Марина АНИСИМОВА: Афган вăрçине кайнăшăн ÿкĕнместĕп
Мускав тата Сталинград çывăхĕнчи çапăçусенчи санитарка, госпитальти медсестра, тăшман салтакĕсене «шĕкĕлчекен» снайпер, каçхи тÿпери «тухатмăшсем», парăнтарнă Берлин урамĕнчи транспорт юхăмне йĕркелекен хĕр… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăр хĕрарăмсем çинчен сахал мар илтнĕ, вуланă. Анчах 1945 çул хыççăн та СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретĕнче сахал мар хĕрарăм медицина, çыхăну, администраци тата штаб должноçĕсенче службăра тăнă, тĕрлĕ хирĕçтăрăва, Афганистан, Чечня вăрçисене хутшăннă. Анчах вĕсем çинчен тĕплĕ çырса кăтартни ниçта та çук. Ку вăрçăсене миçе хĕрарăм хутшăннине çирĕплетекен официаллă хисепе те пĕлтермеççĕ.
Хăшпĕр çăлкуç кăтартнă тăрăх — 1979-1989 çулсенче Афган вăрçине 20-21 пин хĕрарăм хутшăннă. 1300-шĕ тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ, 60 яхăн çын пуç хунă. Чăваш Республикинчен ку вăрçа 15 яхăн /ытларах та пулма пултарать/ хĕрарăм хутшăнни паллă. Вĕсенчен пĕри — Марина Анисимова, Пули-Хумри хули çывăхĕнчи 329-мĕш çар госпиталĕнче медсестрара ĕçленĕскер. Йĕпреçре çуралса ÿснĕ хĕр унта Хусанти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн лекнĕ.
Мĕнпур чăрмава сирсе — тĕллев патне!
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем… Ун чухне кашнин чун-чĕринче патриотизм тапса тăрать. Тăван çĕршывшăн вута та, шыва та кĕме хатĕр пулнă! — Марина Анатольевнăпа пуçарнă калаçу Афганистана каяс шухăш епле çуралнине сÿтсе явнинчен пуçланчĕ. — Унта вăрçă пыни çинчен пурте пĕлнĕ. Пĕр класра вĕреннисем иккĕн Афганистанра службăра тăнă. Вĕсене хамăн вăрттăн ĕмĕте пĕлтертĕм. «Кун çинчен ан та шухăшла. Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар», — тесе касса татрĕç.
Амăшĕ те хирĕç пулнă. «Хам чĕрĕ чухне ниçта та ямастăп», — çапла пулнă унăн сăмахĕ. Маринăн çывăх çыннин кăмăлне çавăрас тесе суйма та тивнĕ. Монголие каятăп тесен килĕшнĕ амăшĕ. Анчах ăсату каçĕнче суя çиеле тухнă.
— Эпĕ Афганистанра пулнă çулсем атте-аннешĕн питĕ йывăр тапхăр пулнă. Маншăн питĕ пăшăрханнă вĕсем, сахал мар каçа çывăрмасăр ирттернĕ. Кашни кун телевизорпа Афганистанри лару-тăрăва сăнаса тăнă. Манран çырусем вăрах хушă килмесен аннен пушшех те канăçĕ пĕтнĕ. Яла таврăнсан лăштах сывласа ячĕ вара вăл: «Тинех лăпкă çывăратăп ĕнтĕ». Хам анне пулса тăрсан тин ăнлантăм атте-аннене хурлантарнине. Халĕ, сăмахран, хĕрĕме ниçта та ярас çук, — тет Марина Анатольевна.
23 çулти çамрăк урăхларах шухăшланă çав. Каятăп та килетĕп, мĕн хăрамалли пур! Тата Марина парăнакан йышши мар, хăй сăмахĕнчен чакма хăнăхман, нимĕнле чăрмав та унăн ĕмĕтне татма пултарайман. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртесси — унăн характерĕн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри. Училище хыççăн хĕре направленипе Хусанти онкологи диспансерне ĕçлеме янă. Афганистана кайма вăл юлташ хĕрне те ÿкĕте кĕртнĕ.
