Кашни плита хумассерен юмах çуралать

24 Ноя, 2016

Кирек кам патне кайсан та чылай хваттерте /хваттерте кăна мар, ялта та/ стенасене е урайне плита çыпăçтарса илемлетнине асăрхама пулать. «Вăт, çак ĕçе тăвакан çыннăн алли чăннипех те çыпăçуллă», — тетĕн ун пек чухне. Сăнÿкерчĕкре халь акă эсир Александр Иванов плитка хуракана куратăр. Унăн алли, ним çукран нимĕр тума пултарать тенешкел, самантрах темĕнле кăткăс япала та тăвать. Вăл тĕрлĕ тĕслĕ кафель плитасенчен чăннипех те юмахри пÿлĕм ăсталама пултарать. «Икĕ алăра ĕç вĕрет», — тенĕ чăвашсем. Ку ĕнтĕ Саша пирки каланăнах туйăнать. Унăн ĕçĕпе вĕçĕмсĕр киленме май пур, мĕншĕн тесен вăл юмах тĕнчин алăкне уçса асамлă курăну патне илсе çитерет.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: чăн-чăн ăста хăйĕн ĕçĕпе питех те кăмăллă.

Андрей АНДРЕЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.