Эрех-сăра ырри патне çитермест
Алкоголизм чирĕ мĕнрен пуçланать-ха? Çынсем эрехе ытларах чухне кăмăл-туйăма хăпартма ĕçеççĕ. Çак шĕвек ташлаттарать, юрлаттарать, çав вăхăтрах макăртать те. Никам та эрех серепине çакланасси е алкоголик пуласси çинчен шухăшламасть. Нумайăшĕ виçене пĕлсе ĕçетпĕр теççĕ. Шел те, малтанлăха кăна çавăн пек туйăнать. Çакă чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ: эрех çынна хăйĕн хăрушă серепине çавăрса илме, чура тума хăтланать. Ку вăхăтра çынна пулăшма çăмăлрах.
Кашни кун пур-çук сăлтавпах сыпма пуçласан чир тарăн тымар ярать: ĕçкĕллĕ кунсем нумайланаççĕ, эрех виçи ÿссех пырать. Пуçра тĕп шухăш – ăçтан эрех тупас? Пуçне алкогольпе минретнĕ çын ÿсĕрле кăна хăйне лайăх туйма пуçлать. Часах мухмăр пуçланать. Çакă чир иккĕмĕш тапхăра куçнине пĕлтерет. Ирхине урăлса çитсен çын хăйне питĕ япăх туять. Эрех ĕçсенех çăмăлланать. Анчах та ку нумайлăха мар. Кăштах вăхăтран сывлăх каллех япăхланать, эрех ĕçес шухăш пуçран каймасть. Çакнашкал кăмăл-туйăм вăраха тăсăлать. «Ыран пачах та ĕçместĕп», — тесе сăмах парсан та тепĕр кун та алăсем эрех патнех туртăнаççĕ. Çак тапхăртан йывăрлăхсем пуçланаççĕ, ĕçе çÿременрен кăларса яраççĕ, çемье арканать… Алкоголизм юлашки тапхăра куçнă май çын тĕппипех улшăнать. Малтанхи вăхăтра чунне парса ĕçленĕ, çемйине юратнă лайăх çын эрехпе кăна кăсăкланма пуçлать.
Алкоголизм — социаллă чир, вăл обществăра пулса иртекен пысăк улшăнусемпе те çыхăннă. Обществăри йывăрлăх нумай çемьене, уйрăмах çамрăксене, кăткăс лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Чылайăшĕ пурнăçне эрехпе çăмăллатма тăрăшать. Тепĕр сăлтав — çын йывăр ыйтусене хăй татса пама пĕлменни, йывăрлăхсенчен тарни, çăмăл пурнăç шырани. Кун пек çынсем кăмăл-туйăмне эрехпе лайăхлатма тăрăшаççĕ. Виççĕмĕш сăлтавĕ — çитĕннисен тĕслĕхĕ. Хăна пуçтарса час-часах кĕрекере ларма юратакан ашшĕ-амăшĕ «эрех нихăçан та ан ĕçĕр» тени ачисен хăлхине кĕмест, мĕншĕн тесен вĕсем урăхла тĕслĕх курмаççĕ, чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн çулнех суйласа илет.
Алкоголизмпа чирлекен ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ачасем пĕчĕкрен урăх çемьере ÿссен, эрех ĕçнине курмасан, тен, çак амак вĕсемшĕн хăрушă мар. Шел те, хăшпĕр чухне ашшĕ-амăшĕн генĕсем ачисене те куçаççĕ çав. Çакна ăсчахсем тĕпчесе палăртнă. Кун пек ачасем алкоголизм чирĕпе аптăрас хăрушлăх питĕ пысăк. Вĕсене пĕчĕкрен эрех ĕçме юраманни çинчен каласа, вĕрентсе ÿстермелле.
Алкоголизм кирек мĕнле спиртлă шĕвек ĕçсен те пуçланать. Сăрара та этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сортсен градусĕ 4-5 процентпа танлашать. Апла тăк, 100 грамм сăрара — вăтамран 4 грамм таса спирт, пĕр кĕленчере — 20 грамм. 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. «Кăшт кăна сăра ĕçме» хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм чирĕ патне илсе çитерет.
Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Куллен сăра ĕçекен çыннăн чĕри пысăкланать, мышцисем çÿхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ÿсет. Тухтăрсем çакăн пек чĕрене «сăра» чĕри теççĕ. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне пăсать. Пĕвер аманать, малашне цирроза куçма пултарать. Сăра шăк çулĕсемшĕн те сиенлĕ — усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк. Сăрара фитоэстрогенсем пур, вĕсем хĕрарăмăн ар гормонĕсене çывăх. Ахальтен мар сăра юратакан арçынсем «хĕрарăмланса» пыраççĕ, вĕсен кăкăрĕсем ÿсеççĕ, хырăмĕ пысăкланать, купарчи сарăлать. Сăрапа киленекен хĕрарăмсем вара «арçынланаççĕ», кăкăрĕпе пичĕ çинче «сăра мăйăхĕ» палăрма пуçлать, сасси хулăнланать.