— Унта каяс тенипе кăна мар, питĕ тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Кандидатурăсене Çар комиссариачĕ, комсомол райкомĕ пăхса тухаççĕ. Ют çĕршыва каймалла-çке! Йăлтах хатĕр ĕнтĕ, паян-ыран тухса каймалла. Кĕтмен çĕртен юлташ качча сиксе тухрĕ. Татăклă утăм тумалла чухне пĕччен тăратса хăварнăшăн питĕ кÿрентĕм ăна, — тет Марина.
Пĕчченех çула тухнă вара вăл.
— Чăтма çук шăрăх. Вĕрирен асфальт йăсăрланса тăрать. Йĕри-тавра тусем, тусем… Хальччен пĕлмен çĕршыва лекнине ăнланса илтĕм, — Афган çĕрĕ çине пĕрремĕш хут ура ярса пусни çапла çырăнса юлнă унăн асĕнче. — Пирĕн госпиталь Пули-Хумри хули çывăхĕнче вырнаçнăччĕ. Афганистанра чи хăрушши вăл — шыв, шăрăх çанталăк, гепатит тата вар-хырăм тифĕ. Инфекци чирĕсемпе нушаланакан питĕ нумайччĕ. Сăмахран, сарамак ернисем валли 50 вырăн уйăрнăччĕ. Анчах эпидеми вăхăтĕнче чирлисен шучĕ 400 çынран та иртетчĕ. Ун чухне гепатит сиенленисем паян кун та асапланаççĕ. Пĕлĕшсен хушшинче пĕвер циррозĕпе вилнисем йышлă. Гепатит çакнашкал кăткăс чирсем патне илсе çитерет.
Совет салтакĕсен госпиталĕнче вырăнти халăх та сипленнĕ.
— Мина çинче сирпĕнсе алăсăр, урасăр юлнă ачасем паян та куç умĕнчен каймаççĕ, — тет Марина Анатольевна. — Вăхăт иртнĕ май ячĕсем манăçаççĕ паллах. Пĕр пĕчĕк хĕрачана Çĕнĕ çул уявĕ туса пани халĕ те асрах. Урине татнăччĕ, костыльпе çÿретчĕ. Печени çине çăратнă пылак сĕт сĕрсе торт хатĕрлерĕмĕр, пĕчĕкскере сăйларăмăр. Питĕ савăнчĕ мĕскĕн.
Терапи уйрăмĕнче вырăнти пуянсем те сипленнĕ. Пĕччен мар, тарçисемпе пĕрле. Вĕсем хуçине пĕчĕк ача вырăнне хурса пăхнă. Çитернĕ, тумлантарнă, урисене çуса янă… Кунашкаллине, паллах, пире ăнланма йывăр. Çапах та урăх çĕршыв, урăх йăла-йĕрке.
— Аманнă салтаксене илсе килетчĕç. Пĕрин аллисем çук, теприн — урисем, куçĕ… Питĕ шеллеттĕмччĕ. Госпитальте пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн вĕсене Ташкента, Подольска, ытти хулана ăсататчĕç. Малашнехи пурнăçĕ мĕнле килсе тухнă-ши вĕсен? — Марина Анатольевна каланă çак сăмахсем хыççăн ирĕксĕрех куç шывланать. Пĕлетпĕр-çке, Афганистан вăрçи пин-пин çын шăпине хуçса-амантса хăварнă. Никама та шеллемен, хĕрхенмен…
Вăйлă хĕрарăм
Вут-çулăм айĕнче пиçĕхнĕ салтаксенчен чылайăшĕ тăнăç пурнăçа йывăррăн хăнăхнă. Теприсем вара вăй-хал çитереймен: е ĕçкĕ авăрне путнă, е çут тĕнчепе вăхăтсăр сывпуллашнă…
— Тăван тăрăха таврăнсан пачах урăх пурнăçа лекнĕн туйăнчĕ. Унта вĕт кашни кун йĕп çинчи пек пулма хăнăхнă. Паянхи кун мĕнпе вĕçленессине, вăл мĕнпе тĕлĕнтерессине, хăратассине никам та пĕлмест. Кашни самантрах мĕн те пулин сиксе тухма пултарать. Кунта вара çавнашкал хăнăхнă лару-тăру çук. Çумра вутра пиçĕхнĕ юлташсем те çук. Малтанхи вăхăтра питĕ йывăрччĕ, — иртнине куç умне кăларнă май пĕлтерет Марина Анатольевна. — Афганистанра эпĕ çулталăк çурă пулнă. Пире 1989 çулхи кăрлач уйăхĕнче илсе тухрĕç. Шăпах тата 90-мĕш çулсем пуçланчĕç. Çĕршывра тем пулса иртет, чунра темскер хуçаланать — пĕрре те çăмăл марччĕ.
