Ĕни те ишме пĕлет

22 Окт, 2016

Паян сысна усракансен ĕçĕ тупăшлă-и? Çак ыйту хуравне шыраса Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертене çитрĕм.

2013 çулта Валерьян Михайлова фермер хуçалăхне аталантармашкăн патшалăх 1 миллион тенкĕ грант панă. Çак укçапа сысна йышне пысăклатнă, техника туяннă. Валерьян Григорьевичпа Эльвира Егоровна 20-шер ама çăвăрлаттарма пуçланă. Унсăр пуçне 40-шер сысна çитĕнтерсе сутнă. Ĕçленине кура пысăк укçа кĕнĕ вĕсен аллине.

Африка мурне пула

Михайловсен çемйи кирпĕчрен çурт хăпартнă. Тултан та, шалтан та хитре вăл. Çак вырăнта малтан — çăка, унтан хыр пÿрт пулнă.

Анчах кăçал Африка мурĕ килсе çакланчĕ пирĕн тăрăха. Мĕнешкел шăв-шав çĕклерĕ вăл ялсенче.

"Сысна какайĕ сутса хушма техника илесшĕнччĕ. Шухăшлани пурнăçа кĕрейменни халех паллă. Паян Етĕрнере 7 сысна какайне вырнаçтарса хăвартăм. Тупăшĕ, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, икĕ хут сахалрах", — каласа кăтартать кил хуçи. Виçĕ-тăватă эрнери çурана 1 пин те 500 тенкĕпе сутма хăнăхнă вĕсем. Халĕ пилĕк-ултă эрнерине те 500 тенкĕпе кăна илеççĕ.

Çĕнĕ йĕркепе килте сысна пусма чарнă. Мăн Шемертенсен выльăха районăн тепĕр вĕçĕнчи Кĕçĕн Тÿмерлене илсе кайма тивет. Унта какая тирпейлемешкĕн ятарлă вырăн уйăрса панă. Çакна шута илсе Михайловсем сыснасене пĕтерсе ĕне йышне ÿстересшĕн.

Тенкĕ çумне — пус

"Нумаях пулмасть Ирçерен ĕне илтĕмĕр. Çĕнĕ çĕре хăвăртах хăнăхрĕ вăл. Кĕтĕве ярсан ыттисемпе пĕрле кÿлĕ хĕррине шыв ĕçме анчĕ. Ак тамаша, ăш хыпнине ирттерсен шала кĕрсе ишме пуçларĕ. Сехре хăпрĕ вĕт çав кун. Сăр хĕрринче курăк çисе çÿренĕскер ишме пĕлни хама та тĕлĕнтерчĕ. Юрать-ха хăех çаврăнса çыран хĕррине тухрĕ", — аса илет фермерăн амăшĕ Лидия Никоноровна.

Михайловсен виçĕ тĕпренчĕкĕ те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Асли Дмитрий — çемьеллĕ, икĕ ачаллă. Вун иккĕри Вадимпа вун пĕрти Татьяна яланах ашшĕ-амăшĕ çумĕнче.

"Эпир ывăлăмпа 5 ĕне сăватпăр, тепĕр 6-шĕн сĕтне мăшăрăмпа хĕрĕм суса кĕртеççĕ. Ачасем нуша ан курччăр тесе ĕçлетпĕр. Вĕсене куçран вĕçертместпĕр, мĕн кирлине йăлтах илсе паратпăр. Канфетпа печение килогрампа мар, ещĕкпех туянатпăр", — тет Валерьян Григорьевич.

Бидонри сĕт сивĕ шывра йÿçмест. Ваннăя кил картинех вырнаçтарнă. Ирхине кил хуçи ăна Анат Мучара леçĕ. Сĕте ку тăрăхра та йышăнаççĕ. Анчах йÿнĕрехпе сутни çемье бюджетне усă кÿмест. Анат Мучарта вара сĕт хаклăрах. Çакна шута илсе тенкĕ çумне пус хушма хăнăхнă Валерьян Григорьевич çула тухма ÿркенмест. Сăвăма пысăклатмашкăн ĕнесем валли хушма апат турттарса килет вăл.

Мулкач пахчанах килнĕ

Валерьян Михайлов — сунарçă йăхĕнчен. Пушă вăхăтра мулкач тытма çÿрет. "Пĕрре упăшка сунара кайсан пахчана мулкач килчĕ. Унталла-кунталла чупкаларĕ те тарса çухалчĕ. "Пăшална килтех хăвармалла пулнă", — шÿтлесе калаçрăмăр мăшăр таврăнсан", — тет Эльвира Егоровна. Вăл кĕске хÿре какайĕнчен тĕрлĕ апат хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ.

Тахçан малтан Валерьян Григорьевич ачисем валли — çĕлĕклĕх, мăшăрĕ валли жилетлăх тилĕ тирĕ хатĕрленĕ. Мĕнешкел юратса тăхăннă вĕсем çав япаласене.

"Пĕррехинче аçу енот тытса килнĕччĕ. Чĕрĕскерне халăха кăтартрăмăр. Халĕ сунара машинăпа каяççĕ. Упăшка тискер чĕрчуна йĕрлесе çуран та, йĕлтĕрпе те мĕн чухлĕ çÿренĕ. Хăш чухне вăрманта юлнă сунар йытти те кайран тин таврăнатчĕ", — хушса калать Лидия Никоноровна.

Валерьян Михайловăн сунар йыттин паспорт пур. Апла тăк унăн хуçин çак уйăхрах мулкач тытма юрать. Ыттисемшĕн чÿк уйăхĕнче сунар тапхăрĕ пуçланĕ. Çапах хальлĕхе пăшал çакса тухмашкăн вăхăт çук-ха сунарçăн.

Ĕçрен хăраманнисем лайăх пурăнни тавра вăрах калаçрăмăр Михайловсемпе. Укçа çитсе пыманшăнах, сăмахран, çемье саланать. Паллах, арçыннăн укçа ыйтăвне вăхăтра татма тăрăшмалла.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.