Турă панă пархатар

21 Окт, 2016

«Этемлĕх аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнчен те кашни çын телейлĕ пулма ăнтăлнă. Тĕрлĕ чир-чĕр вара унăн çулне пĕрре мар пÿлнĕ. Çавăнпа пирĕн пурнăçшăн медицина уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Амака сирекен сиплевçĕ пулма нумай пĕлмелле. Медицинăн аслă шкулне пĕтерни кăна çителĕксĕр, кун-çул тăршшĕпех вĕренмелле, ăсталăха ÿстермелле. Тĕрĕссипе, тивĕçлĕ канăва тухсан та лăпланса лармалла мар: врач — хăш ÿсĕмрине пăхмасăр яланах сиплевçĕ, кирек мĕнле лару-тăрура та унăн инкеке лекнĕ çынна пулăшма васкамалла», — çапла шухăшлать Çĕрпÿ район больницин аслă категориллĕ врачĕ Владимир Афанасьев офтальмолог.

Владимир Игнатьевич 1998 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Профессие тĕплĕн шухăшласа суйланă вăл. Ĕçтешĕсем ăста специалиста куç чирĕсене тупса палăртас тата сиплес енĕпе чăн-чăн профессионал пулнăшăн хисеплеççĕ.

Куçпа çыхăннă ыйту сахал мар. Çывăхрине е аякрине кăна курнисĕр, глаукома, катаракта чирĕсемсĕр пуçне куç хупанкин, куççуль çулĕн, хытă витĕмĕн /роговица/, куç шăрçин, тĕслĕ витĕмĕн, сетчаткăн, курав нервĕн, конъюнктив, склер амакĕ те йышлă. Вĕсене тĕрĕс, тепĕр чухне вăраха ямасăр сиплемелле. Ытти чир е суран витĕмĕ пуçарнă йывăрлăхпа нушаланакансене те пулăшмалла.

«Медикăн йăнăшма юраманнине кашни офтальмолог асра тытать. Пациент сывлăхне тĕплĕн тишкеретĕп: куç вичкĕнлĕхне, шалти юн пусăмне, кирлĕ тĕк куç тĕпне тĕрĕслетĕп. Тепĕр чухне хушма тĕпчев ирттерме тивет, кун пек самантсенче ĕçтешсен ырă сĕнÿ-канашне шута илетĕп», — тет Владимир Игнатьевич.

Çакна палăртмалла: поликлиникăра ĕçлекен окулистсем, тĕпрен илсен, операци тумаççĕ. Вĕсем куçлăх çырса параççĕ, пациент сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ, йывăр чирлисене клиникăсене сипленме яраççĕ. Кăткăс операцисене стационарта ирттереççĕ. Çапах тепĕр чухне, тĕслĕхрен, кураслăха лазер мелĕпе коррекциленмешкĕн, амбулатори сиплевĕпе тивĕçтереççĕ. Паллах, хальхи йышши кăткăс оборудовани тата шанчăклă материал алă айĕнче пулсан ĕнтĕ. Операци тăвакан окулист хирург-офтальмолог шутланать. Кун пек чухне унăн квалификацийĕ çÿллĕ шайра пулмалла.

«Паян, пысăк технологисен вăхăтĕнче, медицинăн мĕнпур тытăмĕнче тăрăшакан врачăн прависемпе тивĕçĕсем хăйнеевĕрлĕ те яваплă: эрудици шайне ÿстерсе тăмалла, çĕннине алла илмешкĕн ăнтăлмалла. Урăхла май çук: тĕнче ырă еннелле улшăнса пырать. Хăвăрт аталанакан медицина вара çынсен чунĕнче шанчăк çулăмне вăй илтерет, вĕсен чĕрине ăшăтать. Тĕрĕссипе, врач профессийĕнчен яваплăраххи çук та пулĕ: çынсем пире хăйсен пурнăçне шанса параççĕ вĕт.

Врач — професси кăна мар, эпир тытса пыракан пурнăç йĕрки те, офтальмолог вара – чун туртăмĕ, Турă панă пархатар», — шухăшне пĕтĕмлетет Владимир Афанасьев сиплевçĕ.

В.СМИРНОВА

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.