Вăрçăра çеç мар, тăнăç пурнăçра та вăйлă пулмалла çав. Çакна ăнланса илнисем çăлăнса тухайнă, пурнăçне йĕркелесе янă. Ăнланса илейменнисем вара… Çакăн йышшисем Марина Анатольевнăн пĕлĕшĕсен хушшинче те чылай.
— Йĕпреç районĕнчи пĕр салтак вăрçăран инвалид пулса таврăнчĕ. Куçсăр, урасăр. Авланма хатĕрленнĕччĕ вăл. Анчах хĕрĕ юратăва таса упрайманнине пĕлнĕ хыççăн çакăнса вилчĕ. Григорий Быков офицера Афганистанра пĕлмен çын пулман. Разведчиксен ротин командирĕнчен душмансем хăраса тăнă. Унăн пуçĕшĕн миллион пама хатĕр пулнă. Анчах подполковник кунти пурнăçа хăнăхаймарĕ, перĕнсе вилчĕ. Вăрçăра вĕсем харсăр пулнă, паттăр ĕçсем тунă. Кунта вара вăйсăр çынсем пулса тăчĕç, тăнăç пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтереймерĕç, — тет Марина Анатольевна.
Хăй вăл — чăннипех вăйлă хĕрарăм. Пур йывăрлăха та çĕнтерме пултараканскер. Вăрçăран таврăнсан çухалса кайман. Чылай çул республикăри тухтăрсен ăсталăхне ÿстерекен институтра интернатурăпа ординатура пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Пĕлтĕр вара юлташĕсемпе пĕрле вĕрентÿ центрĕ йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра вăл — директорăн дистанци вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ.
— Афганистана кайнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Унта питĕ нумай юлташ тупрăм. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вĕсем. Халĕ те час-часах тĕл пулатпăр, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр. Вăрçă кунĕсене аса илетпĕр. Хамăр пулнă вырăнсене питĕ кайса курас килет. Пĕррехинче интернатурăра Афганистанран килнĕ çамрăк вĕренчĕ. Вăл мана хĕрарăмсен наци тумне, паранжа, арçынсен пуçа тăхăнмалли хатĕрне тата шарф парнелерĕ. Хăнана та чĕнет. Çарти туссемпе пĕрле каяс ĕмĕт пур-ха, — тет Марина Анатольевна.
Вăрçă — хĕрарăм ĕçĕ мар. Анчах унта лекме шăпа пÿрнисем арçынсемпе танах çар пурнăçĕн йывăрлăхĕсене чăтса ирттернĕ. Патшалăх вара темшĕн çакна шута илмест, арçынсенчен уйăрать. Вĕсем çар çыннисем мар, хăйсен ирĕкĕпе кайнă çынсем шутланаççĕ. Пакунпа çÿремен пулин те Тăван çĕршыв умĕнче тупа тунă, çар йĕркипе пурăннă. Афган вăрçине хутшăннă медсестрасемпе телефонисткăсем, сутуçăсемпе поварсем, официанткăсемпе бухгалтерсем, ытти должноç тивĕçĕсене пурнăçланисем вăрçă ветеранĕсен йышне кĕнĕ пулин те патшалăх çак ушкăнрисене тивĕçтерекен çăмăллăхсемпе усă кураймаççĕ. Саккун ирĕк памасть.
Туслăх та, юрату та
Хĕрарăм — этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Вăл вăрçăра та хĕрарăм пулма пăрахмасть. Марина Анатольевна каланă тăрăх — хитре, илемлĕ курăнас килнĕрен тепĕр чухне кулăшла лару-тăрăва кĕрсе ÿкни те сахал мар пулнă.
