Архив - Окт 2016

октября 21st

21 Окт, 2016

«Хыпар» 166-167 (27076-27077) №. 21.10.2016

21 Окт, 2016

Эрех-сăра ырри патне çитермест

Алкоголизм чирĕ мĕнрен пуçланать-ха? Çынсем эрехе ытларах чухне кăмăл-туйăма хăпартма ĕçеççĕ. Çак шĕвек ташлаттарать, юрлаттарать, çав вăхăтрах макăртать те. Никам та эрех серепине çакланасси е алкоголик пуласси çинчен шухăшламасть. Нумайăшĕ виçене пĕлсе ĕçетпĕр теççĕ. Шел те, малтанлăха кăна çавăн пек туйăнать. Çакă чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ: эрех çынна хăйĕн хăрушă серепине çавăрса илме, чура тума хăтланать. Ку вăхăтра çынна пулăшма çăмăлрах.

21 Окт, 2016

Турă панă пархатар

«Этемлĕх аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнчен те кашни çын телейлĕ пулма ăнтăлнă. Тĕрлĕ чир-чĕр вара унăн çулне пĕрре мар пÿлнĕ. Çавăнпа пирĕн пурнăçшăн медицина уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Амака сирекен сиплевçĕ пулма нумай пĕлмелле.

21 Окт, 2016

Марина АНИСИМОВА: Афган вăрçине кайнăшăн ÿкĕнместĕп

Мускав тата Сталинград çывăхĕнчи çапăçусенчи санитарка, госпитальти медсестра, тăшман салтакĕсене «шĕкĕлчекен» снайпер, каçхи тÿпери «тухатмăшсем», парăнтарнă Берлин урамĕнчи транспорт юхăмне йĕркелекен хĕр… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăр хĕрарăмсем çинчен

21 Окт, 2016

«Мерчен» хывнă çулпа

Шăмăршă районĕнчи Васанти «халăх» ята тивĕçнĕ таврапĕлÿ музейĕ çумĕнчи ачасен «Мерчен» фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе темиçе хут та киленме май килнĕ. Музей директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников пуçарăвĕпе 1990 çулта йĕркеленĕ ăна.

21 Окт, 2016

Чурачăкпа Тукай – вăрман хăртса никĕсленĕ ялсем

Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Димитриев пĕр хушă Чăваш патшалăх университетĕнче Чăваш АССР историне вĕрентрĕ. Республикăри ялсем епле пуçланса кайни çинчен наука ĕçĕ çырма хатĕрленчĕ.

21 Окт, 2016

Улькка Эльмен: Çырни – пурнăç çинчен шухăшланиех

«Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» /2001/, «Кая юлнă ÿкĕнÿ» /2002/, «Çирĕп чунлисем телейлĕ» /2010/, «Упраймарăм сана» /1-мĕш пайĕ, 2012, 2-мĕш пайĕ, 2015/ кĕнекесене вуланисем сăмах кам пирки пынине тÿрех ăнланса илчĕç пулĕ.

21 Окт, 2016

Хăватлă техникăпа çула тухаççĕ

Раççейĕн инçетре вырнаçнă тата пырса çÿреме кансĕр вырăнĕсенче ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ вĕçленмен-ха. Кун йышши районсенче экономикăн çак отрасльне кĕрекен 300 организаци, хресченсен /фермерсен/ —

795, уйрăм çынсен 25 пин хушма хуçалăхĕ тăрăх кăтартусем пухмалла.

Страницы