Пурнăç çăлтăрĕ

22 Окт, 2016

Манăн умра — Михаил Абрамовăн сăнÿкерчĕкĕ. Ун çине пăхса шухăша путатăп. Вăл Элĕк тăрăхĕнче 1923 çулта çуралнă. Çăмăл пулман унăн кун-çулĕ. Хура-шурне ачаран нумай тÿснĕ вăл.

"Эпĕ Ленинград блокадинче 900 кун пултăм. Вилнĕ çынсене пытаракан çукчĕ. Мĕн чухлĕ асап, хĕн-хур курчĕ хула халăхĕ. Çăкăр та, шыв та çук… Шыв пăрăхĕсем те ĕçлеместчĕç. Ача амăшĕсем пепкисене хăйсен çумне пăчăртанă та — вилнĕ. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче эпир, Волхов тата Ленинград фрончĕсем пĕрлешсе, блокадăна 12 километр сарлакăш татрăмăр. Çĕнтерÿ çитнĕ ятпа икĕ фронт салтакĕсем пĕр-пĕрне саламлатпăр, çĕлĕксене çÿлелле ывăтатпăр", — ватă салтак каласа кăтартни асрах.

900 кун хушшинче темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ Михаил Абрамов. Вăл çапăçу хирĕнчи самантсене сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕрччĕ.

Турри çумĕнче пулнă-ши, темиçе хутчен вилĕмрен çăлăнса юлнă салтак. «Пирĕн полка Эстоние, Нарва шывĕ хĕрне илсе çитерчĕç. Виççĕмĕш кунне çапăçăва кĕтĕмĕр. Манăн сылтăм ура вăйлах аманчĕ. Каç пулса килчĕ, çапăçу хирĕ те шăпланчĕ. Çанталăк питĕ сивĕ. Эпĕ пĕчченех авăрта выртатăп. Тÿпере çăлтăрсем йăлтăртатнине куратăп. Алă-ура шăнса хытрĕ, кĕлетке те сивĕнсе пырать. Вилĕм çывхарнине туятăп. Çак вăхăтра мана икĕ салтак сĕтĕрме пуçларĕç. Çапла майпа пĕр яла илсе çитерчĕç. Уколсем турĕç, эмелсем ĕçтерчĕç, пăртак эрех те сыптарчĕç… Ирхине хирти госпитале ăсатрĕç. Питĕ сивĕччĕ, эмелĕсем çителĕксĕрччĕ, нимле услови те çукчĕ кунта. Çакăнта пĕр чăваш салтакĕ тупăнчĕ. Вăл тăрăшнипе мана Ленинградри госпитале ăсатрĕç», — куççульне вăрттăн шăлса сăмахлатчĕ Михаил Архипович.

Ленинградран Пермьри госпитале куçараççĕ йывăр аманнă салтака. Кăткăс операцие чăтса ирттерет вăл, шăмми çĕрме пуçланă урине хирург çăлса хăварать. Виçĕ уйăхран утакан пулать. Тăватă çултан тăван ялне çитет. «Чун хурланчĕ. Анне вырăнпах выртатчĕ. Атте те ватăлнă, хавшанă. Вутă çуккипе сарайне çунтарса янă. Пÿрт тĕрев çинче ларатчĕ. Ăçта каяс, мĕн тăвас? Хам та икĕ туя çинче. Ĕçлеме вăй-хал çук. Тăван атте-анне килне тытса тăрас ĕмĕт çапах та малти вырăнтаччĕ. Вăй çитертĕмех», — Михаил Абрамов каласа кăтартни халĕ те хăлхарах.

Мăшăрĕпе пилĕк хĕрпе пĕр ывăл çуратнă ÿстернĕ вĕсем. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Ватти-вĕтти манмасть Михаил Архиповича. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă ватă салтака Ураскилтре ырăпа кăна асăнаççĕ.

Роза КАЛМЫКОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.