Комментировать

17 Апр, 2015

Йÿнĕ хаçатсенчен тулли хыпар илейместĕн

Хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пуçланас умĕн Республикăри почта çыхăнăвĕн управленийĕн ертÿçисемпе тĕл пулса икĕ енĕн мĕнпур тăкакне, мĕнле тăкаксем мĕнпе çыхăннине палăртса килĕшÿсем тăваттăмăр. Вĕсене тĕплĕ тишкерсе çирĕплетнĕрен хаксем редакцисене те, почтăна та тивĕçтеретчĕç, çав хушăрах хаçат-журнал çырăнакана та çырлахтаратчĕç. Çакă пĕтĕмпех почтăпа хаçатсем пĕр çыхăра пулнăран, халăхшăн пĕр ĕçех тунине ăнланнăран пулса пычĕ. Унсăр пуçне, кăна каласа хăвармаллах, Республикăн хаксен комитечĕ çырăнтару хакĕсене тĕрĕслесе тăни те асăннă пахалăхсене упраса тăма витĕм кÿчĕ, пĕри теприне кÿрентересрен хÿтĕлерĕ.

Çапларах пурăнтăмăр - Мускавра МАП /Межрегиональное агентство подписки/ туса хуриччен, хаçат-журнал çырăнмалли хаксене çак тытăм йĕркелесе тăма пикениччен. Кăсăкли акă мĕн, журналистсен хушшинче çÿрекен хавха - «МАПа шансан макăру пуçланать» тени - тĕрĕсе тухрĕ. Агентство хуçисем пирĕнпе, хаçатçăсемпе, канашлама пăрахрĕç çеç мар, хăйсем тĕллĕнех экспериментсем ирттерме пуçăнчĕç. Чи малтанах Шăмăршă, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Тăвай, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Комсомольски, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчи почтамтсене пĕтерсе республикăра 9 почтамт кăна хăварчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти те сыхланса юлаймарĕ - ăна Шупашкарти çумне пĕрлештерчĕç. Хаçат-журнал çырăнтарăвне, кăларăмсене халăх патне илсе çитерессине тухăçлăрах тăвас тĕлĕшпе йĕркеленĕ эксперимент никама та - ялсенчи çыхăну уйрăмĕсене те, редакцисене те - усă кÿмерĕ. Пачах тепĕр май - вуншар чăрмав кăларса тăратрĕ. Вĕсенчен пĕри, пире сиен кÿрекенни - çырăнтару хакĕсем. Халĕ ăна пĕтĕмпех МАП татса парать, ĕлĕкхи пек шайлаштарассин «шăрши-марши» те юлмарĕ. Сăмахăмсене пĕр-икĕ тĕслĕхпе çирĕплетер-ха.

Куллен пичетленекен «Хыпар» хаçата 2014 çулăн пĕрремĕш çурри валли çырăнса илмелли хак 460 тенкĕ те 86 пусчĕ. Çак хисепрен 316 тенкĕ те 86 пусне Агентство хăйĕн валли хăварчĕ. Иккĕмĕш çур çулта хака пушшех те хăпартрĕ - 744 тенкĕ те 12 пуса çитерчĕ. Редакцине памаллине вара татах пĕчĕклетрĕ - кашни экземпляршăн 144 тенкĕ çеç куçарчĕ. Паллă ĕнтĕ, хака тăруках ÿстернĕрен «Хыпара» çырăнакан йыш самаях чакрĕ.

Кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли хак, мартăн 31-мĕшĕччен, 737 тенкĕ те 70 пусчĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен 60 тенкĕ те 36 пус хушса 798 тенкĕ те 06 пуса çитерчĕç. Тĕлĕнмелле те, редакци кассине кĕмеллине малтанхи шайрах хăварнă - 144 тенкĕ.

Рынок экономикин хутшăнăвĕсенче хаçатçăсен партнерĕ пулмалли МАП хак тĕлĕшпе пĕр енлĕ çул-йĕр суйласа илни «хыпарçăсемпе» вулакансене ниепле те çырлахтарма пултараймасть. Агентство малашне те хальхи пекех ĕçлесен пичет кăларăмĕсен тиражĕ ÿсессе шанни шыва сенĕкпе йăтма хăтланниех. Анчах та МАП хуçисем улшăнасса, хаçатсен тăкакĕсем те нумаййине ăнланса илессе кĕтсе лармасăр чăваш хаçачĕсемпе журналĕсен тиражне хальхи шайра упраса хăварассишĕн мĕн тумалла, мĕнле меслетсемпе çĕнĕлĕхсене çул памалла.

Çырăнтару ĕç-хĕлĕ тата ытти ыйту тавра çак кунсенче çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе, унтан Вăрнар почтамчĕн ертÿçипе Геннадий Петрович НИКИТИНПА калаçрăмăр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.