Архив - Окт 2016

октября 22nd

22 Окт, 2016

74-ра кăна-ха...

"74 çула çитрĕм. Шутлă кунсем юлчĕç пуль", — пăшăрханса калаçать хăшĕ-пĕри. Унашкал шухăш çынна пушшех ватăлтарать. "74-ран кăна иртрĕм-ха. Малашне мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх кĕтет", — хама çапла хавхалантарма хăнăхнă. Йывăрлăха чăтса ирттермелле, ыррине шанмалла. Хуйхăрса пурăнма юрамасть. Ирхине хĕвел тухнăшăн та, чĕрĕ-сывă пулнăшăн та савăнма пĕлмелле.

22 Окт, 2016

Ялта — ялти пек...

"Эпĕ чăваш хĕрарăмĕсене юратнине ăçтан пĕлтĕр?" — кил хапхинчен тухсах кĕтсе илчĕ пире Владислав Сергейчев. Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра ырă ят çĕнсе илнĕ çак арçын. Пулă тытать те — ытлашшине çынсене валеçсе парать. Килтен тухса çÿремен кинемейсем валли кăмпа татса килет.

22 Окт, 2016

«Анне çăкăрне çиеймерĕм»

«Пирĕн атте ялта пысăках мар пĕр арман тытса тăнă, çавăншăнах кулак тесе айăпланă ăна. Çемйине тĕпĕ-йĕрĕпех аркатма тĕв тунă. Аттепе аннене вунă çуллăха тĕрмене хупнă, мĕнпур пурлăхне туртса илнĕ.

22 Окт, 2016

Улпут хĕрĕ

«Çав кун, 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче, лайăх мара темĕн систернĕ-ши, сад пахчинче мунча хутнăччĕ. Çанталăкĕ питĕ хитреччĕ. Патăрьелти МТСра водительте ĕçлекен атте таврăнчĕ те вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕ.

22 Окт, 2016

Кушака шеллесе...

Нумай пулмасть кăна-ха телекуравăн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсенче хальхисенчен пачах урăхла сюжетсем кураттăмăр — ĕçчен çынсем çинчен каласа кăтартатчĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаратчĕç. Паллах, вĕсене курса ыттисен те çак шая çитес килетчĕ. Маттурпа камăн танлашас килмĕ-ха? Паян вара хăть те хăш каналпа та илемлĕ фильмсенче кăна мар, çĕнĕ хыпарсенче те çак ÿкерчĕк кăна — вĕлерÿ, çарату, вăрçă-харçă... Паллах, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлмешкĕн ирĕк пур халăхăн. Çапах та тĕп вырăна усал хыпар тухнине чун йышăнасшăн мар. Нивушлĕ пурнăçра ырри, çутти пачах юлмарĕ?

22 Окт, 2016

Пурнăç çăлтăрĕ

Манăн умра — Михаил Абрамовăн сăнÿкерчĕкĕ. Ун çине пăхса шухăша путатăп. Вăл Элĕк тăрăхĕнче 1923 çулта çуралнă. Çăмăл пулман унăн кун-çулĕ. Хура-шурне ачаран нумай тÿснĕ вăл.

22 Окт, 2016

Христофор Колумб йĕрĕпе

Лайăх пурнăçа çын хăвăрт хăнăхать. Анчах та паян лайăх пурăнма ая-яй! çăмăл мар. Чăн та, урапари пакша пекех çаврăнкалама тивет. Вĕçĕмсĕр, пĕр чарăнми, канма пĕлмесĕр... Черетлĕ отпуск çитсен хĕрĕмсемпе глобуса чылай çавăркаласа лартăмăр. Таçта та каяс килет, темĕн те курас килет... Анчах çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн сахалтан та е 7 вырăнта пĕр харăс тар тăкмалла, е ...пуян арçын тупмалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вĕсене “спонсор” теме пуçларĕç-ха. Пирĕншĕн вара икĕ варианчĕ те юрăхлă мар. Пĕрремĕшĕ — пĕр харăс çичĕ вырăнта ĕçлеме талăкра 24 сехет мар, 48 та çитес çук.

22 Окт, 2016

«Пурçăн» упăшка

Мĕн кăна илтместĕп ĕнтĕ сав­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­нă упăшкаран, мĕн кăна тÿсместĕп. Çук, манăннине çитес çуках-ха никамăн мăшăрĕ те. Манăн вăл çапах та — манăн. Манăн-и? Этем мар! Тулĕк пурăнатăп, тÿсетĕп. Мĕншĕн-и? Ачасемшĕн. Малтанах уйрăлса каясшăнччĕ. Аннене шеллерĕм. Ялта мĕн калĕç? Çынран аван мар. Ачасем те пĕчĕкчĕ ун чухне. Ашшĕ кирлĕ пек. Татах тÿсрĕм. Мана качча илнĕ чухне чиперех «юрататăп» тетчĕ. Вăрçса кайсан... мĕн кăна каламасть пуль. Хăш чухне, эпĕ кирлĕ чухне, манран лайăххи çук. «Ăçтан пулма пĕлнĕ-ши эсĕ? Мĕншĕн çав териех юрататăп-ха эпĕ сана?

22 Окт, 2016

Ан иккĕленĕр!

Çын яланах мĕн пирки те пулин иккĕленме хăнăхнă. Çĕнĕ ĕç пуçлас умĕн вара пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш явăнать — вăй çитĕ-и, ăнăçĕ-и, тĕллев пурнăçланĕ-и? Пĕрремĕш йывăрлăхпа тĕл пулсанах нумайăшĕн алă усăнать. “Шăпа телейлисем валли кăна алăкне уçать. Эпĕ вĕсен шутĕнче-и вара?”

Паян вулакана тĕлĕнмелле çынсем çинчен каласа кăтартас килет. Вĕсем йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăннипе ăнăçу патне çитнĕ.

Томас Алва Эдисон

Страницы