Эрех вырăнне усă куракан хутăшсен шутне одеколон, кантăк тасатмалли шĕвексем, сиенлĕ спиртсем кĕреççĕ. Вĕсемпе халăх хуçалăхĕнче, килте анлăн усă кураççĕ, çавăнпа та яланах алă айĕнче. Эрех чирĕпе аптăракансем мухмăр вăхăтĕнче çак шĕвексене ĕçме пуçлаççĕ. Одеколон, «фанфурик» ĕçсен çын хăвăрт ÿсĕрĕлет, анчах часах урăлаймасть, хăйне «ухмах» çын пек тытать.
Çак шĕвексем чи малтан пуç мимине амантаççĕ. Вĕсем çын кăмăлне самантлăха çеç хăпартаççĕ, хыççăнах урăхла асапсем тытăнаççĕ, пуç, вар-хырăм ыратать, вăй çукки канăç памасть. Çакăн пек самантра çыннăн хăй çине алă хурас шухăш та çуралать. Çак шĕвексене пĕрмай ĕçекенсен хырăмлăхĕ, пĕверĕ, пÿри, чĕри аманаççĕ. Нумайăшĕн куçĕсем курма, хăлхисем илтме пăрахаççĕ, çитменнине тата куçа темтепĕр курăнма тытăнать. Чылайăшĕ вара пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.
Çул çитмен ачасемпе çамрăксем сăра-эрех ĕçни уйрăмах пăшăрхантарать. Çамрăклах алкогольпе иртĕхме пуçласан алкоголизм чирĕ питĕ хăвăрт аталанать. Малтанах сăра ĕçме пуçлаççĕ. Вăйлă арçынсем те пĕр кĕленче ĕçсе ÿсĕрĕлеççĕ. Çитĕнекен организма сăра пысăк сиен кÿни каламасăрах паллă.
Пĕр тĕслĕх асăма килчĕ. Педагогсем училищĕре вĕренекен 16 çулти ача эрех ĕçнине асăрхаççĕ. Вăл, чăнах та, уроксене çÿремесĕр уйăхĕпех чарăнмасăр эрех, сăра ĕçсе пурăннă, сăмакунне те тиркемен. Наркологи диспансерĕнче тĕрĕсленĕ хыççăн вăл алкоголизм чирĕпе аптăранине палăртнă. Ачан ашшĕ те эрехе пула çамрăкла çĕре кĕнĕ, амăшĕпе аслă пиччĕшĕ те ниçта ĕçлемесĕр ĕçсе пурăннă. Ашшĕ-амашĕн прависене туртса илсен ăна 10 çулта чухне тăлăхсен çуртне вырнаçтарнă. Шел те, вăл та çывăх çыннисен çулнех суйласа илнĕ.
Алкоголь чирĕнчен сипленсе хăтăлма пулать-и? Паллах! Йăлтах çынран хăйĕнчен килет. Асăннă чир тыткăнĕнчен хăтăлмалли чи тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ çул вăл — эрех-сăра таврашне пачах ĕçме пăрахасси, урă пурнăçпа пурăнма вĕренесси. Анчах çакă çăмăл ĕç мар. Специалистсемпе вăхăтра канашлани, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленни чылай инкекрен сыхланма пулăшĕ. Чăваш Республикинче çак чиртен сипленмелли условисем çителĕклĕ. Кашни район больницинче наркологсем ĕçлеççĕ, Шупашкарта Наркологи диспансерĕнче сиплеççĕ. Унăн адресĕ: Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт. 23-41-68 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Юлашки çулсенче медицинăна аталантармашкăн сахал мар вăй хураççĕ. Çакă, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Çапах та чи малтанах хăйĕн пурнăçĕшĕн кашни çын хăй яваплă. Сывлăх — питĕ пысăк пуянлăх, тулли телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Хăйне хăй упрама пĕлсен çын 100 çулччен е ытларах та пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине нимĕн те çитмест. Аслисен вара ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла!
Эрех-сăрапа иртĕхни нихăçан та лайăххи патне илсе çитермест. «Ĕçкĕпе иртĕхни — хамăр ирĕкпе ухмаха тухни», — тенĕ Гиппократ темиçе ĕмĕр каяллах. Çакăнтан тĕрĕсрех калаймăн.
Е.ЕГОРОВА,
республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ
Комментировать