Улпут хĕрĕ

22 Окт, 2016

«Çав кун, 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче, лайăх мара темĕн систернĕ-ши, сад пахчинче мунча хутнăччĕ. Çанталăкĕ питĕ хитреччĕ. Патăрьелти МТСра водительте ĕçлекен атте таврăнчĕ те вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕ. Çакна лайăх астăватăп: шывланнă куçне кĕпе çанни вĕçĕпе пирĕнтен вăрттăн шăлать хăй, мăн хырăмлă анне çине хĕрхенсе пăхать. Мунча кĕрсе тухрĕ те кутамкка пуçтарма тытăнчĕ, çав кунах Ахванеç тетепе килтен тухса кайрĕç. Эпĕ, 11 çулти ача, вăрçă мĕнне пĕлменскер, унăн хăрушлăхне нимĕн те ăнланман. Тепĕр уйăхран, çурлан 17-мĕшĕнче, шăллăм Миша çуралчĕ. Михаил Баринов профессор пирки илтнĕ пулĕ, ЧПУра аслă математика вĕрентетчĕ, шăп çавă ĕнтĕ. Чирлесе çĕре кĕчĕ вăл. Ялта мана Улпут Юли тесен пурте пĕлеççĕ. Ку ят ача чухнех çума çыпăçнă. Аттен аслашшĕ миравай судья, ялта питĕ хисеплĕ çын пулнă. «Эпĕ — барин», — тесе каланă пĕррехинче хăй пирки. Ун чухне çынран пĕр сăмах илтесси çеçчĕ, ят кăларма питĕ ăстаччĕ халăх. Хушамачĕ çак сăмахран пулса кайнă пирĕн», — хăй пурнăçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартма тытăнчĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешре пурăнакан Юлия Емельянова.

Вăрçă вăхăтĕнчи ялти ытти ача-пăчапа пĕрле вăл хирте аркăпа пучах пуçтарнă, тырпул çумланă, вăрçăри салтаксем валли нуски çыхнă. Хĕр çулне çитсен киле таврăнмасăр хирте лашапа ака тунă, ыраш акнă. «Тылрисене те çăмăл килмен. Çĕрнĕ улма çисе выçлăха чăтса ирттертĕмĕр. Атте çулталăк çурăран киле суккăрланса таврăнчĕ. Виçĕ уйăхран каялла илсе кайрĕç ăна. Яппун вăрçине те хутшăннă вăл. Киле 1945 çулхи раштав уйăхĕнче çеç таврăнчĕ», — сăмах çăмхине сÿтет Юлия Терентьевна.

Виссарион Васильевичпа Юлия Терентьевна Емельяновсем 64 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Кĕçех хурçă туй çитет вĕсен. Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ мăшăр. Ултă мăнук, пилĕк мăнук ачи вĕсен. Шел те, вăталăх ывăлĕ Владимир чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса ашшĕ-амăшне ĕмĕрлĕхе хуçса хăварнă. Кинĕ пăрахман вĕсене, паян кун та килсе çÿрет, май пур таран пулăшма тăрăшать. «Виççĕшĕ те хамăн хĕр пекех, питĕ маттур та ĕçчен, иккĕшĕ хамăр ялтан, пĕри — çармăс хĕрĕ. Хам пекех тата пурте чĕрĕ те усал, анчах та çавах мана çĕнтереес çук, çавăнпа та халĕччен хирĕç тăрса тавлашса курман. Хунямапа 33 çул пурăнтăм, ял тăрăхĕн ертÿçинче ĕçленĕскер манран та усалрахчĕ, анчах та шăла çыртса чăтма пулатчĕ. Анна Ивановна пурнăçра ыррине нумай вĕрентрĕ мана. Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатасси пулнă, анчах та упăшка хĕнемен, кăвак куçпа çÿресе курман эпĕ. Тен, хăранă-и вăл манран? Ун çумĕнче 64 çул чăн-чăн улпут майри пекех пурăнтăм», — мăшăрĕ çине пăхса ăшшăн кулать харсăр та паттăр Юля аппа.

86 çулти Юлия Терентьевна ĕнине те вунă çул каялла çеç усрама пăрахнă. Хуçăк алăпа ĕне сăваканскерне ывăлĕ курнă та хытах шелленĕ, тархасласах сутса яма ыйтнă. Сĕтсĕр пурăнма хăнăхманскерсем ун вырăнне качака туяннă. 90 çулалла çывхаракан Версали тетепе Юля аппа темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ, кил çуртне таса та типтерлĕ тытаççĕ. Картиш тулли хур, чăх-чĕп тата икĕ качака усраççĕ. Иккĕшĕ те ĕмĕр тăршшĕ тăван хуçалăхра тăрăшнă. Виссарион Васильевичăн ĕç стажĕ — 47, Юлия Терентьевнăн — 48 çул. «Вăрçăра çапăçнă атте 88 çулччен, аннепе хуняма 90 çулччен пурăнчĕç. Пирĕн вĕсенчен те иртес шухăш пур. Çак çутă тĕнчерен камăн пăрахса каяс килтĕр?» — урама тухсах ăсатса ячĕç ăшă кăмăллă та тарават кил хуçисем.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.