене асра тытнă май выльăх апатне халĕ кашни çул ытларах янтăлама тăрăшаççĕ.

Канашлура мелиораци, вăрлăх ыйтăвне те хускатрĕç. Паллах, тырпул тухăçĕ - вăрлăх пахалăхĕнче. Ку тĕлĕшпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче юлашки ретре тăрать. Сăмахран, 2016 çулта паха вăрлăх шайĕ Пушкăртстанра - 87,2, Оренбург облаçĕнче - 87,8 процентпа танлашнă пулсан, пирĕн республикăра - 43,5 процентпа çеç.

Уй-хирте ĕç шавĕ лăпланнă. Анчах çĕр çыннин ĕç пĕтмест. Умра - çураки. Ăна хатĕрленнĕ май малашнехи плансене те палăртрĕç канашлăва хутшăннисем: вăрлăх пахалăхне ӳстермелле, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле, агротехнологисемпе, минерал удобренийĕсемпе тĕрĕс усă курса ĕç тухăçлăхне лайăхлатмалла тата ыт. те.

Çурхи ĕç-хĕле епле ирттерни вара çитес çулхи тухăçра та палăрĕ. Ахальтен мар урапана - хĕлле, çунана çулла хатĕрлеме хушнă ваттисем.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.