Вĕсем - вилĕмсĕр
Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи Фадей тата Агрепина Кузьминсен çемйинче 6 хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ. Кĕçĕнни Кузьма пулнă, вăл 1921 çулта çуралнă. Улттă тултарсан амăшĕсĕр юлнă, ашшĕ те нумай пурăнайман. Кузьмана аппăшĕ - Марфа - пăхса усранă. Шкултан вĕренсе тухсан çамрăк пĕр вăхăт тăван колхозра ĕçленĕ.
Çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнсан вăл малтанхи кунсенчех çапăçăва кĕнĕ.
Фронтран аппăшĕ патне янă пĕр çырăвĕнче вăл çапла хыпарлать:
«Юратнă аппа! Чи малтанхи йĕркерех манран пысăк салам йышăнма ыйтатăп.
Мĕнле пурăнатăн эсĕ, аппа, сывах-и?
Эпир тăшманпа çапăçатпăр. Хаяр тытăçусенче мана темиçе те амантрĕç. Юлашки хутĕнче госпитальтен сывалса тухнă хыççăн каллех вăрçа кĕтĕм. Киле отпуска ямаççĕ-ши тесе шухăшланăччĕ, анчах май килмерĕ. Хальхи вăхăтра хама йĕркеллех туятăп. Вăрçă пĕтсен, сывă юлас пулсан таврăнăп-ха, тĕлпулăпăр. Аппа, эсĕ сывă пурăн, маншăн ытлашши ан кулян. Эпĕ таврăнасса питĕ шанса кĕт. Таврăнатăпах. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. Ялти хыпарсене пĕлтер.
Юлашкинчен тепĕр хут салам яратăп.
Кузьма Фадеев». Малалла вулас...