— Пире госпиталь вырнаçнă тăрăха Кабултан вертолетпа илсе кайрĕç. «Вертушка» çине ларнă чухне пурне те парашют тăхăнтартаççĕ. Ăна мĕнле тăхăннине курнă ĕнтĕ. Вăт пирĕн хушăра Питĕртен килнĕ питĕ «моднăй» хĕр пурччĕ. Вăрçăра — тем çÿллĕш кĕлеллĕ пушмакпа, ансăр кĕп-кĕске кĕпепе… Ăна курсан пирĕн куçсем чарăлса кайрĕç. Хайхискере парашют тăхăнтартнине пăхма пурте пухăнчĕç, — кула-кула каласа кăтартрĕ Марина Анатольевна. — Кайран унпа пĕр пÿлĕмре пурăнма пуçларăмăр, юлашкинчен туслашсах кайрăмăр.
Тепрехинче госпитальте ĕçлекен туссем ташă каçне кайнă. Сайра хутра кăна йĕркеленĕ ăна, çавна май ташă каçĕ хĕрсемшĕн чăн-чăн уяв шутланнă. Унта кайма тĕплĕ хатĕрленнĕ. Хитре пулас килнĕ-çке.
— Ун чухне манăн çÿç вăрăмччĕ. Çăнăх сапса шуратрăмăр. Тепĕр тусăмăн çÿçне кăвакартрăмăр. Барановскаян кĕске çÿçне пылак шывпа чĕрĕп пек тăратса ятăмăр. Кайрăмăр ташлама. Унта шăрăх, сывлама çук. «Уй, манăн тар пылак», — тет Барановская. Хамăр чăх-чăх кулатпăр. Ташă каçĕнчен таврăнсан çăвăнма кайрăм. Хĕвел çинче кунĕпе тăракан пысăк бакри шыв вĕреме кĕретчĕ. Çав вĕри шывра чÿхентĕм те пÿлĕме кĕтĕм. Хĕрсем мана курсан хырăм тытса кулма пикенчĕç. Мĕн пулнă? Ман пуç чуста ăшĕнче иккен.
Çуралнă кунсене те паллă тунă. Анчах кашнинчех уяв сĕтелĕ хушшине ларма май килмен. 24 çул тултарнă куна Марина вут-хĕм айĕнче кĕтсе илнĕ. 1988 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пули-Хумрири артиллери склачĕсене сирпĕтнĕ.
— Уяв апачĕ хатĕрлеттĕмччĕ. Перкелешме пуçларĕç. Малтан майĕпенрех, кайран хытăрах. Душмансем е хамăрăннисем пенине сасăранах уйăрма хăнăхса çитнĕччĕ. Хальхинче темле урăхларах. Урама тухса пăхрăм та — складсен таврашĕнче хура тĕтĕм йăсăрланать. Çийĕнчех чирлисене эвакуацилеме команда пачĕç. Кăшт лăплансан каялла таврăнтăмăр. Йĕри-тавра пăхма хăрушăччĕ. Çур гарнизона çĕрпе танлаштарнă, аманнисем, пиçсе кайнисем нумаййăнччĕ. Пÿлĕмре те йăлт арканнă: мачча урайĕнче выртать, çÿлĕксем, ытти япала йăлт «пăтă» пулнă… Манăн шурă блузка вара, çуралнă кун ячĕпе тăхăнма хатĕрлесе хунăскер, хăй вырăнĕнчех çакăнса тăрать. Тем хулăнăш тусанпа çеç витĕннĕ…
Тепрехинче хĕрсем Совет Союзне отпуска каякан офицертан дезодорант илсе килме ыйтнă. Лешĕ сывлăша уçăлтармалли хатĕр илсе килсе панă. «Панулми шăрши кĕрет. Тутлă вĕт», — çапла ăнлантарнă вăл хăй çине тĕлĕнсе пăхакан хĕрсене. Мĕнех тăвайăн? Урăххи çук тăк… Ирсерен вара пикесем çав хатĕрпе хăйсене «тутлăлантарнă». Хĕрсем ним çукран нимĕр пĕçерме те пĕлнĕ. Сĕтел çинче тимĕр савăтри çĕрулми, пылак сĕт кăна пулин те хуран кукли тума та ăслай çитернĕ. Юратнă та…
— Вăрçăра кирек епле туйăм та çивĕчленет, — тет Марина Анатольевна. — Унта юрату та, курайманлăх та, туслăх та пур. Чылайăшĕ качча тухрĕ. Посольствăрах туйсем кĕрлеттерчĕç. Теприсен юратăвĕ ăнăçсăр вĕçленчĕ. Юрату туйăмĕ манран та пăрăнса иртмерĕ.
