Наталья КУЗЬМИНА: Пĕчĕк чухнех йĕлтĕрпе ярăнас килетчĕ
Кăçал çавра юбилейне паллă тума хатĕрленекен спортсменка Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри шутланать. Çамрăк чухнех тĕрлĕ ăмăртура палăрнăскер 40 çула çитсен те спортран кайма васкаман. Пачах урăхла: унăн тата çĕнĕ вăй-хăват хушăннă тейĕн - ветерансен хушшинче иртекен турнирсене хутшăнма пуçланă. Нимĕнле йывăрлăха та парăнма хăнăхман хĕрарăм çĕршывра кăна мар, тĕнчери пысăк ят-сумлă йĕлтĕрçĕ пулса тăнă. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Наталья Петровна хăйĕн ăсталăхне тепĕр çĕнтерÿпе çирĕплетрĕ: тĕнче кубокĕнчен 4 медальпе таврăнчĕ.