Комментировать

17 Апр, 2015

Нÿхреп çăлса хăварнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем паянхи кун Тутар Республикинче те питĕ сахал юлнă. Нумай ялта çук та темелле. Манăн вăрçăн чăн-чăн ветеранĕпе курса калаçма тÿр килчĕ. 92-ре пулсан та, ăслă-тăнлă, мĕн пулса иртнине халĕ те асра тытать. Иван Николаевич Титовпа эпĕ Чистай хулинче тĕл пултăм. Чăваш хаçатĕнче ĕçлекен корреспондента хапăл пулчĕ, питĕ хĕпĕртерĕ.

- Эпĕ Чистай районĕнчи Ишельел ялĕнче 1923 çулта çуралнă. Çемьере пĕр ача кăна, пĕртăвансем çук манăн. Йывăр килчĕ вăл вăхăтра. Пирĕн çемьене те «кулак» тесе Мускав леш енне вăрман касма ăсатрĕç, - пуçларĕ хисеплĕ ватă асаилÿ çăмхине сÿтме. - 1931 çулта атте ÿпкепе чирлесе вилчĕ. Пире таврăнма ирĕк пачĕç. Тăван ялта пурăнма вырăн пулмарĕ, çын патĕнче хĕсĕнтĕмĕр. Колхоза ĕçе илмерĕç. Чистай хулине тухса кайма тиврĕ. Анне педтехникумра тирпейлÿçĕре тăрăшрĕ. Кураймансем кунта та тупăнчĕç - «кулаксем» тесе элекленĕ хыççăн ĕçрен кăларса ячĕç. 1935 çулта вербовкăпа Украинăна тухса кайрăмăр. Анне Запорожье хули çумĕнчи совхозра дояркăра ĕçлерĕ. Эпĕ, 12 çулти ача, шăвăç ĕçне вĕренме вырнаçрăм. Шел, нумай пурăнма тивмерĕ унта - кукаçи чирлĕ тесе çыру килчĕ. Яла таврăнсан Аксу районĕнчи Саврăш шкулне çÿреме пуçларăм. 5 класс таран вĕрентĕм те пăрахрăм. Пурнăç йывăртан, укçа çитменрен. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.