Чипер медсестра тавра сахал мар офицер явкаланнă. Вĕсенчен пĕри хĕр чĕрине тыткăнланă. Анчах вăрçă хыççăн вĕсен çулĕсем уйрăлса кайнă.
— Чи кăсăкли акă мĕн. Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 20 çул çитнине Мускавра Кремль керменĕнче паллă турăмăр. «Афган юратăвне» çавăнта пин-пин çын хушшинче тĕл пултăм. Чĕре кăлт-кăлт сикме пуçларĕ, сывлăш пÿлĕнсе ларчĕ… Вăхăт малаллах шăвать, анчах астăвăм вăйĕ чакмасть çав. Саппасри полковник, икĕ «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден кавалерĕ вăл. Шел, çемье пурнăçĕ ăнман унăн. Кайран чылайччен çыхăну тытрăмăр. Юлашкинчен вара вăл Турă çырни пулманнине ăнланса илтĕм, — тет Марина Анатольевна çамрăклăхри юратăвне аса илнĕ май.
Пĕррехинче Маринăна çураçма вырăнти лавккасен хуçи пынă. Госпитале юлташĕ патне килнĕскер çамрăк медсестрана тĕл пулнă, килĕштерсе пăрахнă. Кун çинчен куларах çапла аса илчĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм:
— Донецкри суту-илÿ институтне пĕтернĕскерччĕ вăл, вырăсла лайăх калаçатчĕ. Парнесĕр нихăçан та килмен. Пуçлăхран /унăн шухăшĕпе — вăл манăн атте/ мана хăйне качча пама та ыйтнă. Хĕрсем тахçанччен тăрăхласа кулса пурăнчĕç: «Лавкка хуçин майри пулаттăнччĕ. Ахалех хирĕçлерĕн». «У-у-у! Çук! Тăваттăмĕш е пиллĕкмĕш арăм пулмалла-и?» — теттĕм.
***
Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ Марина Анисимова паян çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывать. Шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче час-часах курма пулать ăна. Ачасемпе, студентсемпе тĕлпулусем ирттерет, Тăван çĕршыв чĕнсен ăна хÿтĕлеме кар! тăрасси кашни Раççей гражданинĕн таса тивĕçĕ пулнине çамрăксен ăс-тăнĕ, чун-чĕри патне çитерме тăрăшать вăл.
Валентина БАГАДЕРОВА
Комментарии
Алла Ник. Смолина
пт, 28/02/2020 - 10:51
Постоянная ссылка (Permalink)
Валентина БАГАДЕРОВА,
Валентина БАГАДЕРОВА, здравствуйте.
Не смогли бы Вы перевести на русский язык этот небольшой отрывок текста?
"Тепрехинче хĕрсем Совет Союзне отпуска каякан офицертан дезодорант илсе килме ыйтнă. Лешĕ сывлăша уçăлтармалли хатĕр илсе килсе панă. «Панулми шăрши кĕрет. Тутлă вĕт», — çапла ăнлантарнă вăл хăй çине тĕлĕнсе пăхакан хĕрсене. Мĕнех тăвайăн? Урăххи çук тăк… Ирсерен вара пикесем çав хатĕрпе хăйсене «тутлăлантарнă». Хĕрсем ним çукран нимĕр пĕçерме те пĕлнĕ. Сĕтел çинче тимĕр савăтри çĕрулми, пылак сĕт кăна пулин те хуран кукли тума та ăслай çитернĕ. Юратнă та…"
В сети появился переводчик с чувашского, но конкретно этот кусок переводится так:
"В следующий раз девушки попросили подвезти офицера, отправившегося в отпуск в Советский Союз, дезодорант. Тот принес готовый воздух для проветривания. "Пахнет яблоками. Ведь вкусно", - так объяснил он удивленным девушкам. Что делать? Нет другого... а по утру, барышни с этим снаряжением «вкусили» себя». Девушки знали, что ничего нет. Хотя на столе было только картошка, сладкое молоко, и даже умела лепить пироги. И любила…"
Конечно, можно додумать от себя, но таки лучше, чтоб от первоисточника.
С уважением
Алла Ник. Смолина
Комментировать