Пĕчĕк ялăн пулас художникĕсемпе юрăçисем...

24 Чÿк, 2016

Шкул умĕпе тулли тиевлĕ машина иртсе пынă чухне умлăн-хыçлăн пи-и-ик! пи-и-ик! кăшкăртрĕ. Коридорта вылякан виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класс ачисем сасартăк шăпланчĕç те кантăкран урамалла пăхрĕç.

— Никита, эсĕ те ÿссен шофер пулатăн ахăртнех. Утă-улăм тата ытти япала турттарса парăн кÿршĕ-арша, — терĕç хĕрачасем Никита Иванов çине пăхса.

Йăл кулчĕ арçын ача, унтан пуçне пăркаларĕ.

— Çук, манăн ĕмĕтсем урăхларах. Эпĕ повар пуласшăн. Анне пекех тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çынна савăнтарасшăн, — терĕ Никита мăнаçлăн. — Кăмпана та çÿреме юрататăп. Ара, унран та тутлă апат хатĕрлеме пулать-çке! Пулла çÿреме кăмăллатăп. Вăлта хулкки вылямасан питех те тунсăх тепĕр чухне. Пĕррехинче хреснеанне карп илсе килчĕ. Ăшаларăмăр. Мĕн тери тутлă пулчĕ! Килес çул эпĕ те çавăн пек пысăккисене тытма ĕмĕтленетĕп. Илюшпа Егор шăллăмсем ÿссен пĕве хĕрринчен татăлма та пĕлмĕпĕр-ха.

— Эпĕ парикмахер пулăп! Çынсене хитре прическăпа савăнтарăп. Ку ĕçпе кăсăкланма тытăнтăм та. Аньăпа Таня йăмăксен çÿçĕсене тураса çивĕтлетĕп, — тет тăваттăмĕшĕнче вĕренекен Настя Георгиева мăнаçланса та хăпартланса.

— Ÿссен мĕнле професси суйлассине çак вăхăтра калама пултараймастăп. Кун пирки пĕрре те шухăшламан. Мана сирĕнпе пĕрле вĕренме кăмăллă. Пушă вăхăтра йĕкĕреш йăмăкăмсемпе Ангелинăпа тата Аньăпа вылятпăр, юрă итлетпĕр. Пĕлетĕр-и, юлташсем, юрă вăл мĕн тери хăватлă. Ăна нимĕнпе те танлаштарма çук. Музыка итлесе ларнă май эпĕ шухăшпа таçта-таçта çитсе куратăп. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Çук, юрă-кĕвĕ çынна çеç мар, чĕрчунсемпе ÿсентăрана та хăват парать. Ĕненетĕп! Манăн йăмăксем вара пÿлĕмре юрă янăраса кайсанах йăл! кулаççĕ, алă çупаççĕ, хаваслăн сиккелеççĕ. Тен, кам пĕлет, ÿссен юрăçă пулатăп, — палăртрĕ хăй шухăшне Даша Артемьева.

Урамри илемлĕхе сăнаса тăракан Настя Еманова та калаçăва хутшăнмасăр чăтаймарĕ.

— Куратăр-и, тулта хĕлле пулин те — хитре! Тавралăх шурă кавирпе витĕнни, сырăшри апатпа кайăксем чĕвĕлтетсе хăналанни, тÿлеккĕн çил вĕрни — йăлтах кăмăла çĕклет. Эпĕ çак илеме паянах хут çине ÿкерес тетĕп. Манăн питĕ художник пулас килет, — пĕлтерчĕ хăй шухăшне пултаруллă хĕрача.

Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ. Ачасем класа васкарĕç. Юратнă вĕрентекенĕ Елизавета Иосифовна вĕсене курсан ăшшăн кулчĕ. Сывлăх суннă хыççăн çĕнĕ тема пуçларĕ. Виççĕмĕшсемпе тăваттăмĕшсем унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшрĕç...

Элиза ВАЛАНС.

Вăрмар районĕ,

Шăплат пуçламăш шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.