Комментировать

17 Апр, 2015

«Хыпар» тусĕсен клубĕн уставĕ

1.

«Хыпар» Тусĕсен Клубĕ /малалла ХТК/ членĕ пулма ырă кăмăллă, таса чунлă, шÿтлеме-кулма юратакан, çын шÿтленине хаклама-ăнланма пĕлекен, сĕннĕ сăра куркине тĕппипе пушатакан, йывăрлăхсенчен хăраман, укçи-тенкипе ылтăн-кĕмĕлне хăйĕнпе пĕрле тепĕр тĕнчене илсе кайма ĕмĕтленмен, чăваш халăхĕпе чăваш чĕлхине чунтан юратакан, «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçатсемпе журналсене тахçантанпа е нумаях пулмасть çырăнса илекен, çынсене çырăнса паракан, тăрăшса вулакан, «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçатсемпе журналсене юлашки укçине шеллемесĕр киосксенче туянакан Чăваш Енре, Раççей Федерацийĕнче тата ытти çĕршывра пурăнакансем пулма пултараççĕ.

2.

2.1. ХТК членĕ пулма шкул ачисем те /«5»-«4»-семпе те «3»-семпе çеç вĕренсен аванрах/, тĕрлĕ колледж-техникум-университетра ăс пухакан студентсем те, хресченсемпе рабочисем те, профессорсемпе академиксем те, пĕчĕк е пысăк пуçлăхсем те, тивĕçлĕ канури хисеплĕ кинемейсемпе мучисем те пултараççĕ.

2.2. ХТК членĕн «Хыпар» хаçатпа «Хыпар» Издательство çурчĕн ытти кăларăмĕсене хăçан, ăçта тата камсем мĕнле тĕллевпе йĕркеленине лайăх пĕлмелле, хăйсем пĕлнине ыттисене пĕлтерме тăрăшмалла.

2.3. ХТК членĕн шăрăхра та, сивĕре те, çĕршывра кризис хуçаланнă чухне те, кризис иртсен те «Хыпар» Издательство çурчĕпе яланах туслă çыхăну тытмалла, хăй ХТК членĕ пулни çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар.

3.

3.1. ХТК членĕсен «Хыпар» Издательство çуртне кăнтăрла та, каçпа та кĕрсе тухма тата телефонпа шăнкăравлама ирĕк пур.

3.2. ХТК членĕсем «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан хаçатсемпе журналсенчи чи паха, чи ăнăçлă та кăсăклă материалсемпе чи пултаруллă журналистсене палăртас ĕçе хутшăнма, ку тĕлĕшпе хăйсен сумлă сăмахне татăклăн калама пултараççĕ.

3.3. ХТК членĕсем «Хыпар» Издательство çуртне унăн чăваш халăхĕпе истори умĕнчи тивĕçне пурнăçлама ырă сăмахпа та, укçа-тенкĕпе те çине тăрса пулăшаççĕ.

4.

4.1. «Хыпар» Тусĕсен Клубне çак Клубăн президенчĕ ертсе пырать. Ăна яваплă çак ĕçе 3 çул хушши туса пыма ХТК президиумĕ суйлать.

4.2. ХТК президиумĕ 7 çынран тăрать. Ун йышне ХТК тусĕсенчен чи хастаррисем те, чи сумлисем е хăйсен ирĕкĕпе кĕреççĕ, е вĕсен кандидатурисене «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсемпе ХТК тусĕсем сĕнеççĕ.

4.3. «Хыпар» Тусĕсен Клубĕн президенчĕпе президиумĕ «Хыпар» Издательство çурчĕ епле ĕçленине, епле аталаннине хак параççĕ, лайăхрах та тухăçлăрах ĕçлеме май туса параççĕ, пулă­шаççĕ.

4.4. ХТК тусĕсенчен чи хастаррисене, пуçаруллисене тата пултаруллисене «Хыпар» Издательство çурчĕ ячĕпе тунă пысăк пархатарлă ĕçĕсемшĕн «Хыпар» Издательство çурчĕн тусĕсен клубĕн хисеплĕ членĕ» ят параççĕ, çакна çирĕплетекен чаплă сертификатпа тата парнепе чыслаççĕ.

5.

5.1. «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕнче «Хыпар» Тусĕсен Клубĕн кăмăл-туйăмне, вăл тиркенине, ятланине, асăрхаттарнине, сĕннине шута хурать, пысăка хурса хаклать.

5.2. «Хыпар» Издательство çурчĕ хăй кăларса тăракан хаçат-журналсенче чи малтан ХТК членĕсем çинчен çырнă, е вĕсене халалланă материалсене кун çути кăтартма, вĕсем пичетлеме сĕнекен рекламăна май пур таран йÿнĕрех хакпа пичетлеме шантарать.

5.3. ХТК членĕсене çак сумлă та хăватлă, çутă тĕллевлĕ те пысăк пуласлăхлă пĕрлĕхре тăни ытти организацисемпе юхăмсен членĕ пулма чăрмантармасть.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.