Шифр уççине тинех тупрăмăр

17 Апр, 2015

Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ шурă хут листине саккăра хутлатса çĕленĕ, кĕсьере чиксе çÿреме хатĕрленĕ типтерне /тетрадьне/ малтанхи хут 1906 çулхи çурлан 16-мĕшĕнче çырса хуни паллă. Юлашки тăватă страницăра /80-84-мĕш питсенче/ тата пĕрремĕшĕнче 11 саспаллинчен йĕркеленĕ клише çапса тултарнă. Ăна поэтăмăрăн 1957 çулта тухнă çырнисен пуххинче чăвашла «касса тунă саспаллисен чернилпа сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкĕ», вырăсла «отпечатки букв самодельного шрифта» тесе палăртнă. Асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ /Н.Ф.Данилов/ малтанхи çакă саспаллисене кăтартнă: Ч, Х, О, Т, Г, В, С. Типтерте лайăхрах çапăннă вырăнсенче çиччĕмĕш саспалли «С» мар, «О» пулни аванах курăнать, «В» тата «Р» паллăсене сылтăмран сулахай еннелле вуламалла çырса хунă, икĕ «У» паллине пуçхĕрлĕн çавăрса лартнă. Çапла вара, сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкре саспаллисем, акă, мĕнле черетленсе пыраççĕ: Ч, Х, О, Г, Т, В, О, Р, Х, У, У.

Виçĕ саспалли икшер хут тĕл пулни /Х, О тата У/, икĕ палла сылтăмран сулахаялла, теприне пуçхĕрлĕн çавăрса вулама тивни çак клише саспаллисен ÿкерчĕкĕ кăна марне, кунта темĕнле информаци пытарăннине, ăна шифрласа хунине уççăнах ăнланса илетĕн. Вăрттăн çăра уççине шыра-шыра эпĕ миçе çĕр çывраймарăм-ши, миçе тĕлĕк курмарăм-ши? Пĕрре тĕкĕр тытса вулама хăтланатăп, тепре кутăн-пуçăн çавăрса, хутăн тÿнтерĕ енне çавăрса пăхатăп - ниепле те çыхăнуллă сăмах е текст кураймастăп. Кăçалхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Слакпуçне ятарласа кайрăмăр, çав типтере сканерпа ÿкерсе килтĕмĕр /типтер оригиналне тĕпчесе эпĕ клишере «С» паллă çукне, вăл япăхрах çапăннă «О» пулнине палăртрăм/. Манăн асапăм ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕç хыççăн киле çитсен вĕçленчĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.